Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
канӑҫ (тĕпĕ: канӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытла канӑҫ памаҫҫӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Кӗҫтук пӗр хушӑ хура куҫ харшисене пӗрсе, чӗнмесӗр, пирус мӑкӑрлантарса ларчӗ те каллех хӑйне канӑҫ паман япала ҫинчен калаҫа пуҫларӗ, пӗр пирусӗ ҫунса пӗтсен, тепӗр пирус чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ мӗн канӑҫ памасть мана, — терӗ Пазухин, тӑвӑр пӳлӗмре алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунта унӑн чунне ирӗклӗрех туйӑнчӗ, ҫапах йывӑр чул пек пусса тӑракан салху шухӑш ӑна пӗрре те канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑх пекех, Мухаров та виҫӗ талӑк приемник умӗнчен каймарӗ, космосра вӗҫсе ҫӳрекен паттӑр янташӑн шӑпи ӑна канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тулӑх килте, пуян арӑмпа пурӑнса та хӑй малтанхиллех чухӑн студент иккенне туйса тӑни ӑна пӗрре те канӑҫ кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах арӑмӗ, упӑшки ют хӗрсене ересрен хӑраканскер, ӑна кунта та канӑҫ памарӗ, килнех сӗтӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тем ҫитмест ӑна, тем канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫакна вӑл Зоя чапне ӑмсаннӑран мар, хӑйне ҫак шухӑш тахҫантанпах канӑҫ паманран каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шухӑшсем ҫаплах канӑҫ памаҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Шухӑшсем, шухӑшсем канӑҫ памаҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Канӑҫ памасть вӑл Парамуна, Санюкшӑн тӗке-тӗке илет, пуҫана тесе йӗкӗлтет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Роза упӑшки вӗҫӗмсӗрех хӑй ӗҫӗ ҫинчен каларӗ: директора халь ҫав тери йывӑр иккен, вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн та канӑҫ ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Микула ялтан ҫухалнине пула Миххана пӗр авӑка канӑҫ вӑхӑт килсе тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анчах ӑна кил-ҫуртсӑр ҫын пек ҫара хӑма ҫинче ҫывӑрни канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унчченехт канӑҫ паман шухӑшӗсем ҫӗнӗ вӑйпа хускалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Микула та Якур пекех тума пултарас хӑрушлӑх ӑна ҫав-ҫавах канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Аслӑ турӑ, эпир ӗненнине пӗлес тесе, пирӗн ҫине йывӑрлӑхсем ячӗ… унӑн ирӗкӗ пек пултӑр ӗнтӗ… — ялпа пӗрле тырӑ вырма тухайманни ҫеҫ ӑна канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑрттӑнлӑх мана пӗр минут та канӑҫ памӗ, чӗреме кунӗн-ҫӗрӗн кӗве пек кӑшласа тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье ҫӗрӗпех ӑшаланса выртрӗ, енчен енне пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне ҫаврӑнчӗ: кӗҫӗр ҫӗрӗпех ывӑлӗ таврӑнманни канӑҫ памарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех