Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗннисем ӗненнӗ ҫакна, ухмахсем!

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата ҫакна ан ман: ун ячӗпе янӑ ҫырусене вӑл пӗччен вуламасть-ҫке-ха, ытти княҫсемпе, карачисемпе, сеидпа пӗрле вулать, эппин усал сӑмахсемпе эсӗ вӗсене те кӳрентеретӗн.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах шалти усал туйӑм, хӑйӗнпе хирӗҫнӗшӗн тавӑрас туйӑм, ӑна ҫакна тума памарӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ҫинче вӑл ҫакна аса илчӗ: тавлашнӑ хушӑра Палецкий княҫа Чалӑм патӗнчи хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттарма та маннӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑл кинӗ хӑйне хӳтӗлессе кӗтсе вучахран апат йӑтакан Эрнепи ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ, анчах лешӗ ҫакна сисрӗ пулин те нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна пӗлес тесе Ахтупай каҫхи апат вӑхӑтӗнче хӑйӗн мӗн пур хӑюлӑхне пухрӗ те (тӗнче тӑрӑх чылай ҫӳресе курчӗ пулсан та, ун хӑюлӑхӗ нумаях хушӑнаймарӗ) уйрӑлса тухас пирки сӑмах хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата Пинеҫ инке ҫакна асӑрхать: Эрнепи килсе кӗнӗренпе Альпин те кӑмӑлӗ нумай улшӑнчӗ, хӑйне хаваслӑрах тытакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ту енчи ҫӗр-шыв ҫынни Урасмет, — вуларӗ Булат Ширин, — хӑй ирӗкӗпе мӑхамет тӗнне йышӑннӑ, ҫӗнӗ тӗнпе ӑна Уразмат тесе ят панӑ Ибрагим мулла, аллах чури, ҫакна ӗнентерсе…»

Куҫарса пулӑш

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан вӗсем пӗр-пӗрне пӳлсе кӑшкӑрашнинчен нимӗн те уйӑрса илме пулмарӗ, тӗплӗрех итлесен тин мӑрсасем вӗсен арӑш-пирӗш сӑмахӗсенчен ҫакна ӑнланса илчӗҫ: ыран шӗкӗр хулара халиччен пулман чаплӑ уяв пулать, хӑй престола ларнӑ ятпа Сафа-Гирей пӗтӗм халӑха кремле ӗҫке чӗнет, ҫав ятпах кашни килте така пусса вӑйлӑ апатлану ирттерме сӗнет.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан ҫакна пӗр самантлӑха та манма пултараймасть: Крымра престолшӑн ҫапӑҫу пӗтмен.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Санран ҫакна кӗтменччӗ, — Тукай тути патне илсе пынӑ алтӑрне сӗтел ҫине лартрӗ те каялла уртӑнса Черемисинов ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ак ҫакна куратни, халӑха пӑтратакан сурханах? — терӗ вӑл чӗрӗ хулла Эхмемет сӑмси патне илсе пырса.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп сире ҫакна ӑнлантарса парасшӑн: Хусана парӑнтармасӑр, унтан Сахиб-Гирее хӑваласа ямасӑр сирӗн ҫӗр ҫинче нихҫан та тӑнӑҫ пурнӑҫ пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна пӗлмерӗҫ-ха, вӗсене ирӗке кӑларасси Горбатый княҫпа ун стремяннойӗнчен ҫеҫ килмен иккен, хӑйсем тӗл пулса калаҫма тӑрӑшнӑ Эхмеметрен те нумай килнӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй вӑл воеводӑна Керженец тӗлӗнче Хусан ҫыннисен калама ҫук пысӑк ҫарне тӗл пултӑм тесе хыпарларӗ, воевода кимӗсем ҫинче пулнӑ воинсенчен ҫакна пӗлчӗ: хан тутарсемпе ҫапӑҫӑва кӗмен те иккен, вӗсене курнӑ-курманах пӗтӗм кимӗсене ҫӳлелле ишме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ вӑрҫӑра воеводӑсем ҫара ертсе пыма пӗлменни тата хӑйсене хӑравҫӑлла тыткалани пысӑк инкек кӳчӗ, — аслӑ князь ҫакна манма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чарӑнмалла мар ҫӗртен чарӑнса апат тунӑ хушӑра ханӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫакна пӗлчӗҫ: Крыма Астрахань ҫарӗсем пырса кӗнӗ иккен, Тавридӑра хӑйӗнче вӑрҫӑ пырать, унта юлнӑ княҫсем Мухаммед-Гирее пӗтӗм ҫарпа часрах каялла таврӑнма тархаслаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне канӑҫсӑррӑн тытнинчен ҫакна чухласа илме пулать: государе темле вӑрттӑн шухӑш асаплантарать, вӑл ӑна ниепле те татса параймасть курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна ирӗксӗртен тата йӗрӗнсе итлесе тӑракан Тукай Урак ывӑлне ӑшра пушшех те курайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна илтсен ҫӗр нукер ҫартан уйрӑлса шурӑ хире таракан тӑшман ҫар ҫынни хыҫҫӑн хӑвалама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех