Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курса (тĕпĕ: курс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех суйлав комиссийӗсем вырнаҫнӑ шкулсенче вӗренӳ процесне дистанци технологийӗсемпе усӑ курса йӗркелеме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче 910 пине яхӑн суйлавҫӑ Чӑваш Енре сасӑлама пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/racc ... -yahan-suj

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансенчен кашни республика аталанӑвне курса ӗненет, унӑн ҫитӗнӗвӗпе хавхаланса пурӑнни те куҫ кӗретех тесе палӑртса каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте римлянсем каструмсемпе усӑ курса Неккар ҫумӗпе чикӗне ҫирӗплетнӗ, ҫав шутра хальхи вӑхӑтра хулан Бёкинген (ним. Böckingen) районӗнчи вырӑна та, Рим вӑхӑтӗнче унта пӗтӗмӗшле сакӑр ҫул пӗрлешнӗ пулнӑ.

В I веке нашей эры римляне укрепили границу вдоль Неккара при помощи каструмов, в том числе в современном районе города Бёкингене (нем. Böckingen), где пересекаются в общей сложности восемь дорог римского времени.

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

Вагон пӑспа усӑ курса авнӑ икӗ юман рельс тӑрӑх ҫӳренӗ.

Вагон шел по гнутым под действием пара дубовым рельсам.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Канализаци йӗркелеме тата септик вырнаҫтарма укҫана краудфандинг проекчӗпе усӑ курса пухнӑ.

Деньги на устройство канализации и установку септика собрали с помощью краудфандингового проекта.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Анчах Алёна стюардесса пулса тӗнче курса ҫӳреме ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа Мускава тухса кайнӑ.

Но Алёна мечтала стать стюардессой и путешествовать по миру, поэтому поехала в Москву.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Лайӑх ҫитӗнӳсем тунине кура, ӑна Ленинградри художество училищине тӳрех виҫҫӗмӗш курса вӗренме илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Унпа усӑ курса ферромагнитлӑ пленка ҫине ӳкерсе илнӗ передачӑна тӳрех студирен кӑтартма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио ӗҫне юратакансем, физика законӗсемпе усӑ курса, антенна ҫурта аҫа ҫапасран сыхласа хӑварма пултарни ҫинчен ӑнлантарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Промышленноҫ ҫурма проводниксемпе усӑ курса тӗрлӗ йышши пӗчӗк те кӑткӑс радиоприемниксем тата темиҫе программа итлеме май паракан репродукторсем кӑларма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радион малашлӑхне курса, вӑл радио миллионлӑ массӑсен митингӗ пуласса шанса тӑнӑ, радио халӑха кулленхи ӗҫре хавхалантаракан пысӑк вӑй пулассине, унӑн аслӑ малашлӑхне кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Тӗрӗслӗх ҫӗнтерчӗ, кунсем уяртрӗҫ, кӑкӑр тулли уҫҫӑнрах сывлать халӑх, ӗмӗтне ҫывӑхран курса, халиччен ҫӗр ҫинче ӗмӗрне пулман ырӑран ырӑ пурнӑҫалла хавхаланса ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑн пек калавӑн пуҫламӑшне вулатӑн та, — мӗнпе вӗҫленессине ҫийӗнчех пӗлсе, аяккалла хуратӑн: ҫавӑн пек очерксене тытатӑн та, авторӗ хӑҫан ӑҫта пулнине, кампа-кампа курса калаҫнине, вӗсем производство планне миҫешер процент тултарса пынине пӗлнисӗр пуҫне, сан асӑнта нимӗн те юлмасть, эсӗ ҫӗннине чухлаймарӑн, кӑмӑлу ҫӗкленнине туяймарӑн.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл Республиканецсен фракцийӗнче тавлашуллӑ самантсем чылай пуррине кура кабинета шанӑҫ пур чухне правительствӑра сасӑлав ирттермесӗр йышӑнма май паракан Конституцин 49-мӗш статйин 3-мӗш пункчӗпе усӑ курса проекта йышӑнтарнӑ.

16 марта 2023 года из-за неуверенности в возможности проведения реформы ввиду разногласий во фракции Республиканцев она использовала пункт 3 статьи 49 Конституции, который даёт правительству возможность принять проект без голосования в парламенте при условии вотума доверия кабинету.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Ҫавӑн пекех Дюссельдорф аэропорчӗпе (DUS) Кёльн/Бонн аэропорчӗ (CGN) пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсем Рур облаҫӗнче вырнаҫман пулин те, чукун ҫулпа тата нумай автобанпа усӑ курса вӗсем патне ҫитме ҫӑмӑл.

Важную роль играют также дюссельдорфский аэропорт (DUS) и аэропорт Кёльн/Бонн (CGN), которые, хотя и не находятся в Рурской области, легко досягаемы благодаря железной дороге и большому количеству автобанов.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Рур облаҫӗн чукун ҫул транспорчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ — хулаҫумӗпе хулари S-Bahn хӑвӑрт ҫӳрекен электропуйӑссен пӗрлехи системи, унпа усӑ курса пысӑк хуласенчи чылай района хӑвӑрт ҫитме май пур, унӑн линийӗсене пӗрлехи меслетпе номерлесе тухнӑ.

Важной частью железнодорожного транспорта Рурской области является единая система скоростных пригородно-городских электропоездов S-Bahn, позволяющих быстро добраться до большинства районов крупных городов и имеющих единую сквозную нумерацию линий.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Эпир логикӑпа усӑ курса кӑна тӗрӗс йышӑну тума пултаратпӑр тесе шутлатпӑр, туйӑмсем вара пире ҫав ӗҫре чӑрмантараҫҫӗ тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1457

2015 ҫулта «Хаббл» тата «Спитцер» орбита телескопӗсемпе усӑ курса галактикӑра η Килӗ йышши ҫӑлтӑрсен икӗ кандидатне тупнӑ.

В 2015 году с помощью орбитальных телескопов «Хаббл» и «Спитцер» в галактике были обнаружены два кандидата в звёзды типа η Киля.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Илемлӗ ярӑнмалли роликсен уйрӑмлӑхӗ — малти пайӗнче ятарлӑ стопор пур, унпа усӑ курса ҫаврӑну элеменчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, унсӑр пуҫне кустӑрмисем илемлӗ ярӑну тӑркӑчӑн хурми пек пӗкӗлле вырнаҫнӑ.

Особенностью роликов для фигурного катания является специальный стопор в передней части рамы, необходимый для выполнения вращений, и колёса, расположенные по дуге, аналогичной форме лезвия для ледовых фигурных коньков.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех