Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласа (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, ачам, мӗн пӗлнине каласа кӑтарт, эпир никама та каламастпӑр… нихҫан та…

— Ну, валяй рассказывай, никто тебя не выдаст, паренек.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах тӑлӑх арӑм мана нумай ырӑ турӗ, ҫавӑнпа сире акӑ мӗн ҫинчен каласа кӑтартатӑп.

Ведь вдова меня всегда жалела, и я все расскажу.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ сире йӑлтах каласа кӑтартатӑп.

Я все расскажу!

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ҫав тери хусканса кайнӑран ҫӗрле темчченех ҫывӑраймарӗ: «Гек акӑ кӗҫех чӳрече патенче кушакла макӑрса ярӗ тесе, вӑл пӗрмаях ӗмӗтленсе тӑнӑ. — Эпӗ вара ҫавӑнтах хайхи укҫана тупӑп та ун ҫинчен ыран Беккине те, пикнике пыракан пур ачасене те каласа тӗлӗнтерӗп».

От волнения Том не мог уснуть до поздней ночи: он очень надеялся услышать мяуканье Гека и завтра на пикнике удивить Бекки и ее гостей, показав им клад.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӑна хӑйсем калаҫнине никам та итлесе тӑма пултарайман ҫӗре ертсе кайрӗ те унта вара хӑй мӗн тума шутланине каласа кӑтартрӗ.

Том отвел его в укромное место и доверил ему свой план.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑнтӑрла, Поттер тав тунисене илтсенех, Том ҫав япалана каласа кӑтартнӑшӑн хӗпӗртерӗ, анчах ҫӗрле вара чӗлхене ма ҫыртса ҫӳремерӗм-ши, тесе кулянчӗ.

Каждый день, выслушивая благодарность Мэфа Поттера, Том радовался, что сказал правду, и каждую ночь раскаивался, что не сумел держать язык за зубами.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том тӳссе тӑрайманнипе сӗм ҫӗрле защитник килне чупса кайса, питӗ хытӑ тупа тунипе ҫыхса хунӑ чӗлхе-ҫӑварне уҫса, ҫав хӑрушӑ ӗҫ ҫинчен каласа кӑтартсанах, Гек этем йӑхне пӗтӗмпех шанма пӑрахнӑ теме пулать.

После того как муки совести привели Тома вечером на квартиру адвоката и вырвали из его уст рассказ об ужасной тайне, хотя на них лежала печать самой мрачной и устрашающей клятвы, вера Гека в человечество сильно пошатнулась.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗскӗн Гек та ҫавӑн пекех пӑшӑрханса, хӑраса пурӑнчӗ, мӗншӗн тесен суд ыран пулать тенӗ чухне Том пӗтӗм историе Поттерӑн защитникне каласа кӑтартнӑ.

Несчастный Гек был тоже едва жив от страха, потому что Том вечером, накануне того дня, когда он дал показания, рассказал всю историю адвокату.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ ӗнтӗ, тусӑм, эсӗр мӗн курнине пурне те епле пулнӑ, пурне те нимӗн пытармасӑр каласа кӑтартӑр, нимӗн те ан хӑрӑр.

А теперь, мой мальчик, расскажите нам все по порядку, расскажите, как умеете, не пропуская ничего, и не бойтесь.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем каллех, чаплӑ та хӑрушӑ сӑмахсем каласа, тупа турӗҫ.

И они поклялись еще раз самой торжественной и страшной клятвой.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мана ирӗксӗр каласа кӑтарттарма-и?

— Меня заставит проговориться?

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Гек… сана никам та ирӗксӗр каласа кӑтарттарма пултараймасть-и? — терӗ.

— Гек, ведь тебя никто не заставит проговориться?

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапах та вӑл вӗҫне ҫитичченех, чиперех каласа ҫитерчӗ.

Однако он благополучно добрался до конца.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсемпе пӗр класра вывескӑсем ҫыракан живописецӑн ывӑлӗ вӗренӗ, вӗсем ӑна хӑйсен вӑрттӑнлӑхне каласа кӑтартнӑ та хӑйсене пулӑшу пама ыйтнӑ.

Был принят в компанию, ученик местного живописца вывесок: они рассказали ему свей план и просили помочь им.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗншӗн тесен Бекки питех вӑтанса кайнипе тата ӳкӗннипе ӑна пурин ҫинчен те тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартрӗ, — ҫав шутрах хӑй Тома ҫавӑн пек улталани ҫинчен те каларӗ.

Бекки, плача от раскаяния и стыда, рассказала ему все, не скрывая и собственной измены.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Эпӗ ҫав картинкӑна ҫурни ҫинчен Том каласа кӑтартатех пулӗ. Акӑ мӗншӗн пӗр сӑмах та каламастӑп. Ӑна вилӗмрен хӑтармалла пулсан та каламастӑп», — терӗ Бекки ӑшӗнче.

Ведь Том, — говорила она себе, — непременно пожалуется учителю, что это я разорвала картинку, слова не скажу, даже для спасения его жизни!

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн пӗр тапхӑрта Альфред Темпль мӗн хӑтланни ҫинчен каласа кӑтартас шухӑшӗ пулнӑ пулсан та, Том хытӑ тӗртсе илнӗ хыҫҫӑн ҫав шухӑш йӑлтах пӗтсе ларчӗ.

Если у нее и оставалось хоть какое-нибудь желание изобличить Альфреда Темпла, то после обидных слов Тома оно совсем пропало.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав тапхӑрта Бекки лӑпах унӑн ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, Том ӑна хытӑ сӑмах каласа тӗртсе илчӗ.

Там он опять столкнулся с Бекки и послал ей вдогонку язвительное замечание.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах вӑл Бекки Тэчер патне чупса пычӗ те пӗр самантрах ҫапла каласа хучӗ:

Не колеблясь ни минуты, он подбежал к ней и сказал.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Апла мар пулнӑ пулсан, хӑв мӗн пирки килнине эсӗ мӗншӗн-ха мана ҫавӑн чухлех каласа памарӑн?

Ну отчего ты мне не сказал, а?

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех