Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗчченех (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр те илсе юлтӑмӑр 12 сотӑй, унта пӗчченех тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Килӗнче пӗчченех пурӑнать пулин те алӑ усса лармасть Мария Гавриловна, ҫӑм арласа чӑлха-нуски ҫыхать, ҫывӑх ҫыннисене парнелесе савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Ӗҫ тӗлне пӗлмен Хӗрлӗ Тутӑр каллех пӗчченех тӑрса юлнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Кӑмӑлу пулсан, пӗчченех кай.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Куҫӗсене уҫать Павӑл: вырӑн ҫинче пӗчченех.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Эпӗ пӗчченех кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗчченех чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Салакайӑк ҫӑкӑра пӗчченех кӳпсе ярасшӑн-няк?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Телее, Аркадий, пӗрле пурӑнакан юлташӗсем ӗҫе кайнине пула, пӳлӗмре пӗчченех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗр вырӑнлӑ пӳлӗмре вӑл пӗчченех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Амӑшӗ халӗ, кӑптӑртатса, кил-ҫурта пӗчченех тытса, тӗревлесе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чулхулана Пурис ГАЗ автомашинӑпа пӗчченех ярлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗчченех пулас — урӑх сасӑсем илтӗнмерӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паян та вӑл кӑмпана пӗчченех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн туса ҫӳретӗн эсӗ кунта пӗчченех? — хӗре аллинчен пырса тытрӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Ҫакӑн пек пысӑк уява пӗчченех ирттерес теместӗн пулӗ те эсӗ? — кӑлтӑр-кӑлтӑр уҫӑ сассипе самантрах чӗрӗлӗх кӗртрӗ Лариса, хӑй, кулнӑ майӑнах, стена ҫинчи куҫкӗски умӗнче юсанкаласа илме те ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

«Мӗншӗн пӗчченех тата?» — тенӗ Мокин.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ҫук, Ревлен, хальхинче пыраймастӑп эпӗ, кайса кил пӗчченех.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Енчен те унччен кил умне вутӑ пырса тӑксан ӑна касса-ваклама пит нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулсан, бензопӑчкӑпа пӗчченех ним мар пӗр машшин горбуль касса тирпейлесе хума пулать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

— Эсӗ мӗн пӗчченех сӗтел хушшинче тӗлӗрсе ларатӑн, хӗрӗм?

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех