Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрса (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак ӗнер ҫеҫ ҫывӑрма выртсан ҫакна аса илсе хӑй тӗллӗн кулса выртрӗ-ха: пӗррехинче Укахвие хӑйсен класӗнче вӗренекен ачасем темиҫен юр чӑмӑрккисемпе пеме ты-тӑннӑччӗ, Укахви йӑмра патне лӑпчӑннӑ та «Аттене калатӑп!» тесе макӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемсӗр, паллах, йывӑр, мен тӑвас тен, тӗрмӗшкелетпӗр ҫапах та, макӑрса ларман.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах пӗчӗклех хурапа шурра нумай курнӑ хӗр ача хӑйӗн кӑмӑлне хытарма пултарчӗ, нимӗн чухлӗ макӑрса кӑтартмарӗ, эс часрах хӑваласа ҫит вара терӗ те Ятламас ҫумне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта, кам нӳхрепӗнче макӑрса ларать-ши халь Эрнепи?

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи ним тума пӗлмесӗр пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа ҫӳрерӗ, Чечекпи инкеке сиссе макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк патша чӗркуҫҫийӗ ҫине пырса хунӑ кӗрӗке илнӗ чухне Хусан ханӗ каллех макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ ҫумне лӑпчӑнса ачашланать, тепӗр чухне макӑрса та илет.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пинеҫ ун ал лаппине тытса пӑхрӗ те ӳлесе макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем макӑрса тӑранса пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Макӑрса шырасан та тупаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сывӑ пул, ман ӑрӑсӑм, сывӑ пул, ман юратӑвӑм… — Нухрат каччӑ кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ те сасӑпах макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай унӑн арпашӑнса пӗтнӗ ҫӳҫне тирпейлерӗ, ӑна пуҫран шӑлчӗ, юлашкинчен, хӗр ачи макӑрса тӑрансан ӑна хӑйӗнчен сирсе пит-куҫӗнчен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Масар ҫинчен хыттӑн макӑрса таврӑннине хальхи пек астӑвать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Тахӑшӗ сасӑпах макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗ пекех тӑпчамскер, сарӑ ҫӳҫлӗскер тата мӑнтӑркка ал-ураллӑскер, вӑл кунӗ-кунӗпе картишӗнче те урамра вылять, вӗҫӗмсӗр тӗрлӗ тетте тӑвать, кам та пулин кӳрентерсен ҫеҫ таҫта илтӗнмелле хытӑ макӑрса пӳрте килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗве кӗнӗренпе куҫран куҫҫуль кӑларман Ахтупай ҫак самантра ун пуҫӗ ҫине пӗр тӑруках темӗн чухлӗ телей йӑтӑнса аннӑран пӗчӗк ача пек макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн чухлӗ макӑрса выртрӗ вӑл Аспар вилӗмне кӗтсе илнӗ вырӑнта?

Куҫарса пулӑш

Курайманлӑх // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Каҫар эсӗ мана, — куҫҫулӗсене чараймасӑр макӑрса ячӗ Кӑваркуҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫемҫе кӑмӑллӑ Шывпики макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар хӗрӗн тӑшмансен аллине лекнипе макӑрса куҫҫулӗ пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех