Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мӗскӗне эпир нимпе те сиен тӑваймӑпӑр урӑх, анчах, вӑл «Пилигрим» аякне шӑтарни маншӑн хаваслӑ япалах мар.

Мы-то уж ничем не можем повредить этому бедняге, но мне вовсе не улыбается, чтобы он помял бок «Пилигриму».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эрех те поэзи… ҫавна, Пӗрре те пулин тутансассӑн чӑнтан, нимпе улӑштармӑн, — сана вӑл ырӑ темле сӑраран, спиртран.

вино и поэзия, и если ее хоть раз по-настоящему испили рты, ее не заменит никакое питье, никакие пива, никакие спирты.

Маруся наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ // Александр Алга. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 65–72 с.

Ачашлӑхпа пӑсӑлман ача пӗчӗк парнене те хаклама пӗлет, иртӗнсе кайнӑ ачана вара нимпе те тӗлӗнтереймӗн.

Неиспорченный ребенок ценит малейшую, незначительную вещь, а избалованного ничем не удивишь.

Ҫуралнӑ кун // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Анчах кунашкал сасӑран лаши хӑрать тата, тулхӑрать, пуҫне каҫӑртать, витен лутра алӑкӗнчен нимпе те тухасшӑн мар.

Но от этого звука лошадь пугается, фыркает, задирает голову и не хочет выходить из низких дверей конюшни.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма туять: ӑна темӗскер ҫавӑркалать пек, вӑл хӑй аллинчех тытса юлас тенӗ япалана темӗскер унран туртса илет пек те ҫунаттисем ҫине хурса илсе каять пек — халь ҫеҫ пулса тӑнӑ ӗҫӗ ҫӗклесе каять пек: Тёмӑна вара, ҫак пулса тӑнӑ инкеке нимпе те тӳрлетме май ҫукки ҫинчен хӑрушшӑн шухӑшлаттарса, пӗр пӗчченех тӑратса хӑварать пек.

Тёма чувствует, что его точно кружит что-то, что-то точно вырывает у него то, что хотел бы он удержать, и уносит на своих крыльях — уносит совершившийся факт, оставляя Тёму одного с ужасным сознанием непоправимости этого совершившегося факта.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ачан ӑс-тӑн аталанӑвӗ пӗр унран кӑна килменнине кура, ҫав аталану ҫулӗ ҫинче тата темскер, Макҫӑмран пачах килменскер, пуррине туйсассӑн, хӑйӗн вӗренекенӗн шӑпишӗн шикленсе, суккӑр умне тӗрлӗрен кӗтмен ыйтусем сиксе тухасран, ҫав ыйтусем нимпе пусарма ҫук асаплану сӑлтавӗсем ҫеҫ пуласран Макҫӑм хӑраса ӳкрӗ.

Видя, что не он один владеет умственным строем ребенка, что в этом строе сказывается что-то, от него не зависящее и выходящее из-под его влияния, он испугался за участь своего питомца, испугался возможности таких запросов, которые могли бы послужить для слепого только причиной неутолимых страданий.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ашшӗ, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи ялсенче пурӑнакан ытти пиншер улпутсенчен нимпе те уйрӑлса тӑманскер, кӑмӑллӑ, пит ырӑ чунлӑ ҫын пулнӑ, рабочисене лайӑх пӑхнӑ, армансем юсаттарма е ҫӗнӗрен тутарма пит юратнӑ.

Отец был похож на тысячу других деревенских помещиков Юго-западного края: он был добродушен, даже, пожалуй, добр, хорошо смотрел за рабочими и очень любил строить и перестраивать мельницы.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Гешан тӳрӗ кӑмӑллӑ та паттӑр, ыттисенчен нимпе те палӑрса тӑмасть, вӑл ытла пысӑк ӑслах пулмасан та, лайӑх салтак, хӑй начар ҫар начальникӗ пулсан та, мӗн хушнине тӗплӗн туса пырать, начальниксене ытла та пӑхӑнма юратнипе вӑл хӑйне паракан приказсене ӑнкарса илме пӗртте тӑрӑшмасть, вӑл питех те тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӑна хӑйӗн енне ҫавӑрас тесе парне парса никам та сутӑн илме пултарайман.

Надо сказать, что Гешан, человек заурядный, но честный и мужественный, был как бы создан для вторых ролей, — образцовый солдат, однако посредственный военачальник, смышленый, впрочем лишь до того предела, за которым долг повелевает ничего не видеть и не слышать, ни разу в жизни ничему не умилившийся, ни разу не поддавшийся позорной слабости, в чем бы таковая ни проявлялась, в подкупе ли, совращающем совесть человека, в сострадании ли, совращающем человека со стези справедливости.

XII. Хӑтарма хатӗрленеҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хӑй шанӑҫне пӗтересси патнех ҫитнӗ ҫын нимпе те интересленми пулать.

Дойдя до известной глубины отчаянья, отчаявшийся уже не сознает этой глубины.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак тамӑкри пек ҫӗрте те нимпе интересленмен, пурин ҫине те пӗр туйӑмсӑр пӑхакан ҫынсене курма пулать иккен.

И бок о бок с этим ужасом — угрюмое равнодушие.

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫакӑн чухнехи тискер хӑрушлӑха урӑх нимпе те сӑнласа пама ҫук: Франци ҫине Европа тапӑнать, Франци Париж ҫине тапӑнать.

Нельзя представить себе ничего более трагического, чем Европу, нападающую на Францию, и Францию, нападающую на Париж.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Черчен чӗрчун нимпе витерме ҫук япалапа тытӑҫса ӳкрӗ.

Такое хрупкое создание, как человек, сцепилось с неуязвимым предметом.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Ҫав Митя тенӗскер манӑн ӗҫсене те пӑхса тухсан, аван пулнӑ пулӗччӗ, эпӗ унсӑрӑн хамӑн ӗҫӗмсене нимпе те пӗлсе ҫитерейместӗп…

 — Хорошо бы, чтоб этот самый Митя и мои дела разобрал, а то я никак не разберу…

18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫав каҫ унӑн сӑн-пичӗ ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман пек туйӑнчӗ Воропаева.

В тот вечер ее лицо не произвело на Воропаева сильного впечатления.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Купецсем «благодетельсем» тепӗр ҫул ларнӑшӑн нимпе те тӳлеме килӗшес ҫук.

Купцы-«благодетели» ни за что не согласятся платить за лишний год.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Инсаров Елена патне ҫыру ҫырма хӑяймарӗ, Берсеневпа калаҫнӑ чухне сӑмах май ҫеҫ ун пирки вӑлтса калаҫрӗ; Берсенев, юриех нимпе те интересленмен пек пулса, хӑй Стаховсем патне кайкаласа килни ҫинчен, анчах та — Елена ҫав тери пӑшӑрханни, халь ӗнте лӑпланса ҫитни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Инсаров не смел писать к ней и только косвенно, в разговорах с Берсеневым, намекал на нее; а Берсенев, с притворным равнодушием, рассказывал ему о своих посещениях у Стаховых, стараясь, однако, дать ему понять, что Елена была очень огорчена и что теперь она успокоилась.

XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл Зоя вырӑнне чей тултарчӗ, шӳтлерӗ, пакӑлтатрӗ; хӑйне яланах Шубин сӑнанине, Инсаров хӑй сӑн-питне улӑштарма пултарайманнине, — нимпе те интересленмен пек пулма пултарайманнине, — пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл малтанах хатӗрленчӗ.

Она разливала чай вместо Зои, шутила, болтала; она знала, что за ней будет наблюдать Шубин, что Инсаров не сумеет надеть маску, не сумеет прикинуться равнодушным, и вооружилась заранее.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шӑпах ҫавӑн пек, пӗр-пӗринпе лайӑхах паллашса ҫитеймен икӗ господин, Невски урамӗнче тӗл пулсан, кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗрин умӗнче шӑл йӗреҫҫӗ, виҫесӗр шапӑлтатса пит-куҫне пӗркелентереҫҫӗ, вара ҫавӑнтах, пӗри тепринчен пӑрӑнса кайсан, унчченхи пекех, нимпе те интересленмен пек пулаҫҫӗ, е пуринчен те ытларах, чирленӗ чухнехи пек кичем пулса тӑраҫҫӗ.

Так два малознакомых господина, встретившись на Невском, внезапно оскалят друг перед другом зубы, приторно съежат глаза, нос и щеки и тотчас же, миновав друг друга, принимают прежнее, равнодушное или угрюмое, большею частию геморроидальное выражение.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Сирӗн мӗнле тарӑн шухӑшлӑ… тата нимпе те интересленмен сӑн-пит! — мӑкӑртатса илчӗ вӑл.

— Какое озабоченное… и какое равнодушное лицо! — пробормотал он.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

(Вырӑс ҫынни, урӑх нимпе те хӑналамалли ҫук пулсан хӑйӗн пӗлӗшӗсемпе паллаштарма юратать.)

(Русский человек любит потчевать — коли нечем иным, так своими знакомыми.)

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех