Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫ шӑрҫи ҫамки айнех кӗрсе кайнӑран куҫ шурри ытла та тискеррӗн ялтӑртатать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Вӑл, хӑй ҫине ҫӗршер куҫ шӑтарасла пӑхнине сиссе, аллисемпе сӗлткелесе, куҫӗсемпе хӗскелесе, Микулана шӑпланма хушрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ман куҫ ӳкмен, кушак куҫӗ ӳкнӗ! — тесе виҫӗ хутчен сурчӗ те: — Ҫӗҫӗпе хача тата кӑмрӑк татки илсе кил-ха! — хушрӗ хӗрача ашшӗне.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл куҫ харшийӗсем айӗнчи вут пек ялкӑшакан куҫӗсемпе пурне те вырӑнтах пӑталаса лартас пек пӑхса ҫаврӑнчӗ — Тарье енчисем шӑпӑрт пулчӗҫ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫакна вӑхӑтра асӑрханӑ Петр Петрович, кӗлеткине тӳрӗ тытса, сӗтел умне пырса тӑчӗ, хура куҫ харшисене выляткаласа ялкӑшакан куҫӗсемпе хӑнасем ҫине пӑхрӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хулӑн хура куҫ харшийӗсем айӗнчен кулса тӑракан хӑмӑр хура куҫсем пӑхаҫҫӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем хура куҫ харшисем айӗпе кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Вырӑссем: шӑлшӑн шӑл, куҫ шӑршишӗн куҫ шӑрши теҫҫӗ, Шигалей Шейх Аулиярович.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Куҫ хыҫӗнче служилӑй ҫын ҫеҫ вӑл Алексей Адашев тесе калаҫаканскерсем, куҫ умӗнче воеводӑсем хӑйсене асӑрхануллӑн тытрӗҫ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ун ҫӑлтӑр пек куҫӗсене, хура куҫ харшисене, пиҫнӗ ҫырла пек тутине курсан каччӑ чӗри кӑрт турӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Куҫӗсем самаях чӗрӗ хӗрарӑмӑн, сӑнран вӑл пӗрре те ватӑ мар, анчах тутӑрне темшӗн куҫ ҫине антарса ҫыхнӑ, тумланасса та ват ҫынла ланчашкарах тумланнӑ.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑнасем салансан, Михала пӑтраннӑ куҫӗсемпе, йывӑрланнӑ куҫ хупаххисене аран-аран уҫса, шухӑша кайнӑ ҫын пек пӗр ҫӗре пӑхатчӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Хӑй хӗре кӳрентернине туйрӗ пулас: — Аптрал сирнешкел хӗрсемпе. Вот те раз. Пӗрре чакак, тепре куҫӗсем ҫӑл куҫ, — терӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Хӗр эп пӑхнине сисрӗ курӑнать: пичӗ хӑмачланчӗ, пысӑк та чакӑр куҫӗсем вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсемпе витӗнчӗҫ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Теплерен куҫпа куҫ тӗл пулсан, вӗсен шӑрҫинче хӑвӑн сӑнна куратӑн.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Иванӑн хура куҫӗсем, каялла туранӑ йӑм хура ҫӳҫӗ халӗ те куҫ умӗнчех.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
— Пуп куҫӗ — нӳхреп куҫ, тесе ахаль каламан ҫав ваттисем, — терӗ Чӗкеҫ.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тухтӑр кашни кун ман куҫа эмел яратчӗ, эрнере виҫӗ хут куҫ хупанкине ешӗлсенкерпе сӗретчӗ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тухтӑр малтан манӑн куҫ ҫинчи сурпана салтрӗ, куҫ хупанкине уҫса пӑхрӗ те пуҫне пӑркаларӗ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Манехва та Ҫӗрпӗве, Ишеке кайса килнӗ, виҫӗ-тӑватӑ хутчен те куҫа ҫветтуй шывӗпе сӗрчӗ — тӳрленмест манӑн куҫ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.