Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗтӗ сăмах пирĕн базăра пур.
вӗтӗ (тĕпĕ: вӗтӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳллӗ йывӑҫ пӳрте ан хуплатӑр, пӳрт илемӗ ҫынна чӗнтӗрсен чи вӗтӗ унки-ҫаврашки таранах курӑнтӑр, тенӗ пуль ӗнтӗ хуҫи.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Малтанах эп Ҫтаппанпа (вӑл мана шӑршлӑ сумкӑна тултарнӑ вӗтӗ чулпа тутӑх пӑрӑх йӑттарса ӑша пӗҫерчӗ пулсан та, хӑйӗн ӗмӗтсӗрлӗхне ҫийӗнчех кӑтартрӗ пулсан та) хисеплесех калаҫрӑм темелле-ха.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗншӗн-ха Атӑла час-час вӗтӗ пулӑ ямалла?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ лӗккине - Атӑла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=gVsjfnH4rl0

Ачасем телефонпа хитре сӑн ӳкерчӗк тӑвас, кӑсӑклӑ постсем хатӗрлес, юрӑ юрлас, тӗрӗ тӗрлес, вӗтӗ шӑрҫапа ӗҫлес енсен вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Вӗтӗ хурт-кӑпшанкӑн сиенӗ вара самай пысӑк пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран сыхланар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61068

Унӑн вӗтӗ ҫулҫисем хӗвел ҫутинче сип-симӗс, йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

…Ҫамрӑк хурӑн лӑпкӑ ҫилпе хӑйӗн вӗтӗ ҫулҫисене хумхатать, унӑн айӗнче — ҫурхи лӗпӗш евӗр туйӑнакан чипер хӗрача кӗнеке вуласа ларать…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Шурӑ хурӑн вӑркӑш ҫилпе хӑйӗн вӗтӗ лӑссисене хумхатса ячӗ, ҫывӑхрах виҫӗ хутчен куккук авӑтса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Тӳпере вӗтӗ ҫӑлтӑрсем мӗлтлетеҫҫӗ, инҫетри кӑвак талкӑшран пысӑк та сап-сарӑ уйӑх пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тӳпе тӑрӑ та кӑвакчӗ, вӗтӗ ҫӑлтӑрсем мӗлт-мӗлт туса йӑлкӑшатчӗҫ, вӑрман тӑрринчен уйӑх ҫӗкленетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫак ыйтусем ытла та вирхӗнсе пынипе, Мосальский стена ҫумнерех хӗсӗнсе, туртӑнса ларчӗ, унӑн ҫамки ҫине вӗтӗ тар тапса тухрӗ, куҫӗсем кас-кас хӗмленсе-ҫунса илчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Григорий тӗттӗм мачча ҫине пӑхса выртнӑ пулсан, Мосальскийпе пӗчӗк пианист вара палуба ҫинчен калама ҫук илемлӗ тӳпепе тинкерсе пынӑ, унта вӗтӗ те кӑтра шур пӗлӗтсем, тулли уйӑх пӗччен ан пултӑр тенипе кӑна, ун тавра эрешлӗн пухӑнса карталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Васкасах малалла туртӑнакан юхан шыв вӗтӗ чулсем купаланӑ тӗлте кӑпӑклана-кӑпӑкланах шӑнкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Севет инке хыпалансах вӗтӗ ҫӗрулмисене пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эс мӗн вӗтӗ паранкӑсене пӑрахса хӑваратӑн?! —

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, иккӗшӗ те Хусанти авиаци институтне кӗме ӗмӗтленнӗскерсем, икӗ ҫул усӑсӑр ҫухатрӗҫ темелле: конкурс али вӗтӗ пулнӑ пирки каялла таврӑна-таврӑна килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пуҫне тӑхӑнмаллине вӗтӗ шӑрҫапа илемлететпӗр.

Мелкими бусинками украшаем головной убор.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Вӗтӗ шӑллӑ тура илмесен?

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн каяс Юхман, ай, пасарне, Мӗншӗн каяс Юхман пасарне, Вӗтӗ шӑллӑ тура илмесен.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫенӗк, ҫенӗк ҫинче пилеш, пилеш ҫинче такана, такана ҫинче икӗ кӗрепле, икӗ кӗрепле ҫинче ням-ням, ням-ням ҫинче лӗр-лӗр, лӗр-лӗр ҫинче икӗ ҫутӑ кӳлӗ, икӗ ҫутӑ кӳлӗ ҫинче ҫут уй, ҫут уй ҫинче вӗтӗ вӑрман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех