Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлеме (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ывӑлӗ калаҫса ларнине халь виҫӗ ҫӗр татти-сыпписӗр итлеме пултарӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, Кӗтӳҫ Куҫми пекех, сӑмаха хӗрхенсе, шутлӑн калаҫать, хӑй калаҫнинчен ытларах ҫын сӑмахне итлеме юратать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑслӑ сӑмахсене итлеме те кӑмӑллӑ! — хӑйӗн савӑнӑҫне пытармарӗ Камышин.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Райзо планӗ ҫинчен сӑмах хускатсан, Левентей тӗксӗмленчӗ те агронома тарӑн шухӑша кайнӑн итлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна сӑмах панине илтсен, Укахви, тем ҫырса лараканскер, кӑранташне хурсах итлеме хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ӑна куншӑн ӑшра мухтарӗ ҫеҫ, мӗншӗн тесен унӑн пули-пулми ҫинчен юмах итлеме пӗрре те кӑмӑл ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ваттисен сӑмахне ҫӗлӗке хул айне хурса итлеме хушнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей, хӑй умӗнчи кӗнекесене этажерка ҫине илсе хурса, Михала ҫывӑхне куҫса ларчӗ, унран нумай интереслӑ япала илтессине пӗлсе, тӑнлавне сылтӑм аллипе тӗрӗнтерсе итлеме хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алексей Федорович атта тӑхӑнса пӑхмарӗ, пысӑк мар пек туйӑнать, кайран тӑхӑнса пӑхӑп терӗ те айккинелле илсе хучӗ, хӑй Тереул каланине малалла итлеме хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ятламас айккӑн ҫаврӑнса выртать те итлеме тытӑнать, унтан хӑй те мӑкӑртатса юрӑ юрлать.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗнме пӗлтӗн пулсан эп хушнине итлеме те, эп хушнине тума та пӗл.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнтӗ Василий Ивановичӑн ҫиллес сӑмахӗсене итлеме вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Журналистӑн статья ҫырма кӑна мар, ҫынсене итлеме те, вӗсен савӑнӑҫӗпе хурлӑхне туйма та пӗлмелле, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, шанчӑклӑ, хӑйӗн ӗҫӗнче профессионал пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Геннадий Иванович сӑввисене, юррисене итлеме питӗ юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Ҫынна итлеме, ӑнланма пӗлеҫҫӗ, пулӑшма та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

— Кӑна итлеме кӑмӑллӑ, — терӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем Ахтупайпа урама тухрӗҫ те ваттисем ялти ӗҫсем пирки калаҫнине итлеме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патша палатинче мӑрсасене чи малтан ҫакӑ тӗлӗнтерчӗ: вӗсем аслӑ князь хӑйсемпе пӗр-пӗччен ҫеҫ кӑшт калаҫса илет тесе шутланӑччӗ, вӑл чӑваш турханӗсен сӑмахне итлеме чаплӑ ҫынсене темӗн чухлех пуҫтарнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах шалти сасса итлеме ан манӑр, вӑл халӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Но большую роль сыграет интуиция.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир шалти сасса итлеме пултаратӑр: вӑл пулӑшнипе нумай ӗҫ тӑваятӑр.

К тому же вы вполне можете доверять своей интуиции: благодаря ее подсказкам удастся очень и очень многое.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех