Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ҫӑварнире ҫитмӗл тултарса сакӑр вунналла алӑк уҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Иртнӗ ҫул, чӑнах та, йывӑр ҫул пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кунта иртнӗ ҫул пирӗн республикӑри колхозсемпе совхозсем гектартан тӑхӑршар центнер кӑна тӗш тырӑ туса илни ҫинчен каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку ӗҫ вӑрҫа пуҫланнӑ ҫул пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тахҫан пулса иртнӗ япалах ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Иртнӗ ҫырура Константин Симоновӑн «Жди меня» сӑввине чиксе янӑ, хам ҫыртӑм, саншӑнах, тет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑватӑ хутлӑ ҫурт умӗнчен иртнӗ чух тротуартан пӑрӑнмалла пулчӗ: пӗр подъезд умӗнче лав тӑрать, ун тавра темле ҫынсем чупкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— А пӗлетӗн-и, Таня, иртнӗ кӗркунне эпӗ хам ҫине алӑ хума тӑтӑм…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ах-турах, ҫав Аркаша-а! — терӗ Кулине инке, хӗрӗхсенчен иртнӗ хӗрарӑм, ик пӗҫҫине шарт ҫапса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавна май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «ҫавра сӗтел» иртнӗ.

В связи с этим в Чувашском государственном университете имени И.Н. Ульянова состоялся «круглый стол».

Иван Тенюшева асӑнса ҫавра сӗтел ирттернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34042.html

Акӑ, кӑҫал вӑл хатӗрленӗ «Урмай» команда Раштав уявӗ ячӗпе иртнӗ районти турнирта 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорта парӑннӑ ҫын // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%81%d0%b ... %8b%d0%bd/

Иртнӗ ҫулта пирӗн тӑрӑхра 78 мӑшӑр пӗрлешнине регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралакансем сахал, вилекен йышлӑ // О.ФЕДОТОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/c%d1%83%d1% ... 88%d0%bba/

Иртнӗ ҫул вӗлле хурчӗ усракансемшӗн ҫӑмӑл пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Пирӗн уйрӑмри йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем иртнӗ ҫул хӑйсен ӗҫне кирлӗ пек туса пыма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Иртнӗ ҫул экономикӑпа ҫыхӑннӑ 17 преступлени тупса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Иртнӗ ҫул ҫын вӗлернипе, вӑрӑ-хурахла тапӑннипе, ирӗксӗрлесе укҫа ыйтнипе ҫыхӑннӑ преступленисем пулманнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Иртнӗ ҫул пирӗн пата тӗрлӗ ыйтусемпе 2970 заявлени килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫӗршывра чылай улшӑну пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫул сенче районти юсавпа техника предприятийӗ пысӑк вӑйпа аталанма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

«Комсомольскинчи сельхозтехника» предприяти тухӑҫлӑ ӗҫлеме пӑрахнӑранпа вӑхӑт аванах иртнӗ пулин те, ун ҫинчен паянхи кун та ырӑпа ҫеҫ асӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех