Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫывӑрнӑ пек пулса выртатӑр-и-ха! — вӗренекенсем ҫинчен ҫӗтӗк утиялсене турта-турта илнӗ май тискер кайӑк пек ҫухӑрашрӗ вӑл.

— Притворяетесь, что спите! — рычал он, сдергивая рваные одеяла с учеников.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Камитпе юнашарах, хулари ҫамрӑксем сырса илнӗ сӗтел ҫине, темӗнле этем хӗрсех вылямалли картсене ывӑтать:

Рядом с балаганом, на столике, окруженном городскими парнями, какой-то тип с азартом перебрасывал три игральные карты:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑруҫҫеле халӑх пур енчен те сӑрса илнӗ, ҫавӑнпа та ун ҫывӑхне пыма чи пуҫтахраххисемшӗн те ҫӑмӑлах мар.

Народ тесным кругом обступил карусель, и п середину трудно было пробиться даже самым завзятым любителям.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл маларах мӗнле те пулин ӗҫ тӑвас шутпа тӗлсӗррӗн васкаса чупса ҫӳрени килне пырсанах пӳлӗмсенчи ҫемҫе кавирсенче, мамӑк минтерсенче, унӑн ҫуртне пур енчен те хупӑрласа илнӗ ватӑ йывӑҫсен ҫулҫисем чӑштӑртатса хускалнинче йӑлтах путса ҫухалнӑ пек туйӑнать…

Деловая суета, казалось, тонула в мягких коврах комнат, в пуховых подушечках, в шелесте старых, тенистых деревьев, что окружали его особняк…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Симӗсленнӗ кӳлленчӗксем, ҫӳп-ҫаплӑ, хыт-хура пусса илнӗ пушӑ вырӑнсем пӗчӗкҫӗ урама темле салху та юхӑнчӑк сӑн кӳреҫҫӗ.

Позеленевшие лужи, пустыри, заваленные мусором, придавали уличке унылый, заброшенный вид.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑнпа кунта ӗҫе илнӗ те ӑна.

Его поэтому и наняли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Республикӑри конкурс комиссийӗ суйласа илнӗ кандидатурӑна кайран вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.

Выбранная республиканской конкурсной комиссией кандидатура после будет рассмотрена собранием депутатов на местном собрании депутатов.

Ҫӗмӗрле пуҫлӑхне суйлама комисси ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34196.html

Раҫҫейри тата тӗнчери аренӑсенче вӗсем 1200 ытла тӗрлӗ шайри медале ҫӗнсе илнӗ.

На российской и международной аренах они завоевали более 1200 медалей разного достоинства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Онкологсем пайӑрка терапийӗн меслечӗсемпе ӗҫлессине алла илнӗ.

Онкологи освоили методы лучевой терапии.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӗсене выляса илнӗ подрядчикӑн регионти влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатакан 10 телепрограмма хатӗрлемелле.

Подрядчик, который их выиграет, должен создать 10 телепрограмм, освещающих работу региональных органов власти.

Влаҫ ӗҫӗ-хӗлне ҫутатма 3,8 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34160.html

Фермер хуҫалӑхӗнче туса илнӗ пыл, перга, прополис тата ыттисем яланах пахалӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ.

Мед, перга, прополис и другие товары, произведенные в фермерском хозяйстве, отличаются высоким качеством.

Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi

Йӑлана пӑхӑнса пӗлтӗр туса илнӗ пыла пахаланӑ.

Согласно традиции, была проведена дегустация меда, произведенный в прошлом году.

Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi

Выляса илнӗ укҫапа Ҫӗрпӳри Ача-пӑча паркне тата урамсене хӑтлӑлатӗҫ.

На выигранные деньги в Цивильске будет реконструирован Детский парк, а также близлежащие улицы.

Ҫӗрпӳри ача-пӑча паркне мӗнле хӑтлӑлатассине кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34121.html

Сухати пуххи ирттернӗ вӑхӑтсене аса илнӗ май хальхи вӑхӑтра халӑх ун пек мар тесе каларӗ ман тӑван.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ кӑларнӑ «Чӑваш Республикинчи нумай ачаллӑ ҫемьесен социаллӑ пурнӑҫ шайне ӳстересси пирки» саккунпа килӗшӳллӗн пӗлтӗр нумай ачаллӑ икӗ ҫемье - Сӑкӑтри Алексейпе Оксана Сулагаевсем тата Каншелӗнчи Юрийпе Надежда Шмаковсем - пурӑнмалли ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма май паракан сертификата илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑхӗнче туса илнӗ тавара вырӑнта тирпейлесе сутассине тимлӗх ытларах уйӑрмаллине калать, кун пирки вӑл Ҫырура та палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

2022 ҫулта 99 заявкӑна ырланӑ, хушма хуҫалӑхпа пурӑнакансем выльӑх-чӗрлӗх, техника туянма патшалӑхран пурӗ пӗрле 10 млн тенкӗ ытла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Иртнӗ ҫулхи статистика кӑтартӑвӗпе хавхалану «допингне» илнӗ водительсем пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

2022 ҫулта вара ҫак сӑлтавпах инспекторсем 14 аварие шута илнӗ, инкекре тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, унсӑр пуҫне 17-ӗн суранланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Библиотекӑра тата клубра Оксана Хомуткина библиотекарь тата эпӗ тӑрӑшнипе ятарлӑ стендсем хатӗрленӗччӗ, шкулта вӗренекенсене ӗҫпе чап ҫӗнсе илнӗ тата ялтан тухнӑ, республика, Раҫҫей шайӗнче палӑрнӑ ҫынсем пирки те пӗрлехи вӑйпа каласа кӑтартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех