Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпа (тĕпĕ: айӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ялйышпа Хӗлимун умӗнчи айӑпа капла кӑна каҫарттарма ҫуках пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмакун час-часах юхтаракан Кудрявцева Мария гражданкӑпа айӑпа кӗни, ҫавна май хӑине Калюков алла ҫавӑрса илнинчен пуҫласа паян милйцие чӗнсе килнӗ таран пӗтӗмпех тӗплӗн ҫырса панӑн туйӑнчӗ Оглоблин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ айӑпа йышӑнатӑп, — терӗ юлашкинчен Оглоблин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ара, пӗр енчен, Веня вӑл хӑй перӗнсе вилнӗ; тепӗр енчен, вӑл — хураха тухнӑ ҫынччӗ, ӑна Совет влаҫӗ умӗнче айӑпа кӗнӗшӗн тытма тивнӗ-ҫке», — тӳрре тухасшӑн тӑрӑшрӗ ҫамрӑкки.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин айӑпа хӑй ҫине илни Демина кӑштах чун кӗртрӗ курӑнать, вӑл лӑпкӑнрах, шухӑшларах калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Варламовпа Васильев иккӗшӗ те хӗрелсе кайрӗҫ, айӑпа туйса, пуҫӗсене усрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах чӑннипе вӑл хӑй вӑхӑтӗнче, тӗрӗсрех каласан, ҫирӗммӗш ҫулта поляксем аллине тыткӑна лекнӗ хыҫҫӑн, Совет влаҫӗ умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ: тыткӑнран тарнӑ чухне хӑйӗн командирне вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл, чӑнах та, хӑш ялтан иккенне те, хӑйпе юлашки вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнине те, влаҫ умӗнче мӗн айӑпа кӗнине те, тӗрмерен тарсан епле пурӑннине те, Крапивин вӗрентнӗ пек, тӗплӗнех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ялта Ванькка граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче айӑпа кӗнӗ текен сӑмах ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑпа кӗнӗ-и, кӗмен-и Хӗлимун тахҫан унӑн умӗнче — Сӑпани ӑна пӗтӗмпех, пӗтӗмпех маннӑ, каҫарнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Веня, Хӗрлӗ Ҫартан тарса, хураха тухрӗ, влаҫ умӗнче те, халӑх умӗнче те, эппин, чӑннипех айӑпа кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин тӗрмерен чӑнласах тарнине, вӑл Совет влаҫӗ умӗнче самай пысӑк айӑпа кӗнине ҫирӗплетет-ҫке ҫакӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин вара — Совет влаҫӗ умӗнче тахҫанах айӑпа кӗнӗ ҫын, ку таранччен чип-чипер пытанса пурӑнма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрех калам: ним айӑп та ҫук санӑн, тӗрӗссипе, сана кунта илсе килсе, саккун умӗнче хамӑр айӑпа кӗтӗмӗр, ҫавӑнпа эсӗ халь тесен халь тухса кайма пултаратӑн…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тыткӑнра чухне-и, маларах е каярах-и Совет влаҫӗ умӗнче мӗнле айӑпа кӗнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл Ҫӑпата Ульки умӗнче айӑпа кӗрес ҫукчӗ, тен, Давидпа пӗрле тыткӑна та лекместчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нивушлӗ вӗсем шута кӗмеҫҫӗ, айӑпа каҫармалӑх ҫитмеҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, конвойласа килекен милиционер ӑна граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи айӑпа аса илме, ӑна пӗтӗмпех йышӑнма сӗнчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗн айӑпа кӗнӗ эпӗ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте ӑна халӑх умӗнче вӑрӑ е хурах ӗҫӗпе, е влаҫ умӗнче темле хура ӗҫпе айӑпа кӗнӗ тесе шутлаҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех