Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашана (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑссем тӗл пулӗҫ те мӗн туса ҫӳретӗн эс кунта тесе туртӗҫ те илӗҫ лашана.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хурала юлнӑ темиҫе стрелеца касса вакланӑ Япанча ҫыннисем, темиҫе лашана кӑкарса хӑйсемпе илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ тутар княҫӗн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хапхине килти хапхана уҫнӑ пек хӗпӗртесе уҫса ячӗ, лашана витене тӑратса апат панӑ-паман паллакан хӳме шӑтӑкӗ патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ карачин юратнӑ сӑмахӗ пурччӗ: «Лашана ӑна пушӑпа кӑна хӑваламаҫҫӗ, тӑванӑм, сӗлӗпе те хӑвалаҫҫӗ. Сӗлӗпе хӑваласан вӑл инҫерех те каять», — тетчӗ Булат Ширин.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тек пире лашана пушӑпа хӑваланӑ евӗр никам та хӑвалаймасть ӗнтӗ, эпир хамӑр килте хамӑр хуҫа.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уттине курсан, ку лашана пӗр-пӗр циркра е кавалери эскадронӗнче ятарласах утма вӗрентнӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ну, ӑҫта сикетӗн? — утать вӑл лашана хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Урапа кустӑрмине лав ҫине йӑтса хутӑм та макӑра-макӑра лашана хӑвалатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Атте хӑй тӗллӗн мӑкӑртатать: лашана утӑ парасчӗ, стражника мӗншӗн пӳрте кӳртрӗр, тет.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫхине пичче пасартан лашана сутса килчӗ, йӗвенпе хӑйӗнчен хӑварман.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лашана кураймасӑрах юлтӑн-ҫке, — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пичче лашана чуптарса кайнине пӑхса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Каях, анне, ан чар лашана, — терӗ вӑл, унтан, пӗшкӗнсе, анне аллине ҫемҫен вӗҫертрӗ те лашана уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сасартӑк вӑл лашана мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, эпӗ лаҫҫа кӗрсе татӑк ҫӑкӑр ҫине тӑвар сапрӑм, лашана парас тесе, вите патне пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лашана ыранах сутас тенине илтсен, эпӗ хурлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Юрӗ, ыран кайӑп, эппин, — килӗшрӗ пичче, тӑварнӑ лашана лупас айне кӑкарса.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗнтӗ кӗлте кӳртнӗ, кӗрхи ака пӗтрӗ, лашана сутма та юрать, — терӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑшт шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн, атте: — Ят ути пире купа ҫурӑ ҫеҫ лекнӗ. Мӗнле лашана хӗл каҫаратӑн унпала? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лашана сутас тетпӗр, — тет кукамая.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех