Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уй сăмах пирĕн базăра пур.
Уй (тĕпĕ: уй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах чӗри пӗрре те уй еннелле выртман пирки: — Ытти каччӑсемпе танах, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗмӗр ҫулталӑк ытла пӗр хуҫа патӗнче ӗҫлетпӗр, уй ҫине ҫаврӑнса та пӑхман, ухмах».

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен каламан ҫав ваттисем: «Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ», — тесе.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ ҫул ҫумӗпе, уй хӗррипе, сукмак та пулмалла-ҫке».

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лашине уй чиккинчи пӗр вунӑ хӑлаҫ сарлакӑш прачакпа сылтӑма пӑрчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ курӑк ҫийӗн анаталла, паҫӑр йывӑҫсен тӑрри курӑнакан еннелле, уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар икӗ урипе те лаша хырӑмне хӗстерчӗ, алӑри йӗвен аврине карт-карт! турткаласа илчӗ — янавар юртӑпа чупма пуҫларӗ, часах уй чиккине те ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр тухнӑ-тухнах уй таврах ҫаврӑнса килем-ха тесе, Сахар лаши ҫине утланса ларчӗ те ӑна малалла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ чӳк, уй чӳкӗ, ҫерҫи чӳкӗ, авӑн пӑтти, авӑн сӑри…

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ тӗрлӗ шухӑш пулмарӗ, уй чӳке ытти ялсемпе пӗрле ҫитес эрне кун ирттерес терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам мӗнле те, эп ҫапла шутлатӑп, тӑвансем: кӑҫал пирӗн уй чук ирттермеллех.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп вӗсене турханпа уй чӳк пирки йӗркеллӗн калаҫса пӑхма хушрӑм.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уй, мӗнле йывӑр!

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑрман — хӑлхаллӑ, уй — куҫлӑ, — терӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уй чук ирттертӗр-и кӑҫал?

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уй, мӗнле кураймастчӗҫ вӗсем ҫемйипе вырӑссене!

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уй варринчи ват юман Халь те пӗччен ларать пуль.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламаса астӑваҫҫӗ вӗсем, темиҫе ҫул каялла уй чӳкӗ хыҫҫӑн ҫухалнӑ ват хусаха кам пӗлмест пулӗ!

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уй хапхинчен кӗнӗ-кӗмен ҫӑл патне ыткӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Хӑшӗ-пӗрисем каланӑ тӑрӑх ку уй вырӑнче ӗлӗк-авал вӑрман пулнӑ, ҫав вӑрмантанах ларса юлнӑ имӗш ҫак юман.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех