Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччи (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анушкан хӑйӗн каччи пур, эс сисместӗн пулас-ха, — купӑсҫӑ ҫинелле кӑтартрӗ Кӗтерне.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тен, чӑнах та ҫапла пулӗ, тен, унӑн каччи таҫта аякра пулӗ — хӗр юратӑва чӗре тӗпӗнче тытса усрать пулӗ?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл каччи ҫавӑн пек вӗт: санпа та ҫӳресшӗн, манпа та ҫӳресшӗн, теприне те ӑмсанать, чӑннипе хӑйӗн чунтан-вартан юратакан пӗр савни те ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫта-ши халь вӑл, унӑн юратнӑ каччи?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав сӑнар урлӑ пире автор Октябрь революцийӗпе граждан вӑрҫин вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ чӑваш каччи, тин ҫеҫ ҫуралакан совет интеллигенцийӗн малтанхи ҫыннисенчен пӗри, мӗн таран ҫӳле ҫӗкленнине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Чӑваш каччи йывӑрлӑха пӑхмасӑр малалла вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

— Эпир туйне ялта тӑвас тетпӗр, — пӗлтерчӗ Пӑрмас каччи.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тутар каччи хӗвел питӗнче ҫуталса выртакан кӳлӗ хӗрне куҫса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Э-и, ку пӳлӗм сан, иптеш, Хусанти чӑлан мар — аристократла! — кресло ҫине япшаррӑн ларчӗ тутар каччи, пирус туртса янӑ пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пуса каччи пек пӗр вырӑнта ташлать, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ман валли упӑшка мар, каччи те ҫуралман-ха.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Юрӗ, — терӗ те Павлуш, туй каччи пек авкаланса, пӗр ҫавра юрласа пачӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Паллашӑр: ку ман юлташ, Тимофей Андреев, хамӑр ял каччи.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапах каччи тиркенӗ, тет, хӗрне, — ӑнлантарчӗ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑваш каччи пӗр вӑхӑт ятарлӑ курссенче танкермана вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Тӑхӑрьял каччи Артем Никитин Лӑпкӑ океан флотӗнче виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне курма кайса килчӗ те пурнӑҫне малалла та тинӗспе ҫыхӑнтарма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Кӑвак куҫлӑ хӗртен уйрӑлас темен Лагерка каччи.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр туйпа! // З.Ларионова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 8 стр.

Ҫав вӑхӑтсенче Каша ял каччи Мӑля Сани, фронтран чипер, сывӑ таврӑннӑ хыҫҫӑн Кунтикав ялӗнче ветеринари фельдшерӗнче тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Консуэло ҫураҫнӑ каччи ҫине хурлӑхлӑн тӗмсӗлсе пӑхать, анчах вӑл чӗрӗлсех кайнине асӑрхасан, — Георг кулать, ӑна аякранах темӗн пӗлтерет, — хӑй те йӑл кулӑпа витӗнчӗ, сӑнӗ кӗренленчӗ.

Консуэло печально взглянула на жениха, но, заметив, что он весь ожил, смеется и еще издали что-то говорит ей, сама рассмеялась, порозовела.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Каччи вара хушса хунӑ:

А парень приписал:

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех