Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Алӑран (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Магмет, хӑйне такам ҫурӑмран тӗртнӗ евӗр, ура ҫипе сиксе тӑчӗ, Нухрат енне ҫаврӑнчӗ те ӑна алӑран ҫатӑртаттарса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсене илтсен сӗрекисене алӑран вӗҫертмесӗр тытса тӑракан ҫамрӑксем ун ҫине чӑр-р пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Витрене ман алӑран туртсах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Тилхепине алӑран вӗҫертмен ачана сӗтӗрекен лаша хапхан тӑрринчи урлавӗ ҫине ҫапӑнтарчӗ, ӑна шертӗрен анчах хунӑччӗ, вӑл тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Гуманитари пулӑшӑвне кашниех алӑран тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Акӑ эпир, алӑран алӑ тытса, карта турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп мана икӗ алӑран тытрӗ те тӳрех шӑтӑкалла печӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чӗпӗтме хушатӑн-и? — кулса ячӗҫ те Ҫемукпа Митя, мана хулпуҫҫинчен, алӑран, питрен чӗпӗтме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешсем ҫаплах пӗр-пӗрне ҫӳҫрен ҫӑлаҫҫӗ, питрен, алӑран чӑрмалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Атя, сана шапасемпе пӗрле хупатӑп, ҫиес килсен, чӑх пӑтратни ҫитеретӗп, — терӗ Шӗшлӗ, мана хӑрах алӑран хытӑ тытрӗ те арман патнелле талкӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ӑҫта каян-ха эсӗ, ан кай! — сиксе пычӗ ман пата Шӗшлӗ, мана алӑран ярса илчӗ, ҫӑлкаласа аттипе ҫурӑмран тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анук манӑн алӑран премӗке илет, тути патне илсе пырса ҫинӗ пек тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла каласа атте мана хӑрах алӑран тытса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Алӑран тытса тухасчӗ Укӑлча умне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 6 с.

Кӑҫал та ҫӗнтерӗве алӑран вӗҫертмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.

Кирек мӗнле пулсан та, Микулая алӑран вӗҫертмелле мар.

Нельзя упускать Мигулая.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е хӗрӗ алӑран алла кайӗччӗ.

Или девушка пошла бы по рукам.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е вӑл, хӗрарӑм пулсан, хӑй алӑран алла кайса пӗтет.

Будь это женщина, она непременно пойдет по рукам и пропадет.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӗрекене те алӑран вӗҫертмерӗм.

Бредня из рук не выпускаю.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тухса ӳкмӗ тетӗп ӗнтӗ Ӗҫӗм халь те алӑран.

Куҫарса пулӑш

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех