Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манӑн кунти ӗҫре хевтесӗр питӗ хӗн килӗччӗ, нумай вӑй хурса инҫе ҫул ҫӳреме тивет.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кунти пек пысӑк тусем ҫук ҫав ӗнтӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тайгари ҫынсенни пек питӗрӗнсе тӑмаҫҫӗ кунти хапхасем, картишсен тӑррисем те ҫук — тӳпе яртах уҫӑ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кунти чӑвашсем начар пурӑнаҫҫӗ иккен тесе ан калаччӑр аякран килнӗ ҫамрӑксем.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Ар урамӗ» теҫҫӗ ӑна кунти чӑвашсем, удмуртсене хӑйсене те ӗлӗкренпех килекен ятпах «ар» тесе чӗнеҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Пирӗн паттӑр Хӗрлӗ Ҫар хаяр тӑшманпа кӗрешсе юн тӑкать, а эсир, кунти воспитательсем, халех хӑраса ӳкнӗ…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эпӗ кунти завод хуҫи — Красильниковӑн шанчӑклӑ ҫынни, Иван Иванович Булдыгин!
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кунти ҫӗр ытла та начар татӑ тӗттӗм чӑвашсене ӗҫлеттернипе ҫӗрӗҫне аталантарма ҫук пек ӑнлантарса панӑ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Стражник киличчен кунти пӗр япалана та илме юрамасть!
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан кунти пек апата ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра та ҫисе курман.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кунти ӗҫ ҫеҫ пулсан темех марччӗ-и, тен.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗлетне эс, кунти масонсем чиновниксене сутӑн илсе, хӗтӗртсе ман ҫурта ҫырмана бульдозерпа чышса ярасшӑн.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Асли мана: — Эй, наркӑмӑшлӑ кӑмпа, кил-ха кунта, вокзалран тухса калаҫар. Эсир, ачасем, кунти «сурӑх путеккисемпе» пулӑр хальлӗхе, — терӗ те — иксӗмӗр перрон ҫине тухрӑмӑр.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Манран кулатӑн, кунти таса чунлӑ хӗрарӑмран: «Хӗрне качча илме килетпӗр», — тесе мӑшкӑллатӑн, тӑванӗсене пулман-туман ӗҫсем ҫинчен каласа суятӑн.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Запаса тухсан вӑл кунти металлурги заводӗнче юлташӗпе пӗрле ӗҫлеме юлнӑ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Чылайранпа кунти пурнӑҫа аван пӗлекенскер тата кирек мӗнле вӑхӑтра та аптраманскер, килнисене малтанласа яшка-апат пӗҫерме витрепе усӑ курма сӗнчӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Кунти инҫӗшпе шутласан, пирӗн хуҫалӑх хуларан аякра мар.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Ялтан тухаҫҫӗ те унталла та кунталла тӑсӑлакан сукмаксемпе утса, улӑх-сарана ҫитсе, тӗрлӗ чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхаҫҫӗ, уй-хир анлӑшӗпе, вӑл ӳстерекен хӳхӗм тыр-пулпа киленеҫҫӗ, катана ҫитеҫҫӗ, кунти тӗрлӗ чечек илемне пӑхса савӑнаҫҫӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
«Поля, Света! кунти кайӑк сассисем те пирӗн тӑрӑхрисенни пекех илемлӗ те янравлӑ, — пулчӗҫ ҫырури малалли йӗркесем.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Малтан вӑрман илемӗпе, кунти таса сывлӑшпа киленсе пычӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.