Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урасем (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑтӑкран урасем тӑсӑлса тухрӗҫ.

Из дыры высунулись ноги.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫичӗ кун кан ҫинче выртрӑм, ҫичӗ кун урасем ҫине тӑраймарӑм.

Семь дней из-за этого я на кане пролежала, семь дней на ноги встать не могла.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Акӑ, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек авкаланса, е ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине сиксе ларса, е урасем хушшинчен шуса тухса, хӑйӗн типсе кайнӑ, анчах пиҫӗ те шӑнӑрлӑ ӳт-пӗвӗпе хреснашшӗ тӑрмашать…

Вот, извиваясь ужом, то прыгая на плечи, то проскальзывая между ног людей, работает всем своим сухим, но гибким и жилистым телом крестный…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юр ҫанӑсем ӑшне, ҫуха хыҫне кӗрет, алӑсемпе урасем шӑнса кӳтрӗҫ, мӑйӑхсемпе сухалсем пас тытнипе шуралчӗҫ.

Снег набивался в рукава и за шиворот, руки и ноги коченели, усы и бороды покрылись инеем и стали седыми.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Урасем юлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпӗ ватӑ, урасем вӑйсӑрланнӑ.

Я старик, и ноги у меня слабые.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Палуба ҫинче ҫара урасем ҫатлатни пӑрахут хӳри еннелле кайнӑ…

Шлепанье ног о палубу постепенно удалялось на корму…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ватӑ ӗнтӗ, урасем те вӑйсӑр манӑн.

Я уже старик, и ноги у меня слабые.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тинӗссенче ҫак чӗр-чунсем калама ҫук аван пурӑнаҫҫӗ, анчах ҫӗр ҫинче вӗсем ҫаврӑнӑҫусӑрланаҫҫӗ, лӳпперленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫунат урасем епле пулсан та урасем мар вӗт.

В морях, где водятся эти животные, они чувствуют себя отлично, но на суше они становятся неуклюжими, неповоротливыми, потому что ласты — это всё-таки не ноги.

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӗсен те, тюленьсемпе моржсенни пекех, урасем вырӑнне ҫунат урасем.

У них, как и у тюленей и моржей, вместо ног ласты.

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ каллех ӑна урасем хушшине туса тӑтӑм та аякӗсенчен хытах хӗстертӗм.

Я снова вскочил ей на спину и крепко сжал ногами бока.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл ачашланса манӑн урасем ҫумне тӗршӗнчӗ.

Она робко прижалась к моим ногам.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Мана курсанах, нимӗн пулман пек, чупса пычӗ те йынӑшса тата ачашланса манӑн урасем ҫумӗнче тӗрткелешме пуҫларӗ…

Завидев меня, она как ни в чём не бывало подбежала и с ласковым повизгиванием стала тереться у ног.

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Экзаменаторсем сывлӑшра — сулланакан урасем; аялта — хӗрелсе ҫитнӗ питҫӑмарти курах кайнӑ.

Экзаменаторы увидели в воздухе качающиеся ноги; внизу — покрасневшие щеки.

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Команда тӑрӑх урасем ҫине тӑтӑмӑр.

Мы встали по команде.

4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Урасем ҫӗре тиврӗҫ.

Ударяюсь ногами.

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Урасем ҫинче ҫирӗп тӑратӑп.

На ногах держусь крепко.

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Урасем чӗтреме тытӑнчӗҫ.

У меня задрожали ноги.

12. Пуҫласа вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Илемсӗр йывӑҫ урасем ҫинче тӑнине курсан Нина Васильевна питӗ кулчӗ, эпӗ шутласа кӑларнӑ япалана ырларӗ.

Нина Васильевна очень смеялась, увидев меня на высоченных неуклюжих ходулях, и похвалила мою выдумку.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пирваях йывӑҫ урасем ҫинче тытӑнса тӑраймастӑмччӗ, ҫӗре шаплатса ӳкеттӗм.

Сначала терял равновесие и летел на землю.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех