Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тинех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тин кӑна кӑмӑла пӑснӑ пулӑмсем тинех иккӗмӗш плана куҫӗҫ, унтан вуҫех ҫухалӗҫ.

Все неприятности, которые совсем недавно омрачали ваше настроение, отойдут, наконец, на второй план, а затем и вовсе исчезнут.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре тӑрӑшнине тинех асӑрхӗҫ, ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр.

Также ваши старания на работе, наконец, будут вознаграждены, и вы сможете получить заслуженное продвижение по службе.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тинех пуянсемпе куштан ачисенчен хӑрас ҫук ӗнтӗ! — терӗ вӑл хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ут тинех лӑпланса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ак, утсемпе кустараҫҫӗ пусӑра Пӗр ал юлан юнашарӑн тапранса; Ҫывхараҫҫӗ пухӑ патне сиккипе — Ҫаврӑнмалла пухӑ тавра авалхисен йӑлипе, Вара тинех кӑмсармалла парне патне алсене.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Тинех ӑс кӗнӗ», — хӑй ӑшӗнче кӑмӑллӑн шухӑшларӗ студент.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

— Эсир шухӑшлӑр, ман Наташа ҫывӑрасшӑн, эпӗ ӑна киле кӗртсе ярам, — тинех сӑлтав тупрӑм хайхи.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Тинех аса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Тинех тавҫӑрса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

«Партизанла» вылянӑ чух та тинех мана «пуҫилен нимӗҫ» ролӗнчен хӑтарчӗҫ, «хамӑрӑннине», «паттӑр хӗрлӗ партизана» куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

— Ара, янахху ҫинчи ҫӑпану ӑҫта? — тинех тӗлӗнӳпе хыпса илчӗ турнепе питлӗ, тӗпчӗк чӑрсӑр хӑмӑр куҫлӑ хурамкка Валерьян, лачкам йӗпеничченех тарланӑскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Тинех арҫынсем те сӗтел хушшине майлашӑнса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ӗнер пульницӑна шӑнкӑравларӑм та — шапа ҫӑвар чӗлхи уҫӑлмасӑрах (тинех!) вилнӗ, терӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пуҫлӑх, куҫӗпе арҫынна тирӗнсе, пӗр авӑк шанк хытса ларчӗ, унтан пӳлӗмре сывлӑш йывӑрланса, пӑчӑланса, кӑкӑрне пӳлнӗ пек, пиншакӗн тӳмисене вӗҫертрӗ, кӗпи ҫухавине ярханах ячӗ, тинех хускалса илчӗ те сарлака тутин сулахай кӗтессине йӗкӗлтевлӗ — йӗплӗ кулӑ хылчӑкӗсем купаларӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Эпир ҫӗмӗртлӗхре Тарзана евӗрлесе ярӑнас тенӗччӗ те, — «пасарнӑ» куҫӑмпа аттене сӗртӗнкелесе, ҫав-ҫавах шик авӑрӗнчен тухаймасӑр, анчах ҫав туйӑмах ирӗксӗрлесе хистенипе тинех чӗлхе тӗввине салтса ятӑм эпӗ, тӗрӗнсе тӑраканскер, тӗрӗслӗхе нимӗнле кӗрӗк айне те пытарма ҫуккине кура.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫакна асӑрхаса, юнашар ларса пыракан хӗрарӑм тинех (манӑн пит-куҫри тӗксӗм тӗтрелӗхӗн сӑлтавне шахвӑртса пӗлесшӗн ҫунса-ши?) куҫӗпе мана чӗррӗн тӗллерӗ:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тинех ачасем ӑс-пуҫпа кӑна мар, ытларах чунӗ-чӗрипе мӗн тери пысӑк хӑрушлӑх сиксе тухнине туйса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тинех Кӗркури пирус тӗпне аяккалла ӑф-ф! сурса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Урӑлманкин, ӗҫ мӗн ҫинчен пынине тинех тавҫӑрса илсе, тӑруках ырӑланса, хӑюлланса кайрӗ, чунӗ-чӗри катаччи чупӑвне ҫӗкленчӗ, ҫуланчӑк куҫӗнче чеелӗхпе чӑрсӑрлӑх пӗр-пӗрне ал лапписемпе ҫапса илчӗҫ, шалти хаяр кӳренчӗк вучӗ самант пӑлтлатса сӳнчӗ, йӳҫӗ чуста пек йӳҫенкӗ сӑн-пичӗ тутлӑн-ҫуттӑн йӗлпӗрӗнчӗ, сарӑхнӑ капан шӑлӗ пӳлӗмре каллех тӗксӗм ҫутӑ ҫутрӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Магаев тинех шалта тилӗ маскине хывса ывӑтрӗ те ӑшри хӑрр! хӑрр! хаяррӑн хӑрлатакан хаяр йытта «сӑнчӑртан вӑрт-варт тулалла вӗҫертсе ячӗ»:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех