Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтернӗ (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки кунсенче Пишпӳлек районӗнчи гумконвойпа февралӗн 17-мӗшӗнче каякан пилӗк сетка явса пӗтернӗ.

За последние дни закончили ещё 5 сетей, которые пойдут с гумконвоем из Бижбулякского района в поддержку СВО- 17 февраля.

Эпир тылра Ҫӗнтерӗве ҫывӑхлататпӑр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3643086

Гренадӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене — Халӑхпа революци ҫарне — чи малтанхи хут 1979 ҫулхи революци хыҫҫӑн йӗркеленӗ, апла пулин те 1983 ҫулта АПШ Гренада ҫине тапӑнса кӗнӗ хыҫҫӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйсене пӗтернӗ.

Вооружённые силы Гренады — Народно-революционная армия — были впервые созданы после революции 1979 года, однако после вторжения США на Гренаду в 1983 году вооружённые силы были расформированы.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Вырӑнти халӑха Европӑран килнисем 1655 ҫулта тӗппипех пӗтернӗ.

Местное население окончательно истреблено европейцами в 1655 году.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

1609 ҫулхи ака уйӑхӗнче Робинсонпа Годфри ертсе пыракан акӑлчансен экспедицийӗ колони-поселение никӗслеме хӑтланнӑ, анчах вӗсем хатӗрленӗ ҫирӗплетнӗ вырӑна аборигенсем тапӑннӑ та аркатса тӑкнӑ, колонистсен чылай пайне вӗлерсе пӗтернӗ.

В апреле 1609 года английская экспедиция под руководством Робинсона и Годфри предприняла попытку основать колонию-поселение, однако выстроенное ими укрепленное поселение было атаковано и разрушено аборигенами, большинство колонистов были убиты.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Ҫавӑнпа вӑл тӑван Заозерьене таврӑнма шутланӑ, хӑй вӗренсе пӗтернӗ шкулта ачасене акӑлчан чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ.

Поэтому решила вернуться в родное Заозерье и начала работать учительницей английского в школе, которую сама и закончила.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

1869 ҫулта Сӑваплӑ Адальберт базиликине туса пӗтернӗ, вӑл Венгрире чи пысӑк храм пулса тӑнӑ.

В 1869 году закончено строительство базилики св. Адальберта, ставшей самым большим храмом Венгрии.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

2011 ҫулта 16ПП/34Л ҫӗнӗ ВПП туса пӗтернӗ, унӑн классификаци хисепӗ (PCN) 70/R/A/Х/T, виҫи 3500x45 м (цементобетон).

В 2011 году закончено строительство новой ВПП 16П/34Л, её классификационное число (PCN) составляет 70/R/A/Х/T, размеры 3500×45 м (цементобетон).

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Ҫак йӑнӑша, ҫак пысӑк ҫитменлӗхе юлашки вӑхӑтра пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫурҫӗр Атлантикӑра анлӑ сарӑлнӑ сӑрӑ кит популяцине 18 ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмпех тытса пӗтернӗ.

Популяция серого кита, существовавшая ранее в Северной Атлантике, была полностью выбита к началу 18 столетия.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

1946 ҫулта академин инженери факультетне пӗтернӗ, Уралти кустӑрмаллӑ тата гусеницӑллӑ машинӑсен испытателӗ пулса ӗҫленӗ.

В 1946 году окончил инженерный факультет академии, работал испытателем колёсных и гусеничных машин на Урале.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

1950 ҫулта Сарӑту университетне вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн МПУ механикӑпа математика факультечӗн аспирантурине вӗренме кӗнӗ.

В 1950 году окончил Саратовский университет, после чего поступил в аспирантуру механико-математического факультета МГУ.

Ульянов Пётр Лаврентьевич // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%B8%D1%87

Кӗт-ха, карчӑк килтӗр! — тархасларӗ Хумкка, анчах Ҫимун итлемерӗ, калаҫас сӑмахӗсене пӗтернӗ пек туйӑнчӗ ӑна ҫак асаплӑ самантра.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫунине таҫта ҫапӑнтарса ватса пӗтернӗ — йӑланки юлман…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Удмурт колхозӗнче ӗҫне пӗтернӗ хыҫҫӑн, тепӗр кун ирпе ирех Мария Тимофеевна килне таврӑнма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑ пӗтернӗ шӑрша.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка хурсем ҫӗрле вараласа пӗтернӗ курӑк ҫинчен тӑрса ларнӑ ҫӗре картишӗнче никам та ҫукчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ пурӗ те сакӑр класс пӗтернӗ, — каҫару ыйтнӑн йӑваш сасӑпа вӗҫлерӗ Лавруш.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Советӗнче пулнӑ вӑл, унта ӗҫне пӗтернӗ, халӗ пуҫа чиксе хӑраса ҫӳресси ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте пӗлетчӗҫ вӑрӑм Павӑлӑн тырӑ нумаййине, анчах, чеескер, тем хушӑра ӑна салатса та пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улькана пӗтернӗ пекех, ҫисе яраҫҫӗ ӑна унта аттепе Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех