Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйсем сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑйсем (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем яланах тӗл пулсан та хӑйсем хушшинчи ӗҫсем пирки, хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ пирки ку таранччен нихҫан та сӑмах хускатманччӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсене хӑйсем ӗненмесӗр, кашни пӗрер булка илсе ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хитре сӑмахсемпе хӑйсене хӑйсем мухтанисем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку сӑмахсене илтсен, Павлуш та, Костя та хӑйсене хӑйсем чӗлхесӗр пулса ларнӑ пекех туйрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусанта, тӗрӗссипе каласан, власть большевиксен аллине куҫнӑ та ӗнтӗ, анчах Вӑхӑтлӑх правительство майлӑ пулнӑ ҫар чаҫӗсем, Кремельте тата Воскресенски урамра — Духовнӑй семинаринче хушӑнса ларнӑ, пулӑшу ҫитессе кӗтнӗ, пулеметсемпе перкелесе хӑйсене хӑйсем хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юнкерсем те, хӑйсене хӑйсем танлӑн тытса пынӑ хушӑра, хӗрсем ҫине илӗртӳллӗн пӑхма юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Революцилле шухӑшсене хӑйсене хӑйсем те калама хӑранӑ ҫӗн учительсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ах, тур, мӗнле чаплӑ кӗпесемпе ҫӳрӗччӗ-ши унӑн майри? — хӑйсене хӑйсем мусульман тӗнне йышӑнса тутар майри пулассӑн шухӑшланӑ хӑшӗ-пӗри Ятне тума ҫапах та пӗрер туплашка ҫип е ҫитсӑ тутӑр илкеленӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйсене хӑйсем темӗнле вӑрттӑн тытма тӑрӑшнӑ пулин те, хӗрсем тавар туянма мар — ҫав «тутар-князе» курма пыни паллах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Интересленекенсем — каярах ҫитнисем — хӑйсенчен хӑйсем вӑтанса, чалӑшшӑн пӑхкаласа иртсе каяҫҫӗ, хӗрачасем, курмӑш пулса, аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗр те, Укҫине аппа та, Марине кинемей те, кантурти ҫынсем Эльгеева пурте лайӑх палланине шанса, усал тумӗҫ тесе, хӑйсене хӑйсем йӑпатнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗшеннине туймасӑр пӳртре кумать те кумать, хӑвӑрт тата вӗчӗрхенчӗклӗн калаҫать, хирӗҫленине йышӑнмасть, харӑсах нумай-нумай япала пирки ыйтать, тарҫӑсем хӑйсене хӑйсем хирӗҫленине тата вӗсен йӑнӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.

Не чувствуя утомления, она сновала по дому, говоря быстро и раздражительно, не слушая возражений, спрашивая о множестве вещей сразу, уличая прислугу в противоречии и ошибках.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хӑйсене хӑйсем юратакан, хитре япаласене алӑра нихӑҫан та тытса курман; вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши, — унта ытларах духисен вӑйсӑр техӗмӗ, — капӑр алӑксемпе балсен ҫутисене аса илтерет.

Она никогда не держала в руках таких красивых, как бы влюбленных в себя вещей; их особый запах, в котором преобладал слабый запах духов, напоминал об огнях подъездов и балов.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ унта анаслупа ятлаҫу, кулленхи пурнӑҫӑн вил тӑпри чулӗсене, ӳпкевпе харкашу, вӑрттӑн мӗскӗн тавӑру, ачасемшӗн куляну илтетӗп; ачасемшӗн куляну… анчах вӗсем хӑйсемшӗн ҫапла тӑрӑшнине усӑсӑр хирӗҫлесе урайӗнче урисемпе тапкалашса выртаҫҫӗ, тахҫан пӗр-пӗрне чунран савнӑ ашшӗ-амӑшӗн йӳҫек кӳлешӗвне сӑнаҫҫӗ, хӑйсем те ҫапла пуласса туяҫҫӗ.

Я слышу там зевоту и брань, могильную плиту будней, попреки и свару, тайные низменные расчеты, хлопоты о детишках, бьющих, валяясь на полу, ногами в тщетном протесте против такой участи, которую предчувствуют они, наблюдая кислую мнительность когда-то обожавших друг друга родителей.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Башня карлӑкӗ тӑрӑх уҫалса ҫӳрекен Мюргит, вилӗмпе хӑратакан шырлаксенче кӗсменӗсене хуҫакан Бартон, тӑнлавӗ тӗлӗнчи револьверлӑ Фильс — ҫаксем пӗтӗмпех, ахӑртнех, хӑйсене хӑйсем (шухӑшламасӑрах) пурнӑҫ тӗлӗшпе сӳнсе пыракан кӑсӑклӑха тытса пырасшӑн е тытса пыраҫҫӗ; ун тӗлӗшпе сивӗнсе вӗсем ӑна, пурнӑҫа, тӑшман вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, анчах — яланах юнав-хӑрушлӑхра.

Мюргит, прогуливающийся по парапету башни; Бартон, ломающий весла в смертоносных порогах; Фильс с револьвером у виска — все это, по-видимому, бессознательно, поддерживало угасающее любопытство к жизни; охладев к ней, они могли принимать ее, как врага, только в постоянных угрозах.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тепӗр чухне пӗр-пӗрне ҫухатас мар тесе вӗсем хӑйсем ӑҫтине ҫурма сасӑпа систереҫҫӗ, унтан каллех хыпаланса малалла ӑнтӑлаҫҫӗ, хӑйсемпе кӑвайт хушшинчи хутлӑха анлӑлатаҫҫӗ.

Иногда, чтобы не потерять друг друга, они окликались вполголоса и снова шли, стараясь положить меж собой и костром наивозможно большее расстояние.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

«Никам ҫук ҫӗрте тата ҫак вӑхӑтра виҫӗ ҫапкаланчӑк мӗн тӑваҫҫӗ?» — хӑйсенчен хӑйсем ыйтӗҫ вӗсем.

«Что делают трое бродяг в покинутом месте и в такое время?» — спросят они себя.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Ҫӑвар карса пӑхса тӑракансем тимӗр питлӗ, суккӑр, хӑрушӑ ҫынна курсанах музей патӗнчен тара-тара ҫухалчӗҫ — тӗк те ҫил, хӑйсен йӑрӑлӑхӗнчен кайран хӑйсем те тӗлӗнсе.

Любопытные, столпившиеся у подъезда, разбежались при виде страшного, со слепым железным лицом, человека — так быстро, что потом сами удивлялись своей подвижности.

III. Комон, е Баярд // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

«Упа амипе» хӑть… ҫичӗ ҫын вилнӗ, ыттисем сирӗн лавккана хирӗҫ лараҫҫӗ, хӑйсемпе хӑйсем уйланаҫҫӗ: суд кунӗнче ҫар прокурорӗн арӑмӗ ҫуратать-и е ҫуратаймасть-и?

Хотя бы с «Медведицей»… семь человек убито, остальные сидят против вашей лавки и рассуждают сами с собой: родит в день суда жена военного прокурора или это дело затянется.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Паян пӗтӗм Гертон икӗ ҫын хӑйсене хӑйсем вӗлерни пирки калаҫать.

Сегодня весь Гертон говорит о самоубийстве двух человек.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех