Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куратӑп (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куратӑп, эсир кунта ӗҫлеме килмен, ашкӑнма килнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куратӑп, хӑнана килмен эсӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куратӑп, эсӗ тӗплӗ ҫын, — терӗ Урачко ҫерем ҫине парахнӑ хӗҫ-пӑшалсем хушшинче князь ятаганне шыраса тупса.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пур ҫӗре те ҫитсе куратӑп, картишӗнче хан пек саркаланса ҫӳретӗп тенӗччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куратӑп.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куратӑп, хам пулӑшмасан эсир карта урлӑ каҫаймастӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Коля та ҫаплах шутлать, куҫӗнчен пӑхсах куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

— Илтетӗп те, куратӑп та…

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӗр эрне ӗнтӗ эпӗ пальтон ҫӳлти пӗр тӳми пушанса кайнине куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Эп халь Санюкӑн ҫырла шывӗпе сӑрланӑ пек сӑн-питне именерех пӑхакан чакӑр куҫӗсене, пуҫӗ ҫинчен вӗҫерӗнсе кайса карусель арки пек ҫаврӑнакан ҫивӗтне ҫеҫ куратӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ак куратӑп: Ҫут хурт вӗлтлетрӗ курӑк хушшине.

Куҫарса пулӑш

Санпа тӑсасчӗ ман кун-ҫулӑма // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 53 с.

Хуллен-хуллен вӑл кайнине куратӑп, Ӗҫне вӑл турӗ — ун ӑсанмалла.

Куҫарса пулӑш

Санпа тӑсасчӗ ман кун-ҫулӑма // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 53 с.

Атте патнерех пытӑм та куратӑп, аттен кӗпи хул калакки тӗлӗнче таткаланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Куҫҫуль витӗр эпӗ Куратӑп аран Ҫырма пуҫӗнче пӗр Хӗреслӗ такан.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тен, эпӗ таван ҫӗре юлашки хут куратӑп терӗҫ пулмалла вӗсем.

Возможно, видят ее в последний раз…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эп куҫсӑр мар-ҫке, куратӑп.

— Ну я ж не без глаз, вижу…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Алӑпа тытса пӑхмалли, куҫпа курмалли мӗн те пулин пулсан эп ӑна хамах куратӑп, суккӑр мар.

— Если есть что пощупать руками, увидеть глазами, я бы это и сам увидел, небось не слепой!

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— «Эп ӑна кӗҫӗр тата тепре куратӑп, тепре куратӑп», — тесе аслашшӗ валли ҫӗлетнӗ кӗпене хӗвӗнче чӑмӑртаҫа вӑл тӗттӗм хула хушшипе чупрӗ.

«Я его снова увижу вечером, сегодня вечером!» — стучало сердце, а ноги несли легкую фигурку как на крыльях.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эпӗ хам та куратӑп, мучи, — вӑл ӳсӗрме хӑтланса кӑкӑрне тытать те ӳсӗрмесӗрех ирттерсе ярать.

— Вижу я, дед, все вижу… — наконец говорит он, но кашель снова забил его, он схватился за грудь, и приступ отошел.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех