Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑкӑрӗ ҫинче икӗ Георги хӗресӗпе (ӑна хӑй Юрги хӗресӗ тетчӗ) икӗ медаль ялкӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Тата икӗ кунтан эпӗ Шупашкара таврӑнтӑм, ҫав икӗ кун хушшинче хамшӑн акӑ мӗн паллӑ пулнине асӑрхарӑм: Хурамал хӑйӗн агитаторне юратать иккен, ӑна тӗкӗнекене, чӑнах та, каҫармасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӑй кӗлеткине вӑл парнеленӗ алшӑллисемпе пулемет лентисем пек хӗресленӗ, икӗ аллинче — икӗ тутӑр ҫыххи, вӗсемпе шӑна хӑваланӑ евӗр урлӑ та пирлӗ сулкалать, ял-йыш енне пуҫне тая-тая юрлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Икӗ кӗтесре икӗ тумбочка, пӗрин ҫинче телевизор, тепринче радиолӑллӑ радиоприемник, шифоньер, диван-кравать, кӗнеке шкапӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Анук, галантерейӑ тавар сутакан пӳлӗме кӗрсе, икӗ пурҫӑн, икӗ кӗшемӗр тата батист тутӑр илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Икӗ шӗвӗр пӳрчинче икӗ хулӑн ылтӑн ҫӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Урамӑн икӗ айккипе икӗ хутлӑ, ытларах пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫуртсем лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ, икӗ община икӗ хуралҫӑ тытса, утрава никам та кӗртмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула васкаса тумланчӗ те, икӗ аллине икӗ витре тытса, тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аҫупа иксӗр, икӗ упа, пӗр шӑтӑкра пурӑннипе ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьянан икӗ куҫӗнчен икӗ тумлам куҫҫулӗ тухса пит-ҫӑмарти ҫинче чарӑнса тӑчӗ, тӑванӗсемпе, тус-йышӗсемпе сывпуллашсан, мӑйӗ айне шуса анса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук каллех тирпейленчӗ, кӗпи ҫаннисене туртса юсарӗ те икӗ аллине вӗҫме хатӗр икӗ ҫунат пек ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫи кил хушшине кӗрсен, икӗ амбар умӗнчи икӗ пысӑк йытти ачашланса ҫӗре выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан икӗ милӗке икӗ аллипе тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнашар ӳсекен икӗ йывӑҫа авса, чӗрӗ ҫыннӑн сулахай аллипе урине пӗр йывӑҫ, сылтӑм урипе аллине тепӗр йывӑҫ ҫумне ҫыхнӑ, кайран ҫав авнӑ йывӑҫсене вӗҫертсе янӑ та, ҫын кӗлетки сывлӑшра икӗ пая уйрӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтан калаҫса татӑлнӑ пекех, икӗ учитель, икӗ ҫамрӑк чӗре, Мария Федотовна ҫуралса ӳснӗ Кавал ялӗнче, хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ патӗнче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пахчари хурама айӗнче — пӗр пысӑк шетникпе тӑвар, икӗ ещӗк супӑнь, икӗ пичке пыл.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ хӗр, икӗ комсомолка, пӗр-пӗрне ыталарӗҫ, чӗререн хӗпӗртерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрчӗн икӗ енӗпе икӗ ӳпле туса лартнӑччӗ, пӗринче сӑнчӑртан кӑкарнӑ пысӑк ула йытӑ пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Те улӑхмалла крыльца ҫине, те ҫук: лавкка алӑкне икӗ ҫӗртен икӗ ҫӑрапа питӗрсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех