Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрача сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗрача (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрача спорта кӑмӑллать, ют чӗлхесене те хапӑл тусах вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Пӗчӗк чӗрчун пуҫне хӗрача хӑлхи хыҫне пытарчӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Малыш спрятал мордочку за ее ухом и заснул.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Ксюша пӗр пӳртпе, пӗр пӗлӗт таткипе юнашар пӗр хӗрача тата кӗтесре пӗр хӗвел ӳкерсе хучӗ.

Ксюша нарисовала одну девочку рядом с одним домиком с одним облаком и одним солнышком в углу.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Ҫакна пула хӗрача кравать ҫинче чӗтренсе илчӗ те вӑранчӗ.

От этого она вздрогнула и проснулась.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Ыйхӑллӑ хӗрача электронлӑ чӗппи хыҫҫӑн тасатрӗ, ӑна сыватрӗ те ҫӗнӗрен ҫывӑрса кайрӗ.

Полусонная, она убралась за электронным питомцем, вылечила его и снова заснула.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

— Варламовсен пӗр хӗрача пур пек астӑватӑп, ӑна ӑҫта чикрӗ тата Верук? — сиввӗн тӑрӑхласа ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрача ӳтне те тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Малтанах арҫын хӑйне лӑпкӑ тытнӑ-ха, анчах полиграфпа /суя детекторӗ/ усӑ курса ирттернӗ психофизиологи тӗпчевӗ арҫын хӗрача мӗншӗн ҫухалнине пӗлнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Хӗрача утма пултарнӑ тесе шутлакан ҫул ҫывӑхӗнчи мӗнпур видеокамерӑна тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Ҫав кун, августӑн 12-мӗшӗнче, ҫуллахи практикӑра пулнӑ хӗрача шкултан килне кайма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Пӗлтӗрхи августра Куславкка тӑрӑхӗнче 11 ҫулти хӗрача ҫухални уяр ҫанталӑкри аслати кӗрлевӗ пекех пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Шӑп та зонтик тытнӑ хӗрача ӳкерчӗкӗ айне кӑвак ручкӑпа пысӑккӑн ҫырмалла терӗ.

Синей ручкой крупными буквами прямо рядом с девочкой под зонтиком.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Йӗкӗрешсем Оля патне шӑнкӑравларӗҫ, унӑн килӗнче вара Иринӑн зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ портфелӗ иккен.

Сестры позвонили Оле, а у нее дома оказался Иринин портфель с девочкой под зонтиком.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Ксюшӑн зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ хӑмӑр портфелӗнче Ольӑн дневникӗ.

В Ксюшином коричневом портфеле с девочкой под зонтиком был дневник Оли.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Килте Настя зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ хӑмӑр портфельне уҫрӗ, унта Таня тетрачӗ выртать.

Дома Настя открыла свой коричневый портфель с рисунком девочки под зонтиком, а в нем была тетрадь Тани.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Радик ҫине Егоров ҫумӗнче ларакан шурӑ ҫӳҫлӗ хӗрача та ҫаврӑнса пӑхрӗ, кӑшт кулса илчӗ, Радикӑн ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх, ҫав кулла курсан, ӑшӑ чупса иртрӗ…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӗсем манӑн иккӗшӗ те вӗреннӗ ҫынсем: пӗри врач, тепри учитель, хӗрача вара инженера тухать, виҫӗ курс пӗтерчӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кузнецова, питӗ уҫӑ сасӑллӑ хӗрача, хӑнасем ыйтнипе, «Ҫул хыҫҫӑн ҫул» ятлӑ юрӑ юрласа пачӗ, ӑна пурте тимлӗн итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унтах эпӗ хӗрача адресне те вуларӑм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Эпӗ ӑна уҫса пӑхрӑм та унта пӗр сакӑр-тӑхӑр ҫулти хӗрача карточкине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех