Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вӑйсӑр (тĕпĕ: вӑйсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ятлӑ ҫыннӑрсем вӑл вӑйсӑр та пултарусӑррине сиссе илӗҫ те ӑна хӑйсемех мур тӗпне хӑваласа ярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ева пӳлӗмӗнче ҫаплах вӑйсӑр хӑй ҫути пур.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чарльз Дарвин акӑ мӗн калать: ҫут тӗнче аталанӑвӗ пӗр вырӑнта тӑмасть, вӑл пӗрмай малалла улшӑнса ҫӗнелет, тан мар кӗрешӳре вӑйсӑр е начар чӗрчунсемпе ӳсентӑрансем пӗтеҫҫӗ, вӗсен вырӑнне чӑтӑмлӑраххисем, ҫирӗпреххисем ҫӗнтереҫҫӗ, ӗрчеҫҫӗ, хунаҫҫӗ, ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тата пурте пӗлеҫҫӗ, чӑвашра вӑл вӑхӑтра промышленность ҫав тери вӑйсӑр пулнӑ, рабочи класс тени пулманпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

— Вӑт… куратӑн-и, — терӗ Джесси вӑйсӑр кулӑпа.

— Вот видишь, — сказала Джесси с слабой улыбкой.

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чӳречерен хыттӑн сикнӗрен сывлама та чарӑнчӗ, ҫавӑнпа та пӳрт стени ҫумӗнче вӑйсӑр, лайӑх мар чӗрепе тӑрать, ҫав вӑхӑтрах стенаран ал тупанӗсемпе тата ҫамкипе сӗвенчӗ; унтан тротуар ҫине тухрӗ; ун ҫине йышлах мар иртен-ҫӳрен кӑсӑкланарах пӑхкалать, анчах мӗн пулса иртни пирки никам та ыйтмасть, ҫавӑнпа вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

Сотрясение прыжка с окна лишило ее дыхания; постояв у стены дома со слабым, нехорошим сердцем, причем ладонями и лбом опиралась на стену, Джесси отошла на тротуар, возбудив внимание немногочисленных прохожих, но, к ее облегчению, никто не подошел спрашивать ее, что случилось.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Хӑрушла шӑрӑх, вӑйсӑр пуҫӑм!».

«Ужасный зной, слабая голова!»

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана куллине тупса шаккасан темиҫе самантранах кӗме ирӗк паракан вӑйсӑр сасӑ илтӗнчӗ.

Моргиана, сделав улыбку, стукнула и услышала слабый голос, звавший войти.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хӑйсене хӑйсем юратакан, хитре япаласене алӑра нихӑҫан та тытса курман; вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши, — унта ытларах духисен вӑйсӑр техӗмӗ, — капӑр алӑксемпе балсен ҫутисене аса илтерет.

Она никогда не держала в руках таких красивых, как бы влюбленных в себя вещей; их особый запах, в котором преобладал слабый запах духов, напоминал об огнях подъездов и балов.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси хулана таврӑнать; ывӑннӑ, вӑйсӑр.

Джесси вернулась в город; она устала и ослабела.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Мори, — терӗ те вӑл тӑруках ҫаврӑнчӗ, Моргиана ларса ӗлкӗрейменнине, вӑйсӑр кулӑпа тӑнине курсан шӑпланчӗ.

— Мори, — сказала она, внезапно оборачиваясь и, видя, что Моргиана, не успев сесть, стоит со слабой улыбкой, умолкла.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑс-тӑн кунта вӑйсӑр, ҫавӑнпа та хӑвӑрӑн ӗнентерӗвӗрсене сая ан ярӑр.

Рассудок тут бессилен, а потому не тратьте ваших доводов.

Джессипе Моргиана // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн чалӑш-тӗлӗш вӑйсӑр ҫутипе палуба ҫине улӑхрӑмӑр.

При слабом, неверном свете фонаря мы поднялись на палубу.

ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫӗрӗпех ҫывӑрманран пуҫ кашласа ыратать: ҫан-ҫурӑм йывӑр, алӑ вӑйсӑр, шухӑш ҫеҫ уҫҫӑн хӑй ҫулӗпе чупать-кумать.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хӗрарӑмӑн ачаш, вӑйсӑр, ну, хӗрарӑм пек пулмалла, тетпӗр те, анчах ҫакна тума майӗ-меслечӗ пур-и?

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӗненекенсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе вӑйсӑр, нишлӗ ҫынсем теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Ҫакӑнтан юхӑм иртет; вӑйсӑр ҫилпе те ишев хӑвӑртлӑхӗ…

— Отсюда идет течение; даже при слабом ветре можно сделать…

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Халран яракан сисӗме нимӗн те курӑнми сӗмлӗх те вӑйлатать, унӑн чиккисене кӑвайтӑн вӑйсӑр ҫути малалла куҫарма мехел ҫитереймест.

Тягостное ощущение усиливалось непроницаемым мраком, границы которого далее весьма скудного предела бессилен был раздвинуть огонь.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫил вӗрет те тӑмалать, лашан аякран вӗҫсе килекен вӑйсӑр тӑпӑртатӑвне чарать те каллех хӑвалать.

Пахнул ветер и замер, оборвав слабый, долетевший издали, топот лошади.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫӗнӗ туйӑм-сисӗм ӑна пӳрчӗ патне ҫывхарнӑ чух аванах кисретрӗ; вӑл хӑйӗн ӳтне туять, — ӑна вӑл вӗриленнӗрен вӑйсӑр аллисемпе хыпашлать тата — сӑлтавсӑр, шӑнӑр туртнӑ пекрех анаслав.

Новое ощущение поразило его, когда он подходил к дому, — ощущение своего тела, как будто он щупал его слабыми от жары руками, и беспричинная, судорожная зевота.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех