Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырса (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Интереслӗ пӗлме, кам ҫырса ӳкерме пултарнӑ ҫак картӑна.

Интересно бы узнать, кто мог нарисовать эту карту…

XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ хамӑр ҫул ҫинче пынине тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса кӑтартмастӑп.

Я не стану описывать подробности нашего путешествия.

X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫу уйӑхӗнче вӑл ашшӗпе амӑшне хӑй авланни ҫинчен тата арӑмӗпе иккӗше отпуск ирттерме яла таврӑнма шут тытни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

В мае он написал родителям, что женился и что решил вместе с женой приехать в деревню, чтобы провести отпуск.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Юлашки хӗрес палли ҫумӗнче ҫав хӗрлӗ чернилпах, капитанӑн кукӑр-макӑрӗсен евӗрне вуҫех килмен вӗтӗ те уҫӑ саспаллисемпе ҫапла ҫырса хунӑ:

Возле этого последнего крестика теми же красными чернилами мелким, четким почерком, совсем не похожим на каракули капитана, было написано:

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тетрадь ҫине ҫирӗм ҫула яхӑн ҫырса пынӑ.

Записи велись в течение почти двадцати лет.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пирӗн ҫырса кӑтартма ҫук савӑнӑҫа пула ку сасӑ аякалла кайса часах лӑпланчӗ.

К нашей неописуемой радости, оно теперь удалялось и скоро замерло.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл, шурӑ пӗлӗт евӗрлӗскер, класран пит ӗлккенӗн шуса тухса кайнӑ чух эпӗ ӑна хыҫран пӑхса тӑтӑм та, тӗрлӗ задачӑсем пирки, тӗрӗслев ӗҫне камран кам ҫырса илни пирки тата ытти ӑпӑр-тапӑр пирки пӗрре те шухӑшлас килмерӗ.

Я смотрел ей вслед, как она выплывала из класса, вся похожая на белое облако, и что-то не хотелось больше мне думать о задачках, о том, кто у кого собирался списать контрольную, и о другом таком.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Паллах, Виктор ӑна санпа манран ҫывӑхрах, ку — тӗрӗс, анчах пурпӗрех ҫырса илме памарӗ-ҫке?!

 — Само собой, ей Виктор ближе тебя или меня, это же точно, а ведь не дала же списать?!

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Итле-ха, Анта пурпӗрех ҫырса илме памарӗ-ҫке вӑл? — терӗм эпӗ, епле те пулин ҫиеле тухас шутпа.

— Послушай, ведь она не дала ему списать, а? — пытался я выкарабкаться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Икӗ аллине те сӗтел ҫине хурса, хӑйӗн йӗркисене хут ҫине кӑшт кулӑшларах, пӗрремӗш класри пек чалӑшрах ҫырса, вӑл йӗри-тавралла унчченхи пек нимӗн курмасӑр мар, хаваслӑн, куҫ хӗссе кулкаланӑ пекех, тишкерчӗ.

Положив обе руки широко на стол, быстро и аккуратно что-то записывая на листках в смешную косую, для первоклассников, он поглядывал по сторонам уже не затуманенным, а веселым, даже каким-то подмигивающим взглядом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Анчах, ҫук, кӗнеке ҫырса лармарӑм эпӗ.

Но я не писала такой книги.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Аллисемпе хӑлаҫланса, вӑл татах та шавласшӑнччӗ: чертежпа епле муталанни ҫинчен е Нинӑна хут ҫырса парас тӗлӗшпе тӗрмешнине каласшӑнччӗ-и вӑл?

Он еще руками хотел размахивать, рассказывать, как ломал голову не то над чертежом, не то над тем, как передать Нине записку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Антонов, ман урлӑ, ӑна хут ҫырса пачӗ.

Антонов записку через меня передал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Анчах асту, мӗнле каласа паратӑп, ҫавӑн пекех ҫырса ил.

— Да смотри всё запиши так, как говорить стану.

Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Вӑл Чапаев ҫинчен аса илнисене ҫырса илнӗ хыҫҫӑн, эпӗ хайхи юмаха каласа кӑтартма ыйтрӑм.

Записав его воспоминания о Чапаеве, я попросил рассказать сказку.

Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Пӗр самант ҫеҫ! — терӗ те комиссар, уйрӑмах васкаса, юлашки хушамата ҫырса хучӗ.

— Одну секунду! — Комиссар как-то особенно поспешно вписал последнюю фамилию.

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Виҫӗ страница ҫырса тултарчӗ ӗнтӗ вӑл, хӑйӗн ирӗкӗпе разведкӑна каяс текенсем ҫав-ҫавах нумай-ха.

Он уже исписал три страницы, а добровольцев по-прежнему было много.

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Бурматов хӑйӗн кӗске сӑмахне каласа пӗтерчӗ, унтан кӗсйинчен кӗске кӑна кӑранташ татӑкӗ кӑларса, ҫӗрле хӑрушӑ разведкӑна каяс текенсене ҫырса илме хатӗрленчӗ.

Бурматов уже кончил свою короткую речь и, достав из кармана огрызок карандаша, приготовился записывать желающих пойти в опасную ночную разведку.

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Аптраса ӳкнӗ председатель хӑйӗн кӗске те мӑнтӑр пӳрнисемпе чиркӳре расходсемпе приходсене ҫырса пынӑ кӗнекерен татса илнӗ таса хут листисене чӗпӗткелесе илчӗ.

— Председатель в смущении теребил толстыми, короткими пальцами чистые листы бумаги, вырванные из церковной приходо-расходной книги.

Ҫул ҫинче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Мосолика списока ҫырнӑ хыҫҫӑн, Шпанин виҫӗ ураллӑ пукан ҫинчен тӑчӗ те ҫырса пӗтернӗ хут татӑкне гимнастеркин карӑлса тӑракан кӗсйине чикрӗ.

Записав Мосолика в список, Шпанин поднялся с треногого стула и положил в оттопыренный карман гимнастёрки исписанную бумажку.

Мосолик ҫаранӗсем // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех