Шырав
Шырав ĕçĕ:
Калаҫкалаҫҫӗ — телейлӗ ҫавнашкал ашшӗ ҫав кун чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳрет-мӗн — ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ачашшӑн пӑшӑлтатать: «Акӑ, акӑ…»!Говорят, всякий такой счастливый отец ходит на цыпочках — добрый и всем шепчет: «Агу!»
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ну вӑт, эпӗ арпашрӑм, — терӗ те вӑл — шухӑшласа ларсан питне уҫрӗ, ачашшӑн малалла тӑсрӗ.— Ну вот, я запуталась, — сказала она, но, подумав и открыв лицо, ласково продолжала.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кирпӗч стена хушӑкӗсем хушшинчен ачашшӑн кӑвакарчӑнсен сасси ӑвӑклатни илтӗнетчӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кунта вӗри ҫилсем питрен Ачашшӑн ҫупӑрлаҫҫӗ.
«Кунта хӗвел пайӑркисем…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 25 с.
— Мӗн таран ытарайми ҫанталӑк! — ачашшӑн каласа хучӗ Элли.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ шӑпах кирлӗ чухлӗ кӗтрӗм, ашкӑнчӑк хӗр кунта килнех тӗк хӑйӗн шӳтне вӗҫлет пуль терӗм, унтан ачашшӑн чӗнтӗм: «Амалия!».
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Пурте ман ҫине нумайччен тата тимлӗн пӑхрӗҫ, юлашкинчен ҫамрӑках мар сӑнлӑ пӗр ҫын ачашшӑн кулкаларӗ те ӑнлантарма тытӑнчӗ: ку — театр, унта тӗлӗнмелле тата кӑмӑллӑ япаласем кӑтартаҫҫӗ, анчах — укҫалла.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
— Икӗ эрне каялла, — чӗр куҫҫине ачашшӑн сӑтӑркаласа малалла калаҫрӗ Пенкаль, — эпӗ хуларан ҫак кимӗпе таврӑнаттӑм, анчах — вӑхӑта арпаштарса янипе — тӗттӗмленме пуҫласан тин ҫула тухнӑ иккен.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
— Ытлашши апат вилӗмсӗр ӑс-тӑна сиен кӳрет, — ачашшӑн чӗнчӗ старик, — анчах мӗн пурри — санӑн.— Излишек пищи вредит бессмертному духу, — ласково сказал старик, — но что есть — твое.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Шывӑн ҫемҫе тӗпӗ, ачашшӑн сӗртӗнекен, ҫӑмӑллӑн уҫӑлса ҫул паракан ӳсен-тӑран, юхӑм шампӑртатни, ҫил шавӗ, ҫыран хӗрринчи чечексен техӗмӗ, ӑнтӑлса таҫта васкакан пулӑсен кӑмӑллӑ калаҫӑвӗ тата ытти нумай-нумай сасӑ, халиччен илтменскерсем, Йӑр-йӑр чӗрине тӗпчемен-курман ытараймилӗхпе тултарса лартрӗҫ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Тӗл пуласса вӗсем пӗр-пӗрне нумай вӑхӑтран шыраса тупнӑн тӗл пулаҫҫӗ, — Анни Филипа хирӗҫ ӑнтӑлса чупать те — Филипп вара арӑмне пӳрте ачашшӑн, ҫепӗҫҫӗн йӑтса кӗрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Гнор хӗре йӑтса ҫӳле-ҫӳле ҫӗклерӗ, хыттӑн пӑчӑртаса куҫӗсенчен тата тутинчен чуп турӗ; Карменӑн ҫинҫе, вӑйлӑ аллисем Гнор пуҫне ыталанӑ, хӗр Гнора хӑйӗн хура куҫӗсемпе ачашшӑн, шӑтарасла пӑхса сӑнать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Гнор ӑна тӗрлӗрен кӗтет: пепкелле ачашшӑн; выҫӑхса ҫитнӗ еркӗн пек ӗмӗтсӗррӗн; хӑйӗн правине тавӑраканла хаяррӑн та чӗмсӗррӗн.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл ҫӗкленчӗ; ӗшенмеллипех ӗшеннӗрен, хурлӑха пула пуҫӗ ҫаврӑнать; ӑна илтменскерпе, илтме мехел ҫитерейменскерпе ӳчӗпе те пулин ҫывӑхрах пулас йӳтӗмпе хӗр хӑйӗн сивлек кӗпин ҫӳлти тӳмисене вӗҫертрӗ, унтан тӗмескерен ҫара кӑкӑрӗпе таччӑн та ачашшӑн лӑпчӑнчӗ, — ҫав тери тачӑ — унӑн тутипе пичӗ те тӑпрана перӗнеҫҫӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
— Гелли, — хыттӑн, ҫав вӑхӑтрах ачашшӑн чӗнчӗ вӑл, — эпӗ кӗҫех килетӗп.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Унӑн кӑмӑлӗшӗн темле йӗрӗнмелле, тӗлӗнмелле, ҫав вӑхӑтрах этем несӗплӗхӗпе килӗшсе тӑчӗҫ пулин те — тӗлӗкӗнче вӑл Геллие курчӗ; Нок ларать пек, хӗр ун патне хыҫалтан пычӗ те куҫӗсене ӑшӑ ал тупанӗсемпе ачашшӑн ҫупӑрларӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Крапивин пӗшкӗнчӗ, Сӑпани питне икӗ аллипе ачашшӑн ҫупӑрласа илчӗ, ӑна куҫран ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр татӑк персе парсан, вӑл ӑна сывлӑшрах хыпрӗ ӗнтӗ, унтан Сӑпани патне пырса, ун уринчен ачашшӑн сӗртӗнсе тав турӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тин кӑна ачашшӑн та ҫепӗҫҫӗн калаҫакан Машук кӑмӑлне такамсем пӗтӗмпех улӑштарчӗҫ тейӗн, тӑрст-тӑрст! уткаласа ҫӳрерӗ вӑл кил ӗҫӗсене тунӑ майӑн, мунчаран таврӑннӑ арҫынсене сӑйланӑ чухне те сӗтел ҫине шап! лартрӗ кӑмакаран кӑларнӑ шаркку чӳлмекне, шапӑр! тӑкса пачӗ йывӑҫ кашӑксене.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Антун, чунӑм, килӗнте пурте йӗркеллех пуль? — ахаль те юрларах калаҫаканскер, ачашшӑн ыйтрӗ вӑл.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.