Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑра (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кун пек вӑйлӑ ҫарпа эсир пӗтӗм тӗнчене хӑвӑр алӑра илме пултаратӑр», — тетчӗҫ хӑш-пӗрисем пӑлхарсене.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аппендицит пирки пӗр меслет кӑна пирӗн алӑра: «покой, опий, лед» тетчӗҫ пирӗн учнтельсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Алӑра Милославский профессор лекцийӗсене ҫырса пынӑ конспектсем кӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Аплах-тӑк, «Гварнери» вырӑнне «Амати» пултӑр сирӗн алӑра, — терӗ те Войт ҫичӗ пӑт ҫӑнӑх хакне кӑларса тыттарчӗ Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте тунӑ сӗрме купӑссенчен пӗри — ман алӑра! — мухтанчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чапкун иккӗленни ахалех пулчӗ, хакимпа сиксе тавлашакан алманчӑ хушнӑ ӗҫе йӗркеллех тӑвать иккен, ял ҫыннисене алӑра ҫирӗп тытать.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑра Ахтупай ҫӑп-ҫӑмӑл сӗрме купӑс тытса пычӗ, анчах чунӗпе сисрӗ: ун аллинче халь кӗвӗ калама юрӑхлӑ хатӗр ҫеҫ мар, унтан темиҫе хут кирлӗрех, Иливан вилнӗ хыҫҫӑн хӑй нумайранпа шыранӑ хаклӑран та хаклӑ япала.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ах, усал-ҫке вӑл алӑра хӑватлӑ власть пур чух ҫапла хускалмасӑр, мӗскӗннӗн выртасси.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускавпа Стамбул аллинче пичеври лашасен тилхепийӗ ҫеҫ, пирӗн алӑра вара — тӗпе кӳлнӗ лаша тилхепийӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнех вара, ирӗкре ҫӳрекен лашана хӑвалаканӑн яланах хӑрах алӑра ҫӑкӑр чӗлли, тепӗр алӑра тӑлӑ е чӗлпӗр пулать.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурте калаҫҫӗ: ҫӗнӗ ҫулччен Омск пирӗн алӑра пулмалла теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Уфа ыран-паян пирӗн алӑра пулать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Бугуруслан, Бугульма, Белебей халӗ пирӗн алӑра.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах манӑн алӑра тепӗр йышши приказ та пур.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑра — аттестат пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Перемышль пирӗн алӑра!..

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пичет машинкипе ҫапнӑ, алӑ пусман ҫырӑвӑн кашни сӑмахне вуланӑ май Джесси тӗлӗнӗвӗ ӳссе пырать, вара вӑл, халатне сисмесӗрех тӳмелесе, шухӑшӗсемпе арпашса хыттӑнах ассӑн сывлама тытӑнчӗ, хӑйне алӑра тытма, вӑйсӑрлӑхне ҫӗнтерме хӑтланать, кӗҫех кӑштах лӑпланчӗ пек.

С каждым словом письма, отпечатанного пишущей машинкой и не имевшего подписи, ее изумление возрастало и, инстинктивно запахивая халат, теряясь от мыслей, Джесси начала сильно вздыхать, чтобы опомниться и одолеть слабость, что ей несколько удалось.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана айккинелле пӑрӑнма хускалнӑччӗ, анчах хӑйне алӑра тытрӗ те Джессие ҫӑвар кӗтесӗнчен васкавлӑн чуп турӗ.

Моргиана сделала движение прочь, но, опомнясь, быстро поцеловала Джесси в угол рта.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргианӑна хӑрав хӳптӗрлет, халӗ вӑл хӑйне текех алӑра тытаймасть.

На Моргиану напал страх, и она не могла более овладеть собой.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хӑйсене хӑйсем юратакан, хитре япаласене алӑра нихӑҫан та тытса курман; вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши, — унта ытларах духисен вӑйсӑр техӗмӗ, — капӑр алӑксемпе балсен ҫутисене аса илтерет.

Она никогда не держала в руках таких красивых, как бы влюбленных в себя вещей; их особый запах, в котором преобладал слабый запах духов, напоминал об огнях подъездов и балов.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех