Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майсем (тĕпĕ: май) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Диктор ялхуҫалӑхне малалла тата вӑйлӑрах аталантармалли майсем ҫинчен вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

2015 ҫулхи К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчен те нумаййине кӗтетпӗр: чӑваш литературин классикӗн пултарулӑхне халӑх хушшинче анлӑрах сарасса, Чӑваш Енӗн историпе культура еткерлӗхне сыхласа хӑварма майсем туса парасса, республикӑн ятне-сумне ҫӗклессе, Раҫҫейри халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетессе тата ыттине те.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хӑнасене республика ертӳлӗхӗ ячӗпе саламларӗ, Шупашкар кинофестивалӗ сахал йышлӑ халӑхсен киноискусствине аталантарма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама пулӑшнине, республика ҫыннисене чӑн-чӑн кинопа киленме майсем туса панине палӑртрӗ, артистсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Санӑн майсем ытларах тетпӗр-ҫке.

У тебя есть такая возможность, слава пюлеху.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑннисен шутне те тин ҫеҫ кӗрсе ҫитнӗ Микулая ҫавӑрмалли майсем, паллах, урӑх та пулнӑ Клавьен.

У Клавье, конечно же, были способы совратить Мигулая, только-только ступающею на путь взрослого мужчины.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр эрнерен пур чӑрмавсене те ҫӗнмелли майсем тупса пӗтерчӗ Ульти.

Но спустя неделю все, на первый взгляд, казавшиеся непреодолимыми преграды были разрешены.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кунта ҫакӑ тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусен хуравӗсене пӗрле шырама майсем пур.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерни, ӗҫе вырнаҫма, вӗренме майсем туса пани, социаллӑ пурнӑҫа, культура тата кану инфратытӑмне аталантарни ял пурнӑҫне лайӑхлатасси куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Галина Николаевна 54 ҫулта чухне Интернетпа усӑ курма вӗреннӗ, пӗтӗм тӗнчери тетел пулӑшнипе хӑйне валли ҫӗнӗ майсем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

Вӗренӳ системинче ӗҫлекенсен интересӗсене хӳтӗлеме, вӗсен йӑла тата пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма майсем тупас тесе сахал мар тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Кусем сунара пӗччен-иккӗн ҫӳремелли майсем.

Это — способы охоты в одиночку или вдвоем.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пысӑк колхозра ӗҫлемелли майсем те пысӑк.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сирӗн тавра ҫын нумай, халӗ ҫӗнӗ плансем, вӗсене пурнӑҫламалли майсем тупӑнаҫҫе.

Вы станете более популярны, обретёте новые планы и инструменты для их воплощения.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паллах, Зоя вырӑнӗнче тепри Карачӑмпа урӑхларах калаҫмаллаччӗ, ӑна итлеттерме урӑх майсем тупмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна тума пирӗн пур майсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Кӗҫех ӑнӑҫлӑ ҫӗнӗ майсем тупӑнӗҫ.

Скоро откроются новые удачные перспективы.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене патшалӑх тивӗҫтерекен пулӑшусемпе майсем пирки пурте пӗлсех каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Нумайранпа ӗнтӗ районта пурӑнакансем вак хуҫалӑхсене аталантарас тӗллевпе тӗрлӗрен программӑсене хутшӑнса ҫемье фермисем йӗркелесе янӑ тата тин ҫеҫ ӗҫе пуҫӑннӑ фермерсем те ӑнӑҫлӑ аталанма майсем тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Ҫамрӑксене аталанма майсем ытларах туса памалла тесе шухӑшлатӑп, ҫавӑн пекех ҫул-йӗр пахалӑхӗн ыйтӑвне те ытларах тимлӗх уйӑрсан аван пулӗччӗ», — терӗ Василий Петрович.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9852-v-rmars ... urn-clar-c

Иртнӗ тапхӑрта 70 кил хуҫалӑх патне пӑрӑхсене хунӑ, «кӑвак ҫулӑма» ҫурта кӗртме майсем туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Газ кӗртме пулӑшаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/gaz-kertme-pulashacce.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех