Шырав
Шырав ĕçĕ:
Республикӑн амӑшӗн капиталӗн программине те, унӑн пӗр ҫемьене тивӗҫекен виҫи 100 пин тенкӗпе танлашать, малалла тӑсмалла тесе шутлатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Николай Миллин иртнӗ ҫулта сӑвакан ӗнесен шучӗ 200 пуҫ ӳснине пӗлтерчӗ, кӑҫал тата 100 ӗне хушӑнмалла, кашни ӗне пуҫне сӑвакан сӗт виҫи те ӳсмелле.
Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
17. Хӳмине этем виҫипе виҫсе тухса ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ чике кӑларчӗ, ангел виҫи те этем виҫи пекехчӗ.17. И стену его измерил во сто сорок четыре локтя, мерою человеческою, какова мера и Ангела.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ача вырӑнӗнче пурӑннӑ чухне эпир те ҫапла саккун чури пулса пурӑннӑ; 4-5. вӑхӑт виҫи тулса ҫитсессӗн Турӑ вара, пире саккун аллинчен ҫӑлса ывӑллӑха илес тесе, Хӑйӗн Ывӑлне янӑ, Ывӑлӗ хӗрарӑмран ҫуралса саккуна пӑхӑннӑ.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вара вӑл мана каларӗ: шухӑшла пуҫупа: ҫумӑр тумламран пысӑкрах пулнӑ пек, ҫулӑм тӗтӗмрен пысӑкрах пулнӑ пек, иртнин виҫи те пысӑкрах, ӗнтӗ тумлампа тӗтӗм анчах юлчӗ, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ унӑн виҫи: ҫурҫӗр енӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, кӑнтӑр енӗ те тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, тухӑҫ енӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр, анӑҫ енӗ те тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр шалча.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Кайран мана ҫурҫӗр хапхи патне илсе пычӗ, виҫрӗ те — виҫи ыттисенни пекех пулчӗ.35. Потом привел меня к северным воротам, и намерил в них ту же меру.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Унтан мана тухӑҫ хапхи витӗр шалти картишне илсе кӗчӗ, виҫрӗ те, ҫак хапха виҫи те ыттисенни пекех пулчӗ.32. И повел меня восточными воротами на внутренний двор; и намерил в этих воротах ту же меру.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн пекех вӑл тулаш картишӗн ҫурҫӗр енне тухакан хапхин тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫрӗ, 21. ку хапхан та айккинчи пӳлӗмсем пурччӗ, пӗр енче — виҫҫӗ, тепӗр енче те — виҫҫӗ; пӳлӗмсен хушши те, кунти пӑлтӑрӑн виҫи те пӗрремӗш хапханни пекехчӗ; хапхан тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Шанчӑклӑ тусӑн хакӗ ҫук, унӑн ырӑлӑхӗн те виҫи ҫук.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн виҫи ҫӗртен те вӑрӑмрах, тинӗсрен те анлӑрах.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӗсӗк пурӑнӑҫпа та эпӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли ҫӗр пин талант ылтӑн тата пин хут пин талант кӗмӗл хатӗрлерӗм, ытла та нумаййипе тимӗрпе пӑхӑрӑн ӗнтӗ виҫи те ҫук; йывӑҫ та, чул та хатӗрлерӗм, эсӗ вара ун ҫумне тата хуш.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вара наркоманипе кӗрешме иртнӗ ҫул уйӑрнӑ укҫан пӗтӗмӗшле виҫи 1 млн тенкӗрен те иртнӗ.
Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫавна май Мускав паракан укҫан пӗтӗмӗшле виҫи 12,2 млрд тенкӗ пулать.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Виҫи — ҫынсен ҫулне кура.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн виҫи 2007 ҫултанпа 80 процент ӳснӗ - унӑн паянхи виҫи 453 пин тенкӗпе танлашать.
Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Энерги виҫи темелле-тӗр ӑна.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№