Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачисене (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун хыҫҫӑн чылайӑшӗ ачисене Юрий ят пачӗ, воспитани ӗҫӗнче космонавтӑн ырӑ тӗслӗхне мала хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Андриян Николаев аллинчен // Илья ТРОФИМОВ. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%b0%d0%b ... %b5%d0%bd/

Вӑл Иван Яковлевӑн пӗрремӗш вӗренекенӗ, чӑваш ачисене чӑвашла вӗрентме пуҫлаканӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Ӳсӗр упӑшки арӑмӗпе ачисене пуртӑпа хӑвалать пулсан та уйрӑлман.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Ачисене мӗнле ӳстересси ҫинчен калаҫса татӑлаҫҫӗ е суд пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Ҫакна курсан, старик ачисене каланӑ вара:

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ӗмӗрне этем йӗркеллех пурӑнса ирттерет, лаша ӗмӗрӗнче выльӑх пек ӗҫлет, йытӑ ӗмӗренче, аллӑран ҫитмӗл пиллӗке ҫитиччен, йытӑлларах пурӑнать, ачисене йӗркене кӗртме тӑпӑшать, мӑнукӗсене пӑхать, юлашки ҫирӗм пилӗк ҫулне вара, ватӑлса ҫитнӗскер хӑйне упӑтеллерех тыткалать.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вунвиҫӗ ҫулхискерӗн хӗрарӑм ӗҫне туса пурӑнма лекрӗ: выльӑх-чӗрлӗх пӑхрӗ, кил хуҫи ачисене пӑхрӗ, хирте ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти аслӑ турӑ вара ҫӗр-аннен чи юлашкинчен ҫуралнӑ ачисене питӗ юратса пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ыттисем пек пулман, вӗсем ӑна, ашшӗне, хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе ҫынна, ним айӑпсӑрскерсенех, Кузьма Васильевичпа пӗрле партизан арӑмӗсемпе ачисене тартма пулӑшрӑр тесе, хӗнесе пӗтернӗ, иккӗшне ҫакса вӗлерттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Амӑшӗсем ачисене вӑрмана кӗрсе курӑнми пуличчен пӑхса тӑрса ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ачисене каялла тӗрӗс-тӗкелех ҫаврӑнса ҫитме сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пуҫтарӑнса ҫитсен, амӑшӗсем ачисене асӑрхануллӑ пулмаллине, шухӑшламасӑр пӗр утӑм та тумалла маррине, май килсен, паянах киле таврӑнмаллине тепӗр хут асӑрхаттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паҫукпа Елена Максимовна хӑйсен ачисене ӑшӑ ыйхӑран вӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах Санюк халӗ те пурнӑҫпа вилӗм хушшинче кӗрешсе выртнӑ пирки амӑшӗсем ачисене ниҫта та ярасшӑн мар чарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах ҫак плана амӑшсене каласа пама шикленчӗҫ: вӗсем ачисене ярас ҫуккине пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах ҫак шухӑша вӑл ачисене те, Елена Максимовнӑна та уҫса калама вӑй ҫитереймерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паҫук аппапа Федя амӑшӗ — Елена Максимовна — ачисене ҫак хӑрушӑ ӗҫе тума чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӗрарӑмсем, ҫавӑнтах хӑш-пӗр япаласене хӑварса, малтан ачисене кузова ҫӗклесе лартрӗҫ, унтан хӑйсем хӑпарса вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Киле таврӑнсан, амӑшӗ ачисене ҫӑмах яшки пӗҫерсе ҫитерчӗ, чей ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗн чухлӗ ҫывӑрман каҫсем пулман-ши Санькка аппан ачисене ӳстернӗ тапхӑрта?

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех