Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калюков (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫак икӗ сӑмахра, унчченхи пекех, мӗн кӑна илтмерӗ-ши Калюков: ӳпкелешӳ те, тарӑху та, пӑшӑрхану та, юрату та, кӗвӗҫӳ те…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков ҫенӗк картлашкипе хӑпарма кӑна тытӑннӑччӗ — алӑк уҫӑлчӗ те — шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑм ӗмӗлки курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Киле ҫитсе курмалла манӑн, сан шухӑш мар халӗ, ху куртӑн мӗн пулса иртнине, — сиввӗн татса хучӗ ӑна Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Картишӗнче Калюков, пуҫне каҫӑртса, питне пӗлӗтрен ҫаплах вӗттӗн пӗрӗхекен ҫумӑрпа йӗпетсе уҫӑлтарчӗ, унтан Минин уҫах хӑварнӑ хапхана хупрӗ, чӳрече кантӑкне чӗрне вӗҫӗпе кӑтӑртаттарса, Машука чӗнсе кӑларчӗ те: — Эс ыттисем пек ӳсӗр мар, асту вара, ман йӗкӗтсем, темскер, сыхлӑха ҫухатрӗҫ паян, — тесе асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӳсӗрпе харкашса илесси вӑл арҫынсен пулкалать, уншӑнах пӗр-пӗринчен уйрӑлса каймӑпӑр, — терӗ те Калюков Машука, халь тин пулса иртнӗ тытӑҫу вӑхӑтӗнче самантрах урӑлнӑскер, пӳртрен шӑппӑн тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӑртак! — урайне лач сурса, ҫиллессӗн каласа хучӗ Калюков, юлташӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Минин ӑна шурӑ куҫпа кураймасӑр пӑхрӗ, хулне Калюков аллинчен карт! туртса вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Калюков урине илчӗ те Минина хулӗнчен тытсах тӑма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл калас тенине каласа пӗтереймерӗ — тилӗрсе кайнӑ Калюков ун еннелле тепре сарлакан ярса пусрӗ те шач! тутарчӗ питрен чӑмӑрпа.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗ-ӗн? — тарӑхрӗ Калюков, унтан тӗпелелле, Минин еннелле пӗр-ик утӑм ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тем ан лӑпӑртат! — татса хучӗ ӑна Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс, Мишша, ан хирӗнкеле, — асӑрхаттарчӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн шырамалли ӑна, акӑ вӑл, кунтах ларать! — Телегина хулпуҫҫинчен юлташла тӗксе илчӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, шӑпах тата ҫав гражданина тытса каяс умӗн Экеҫе, Калюков, эсӗ пырса кайнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна Калюков кӑна мар, ыттисем те ҫав тери тимлесе, кӑсӑкланнипе каҫса кайсах темелле итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков мана тӑшманла пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, ҫитӗ чӑмласа, фҫо! — ал лаппипе сӗтеле шаплаттарса, Калюков тимлӗ пулма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин темиҫе те асӑрхарӗ ӗнтӗ: Калюков Минӑпа Валета ыттисенчен пысӑкраха хурать, анчах Минӑпа нихӑҫан та канашламасть, ӑна тарӑхтарас мар тесе кӑна тӑрӑшать, кирлӗрех сӑмахсене ытларах Валет умӗнче татса парать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милици ҫынни те ку ушкӑна ним мар ҫӳренине курсан, Телегин пирвай тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ (ара, хурахсен алли ытла вӑрӑм-ҫке!), кайран хайхи Калюков кунта килеспе каланӑ ӗҫ пирки сӑмах пуҫланасса тавҫӑрса илчӗ, ҫавӑнпа, ӳсӗрӗлсе каяс мар тесе, май килнӗ таран сахалтарах ӗҫме, ҫав вӑхӑтрах ыттисен умӗнче куҫран ӳкмесӗр сыпкалама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, ларар сӗтел хушшине, пирвай пӑртак ҫикелесе-ӗҫкелесе илер, — хушрӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех