Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача вилӗмӗшӗн те, валтиелсен инкекӗшӗн те хӑй айӑплине пӗлнипе пулӗ Савантер килне тав-рӑнсассӑн та хӑрама пӑрахаймарӗ, халь-халь такамсем килсе хӑйне урама сетӗрсе тухассӑнах, пӑвма тытӑнассӑнах туйӑнчӗ ӑна ялан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне хӑвалакансенчен Савантер ӑнсӑртран тенӗ пек ҫӑлӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов, хӑйне усал ӗҫ тунӑ чухне тытнӑ пек, чӗтренсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун куллине хресченсем хӑйне май ӑнланчӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ хӗрарӑмӗ хитре мӑйӑхлӑ драгун офицерне ҫапа-ҫапа ячӗҫ, лешӗ, йӗрӗннӗн кулам пекки туса, ним сӑмахсӑр хӑйне хӗненине чӑтса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хӑйне ҫав тери халсӑрланнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк Укаслу куҫӗ умне ҫав хӑйне вӑрласа кайнӑ тискер каҫхине мӗн пулни тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ те, эпӗ те государь-императӑрӑн шанчӑклӑ ҫыннисем, — терӗ вӑл хӑйне урӑхларах тытма шухӑшласа.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне кунта тем тӗрлӗ шар кӑтартма пултарнине ӑнланчӗ курӑнать сутӑнчӑк.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сюльдяшов хӑйне мӑнкӑмӑллӑн тытрӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах мӗнле полковник теме хӑять-ха вӑл хӑйне? — шухӑшларӗ Сюльдяшов.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫапла императрица ҫарӗ Улатӑра килсен хӑйне хӳтӗлесе хӑварма ӗмӗтленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӑх хӑйне ирӗке янине лайӑх туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсенчен инҫех те мар тӑракан хресченсен пӗр ушкӑнӗ кунта мӗн пулса иртнине хӑйне май ӑнлантарусем парса пырать.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйпут хӑйне шанса панӑ хулана мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран хӳтӗлеме шутлать.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патша хӑйне чи малтан тӗл пулнӑ ҫынна Алла тесе чӗннӗ, унтан теприн ятне ыйтса пӗлнӗ, лешӗ Тыр ятлӑ пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ Ҫӳлти Турӑран аяккарах кайма хушнӑ Улӑп хӑйӗн ывӑлӗсене.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла хӗҫ ҫӗклени ӗнтӗ ку хӑйне евӗрлӗ тупа туни: «Пӑлхаварлӑн тапса тӑран чӗре ирӗклӗхшӗн чӗнет малалла, тенине ӗмӗрне манмӑп», тени.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку ик йӗрки ӗнтӗ вӑл хӑйне евӗрлӗ хушса юрламалли.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Учӗ ҫине утланчӗ те хӑйне кӗтсе тӑракансем патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех