Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тин ҫеҫ шухӑша кайса ларакан Левентей халӗ пит-куҫран чӗрӗлсе, аллисемпе сулкаласа калаҫрӗ, Липа ҫине вут-ҫиҫӗм сирпӗтнӗ пек хӑюллӑн пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне вӑрмана каякансен вунпилӗк лавран тӑракан обозӗ, Кӑтра Михала ертсе пынипе, тин ҫеҫ ӳкнӗ ҫуна ҫулӗпе инҫе ҫула тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Купӑсҫӑпа пӗрле утакан ушкӑн куҫран та ҫухалнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫырма патне ҫывхарать, Укахвипе Ятман тин пусма ҫинчен анаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кӗпе ҫаннисене чавса таранах тавӑрса янӑрав Ятман чи малтан унӑн самай тулли аллисене асӑрхарӗ, кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑмӑн шултра кӳлепине куҫпа виҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле Кӗтерне инке ҫурҫӗр иртсен тин таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пур! — кӑшкӑрчӗ ӑна тин ҫеҫ сӑмах панӑ Симун, чӑтаймасӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун чухне вӑл юнашар ялти вӑтам шкултан тин кӑна вӗренсе тухнӑччӗ-ха, авӑн ҫанӑ ҫӗрте куҫне ҫӳп лекнӗрен института экзамен тытма каяйманнишӗн кулянса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Витери тислӗке картишӗнчи пысӑк купа ҫине ывӑтса пӗтерсен тин ун ӑшӗ кӑшт пусӑрӑннӑ пек пулчӗ, вӑл, лашасене утӑ антарса парса, конюхсен пӳртне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллинчи кукӑр патакне кашнинчех сивӗпе хыта пуҫланӑ пылчӑк ҫакланать, вӑл халь ура айӗнче тин сухаласа пӑрахнӑ нӳрлӗ тӑпра пек нӑтӑрт-нӑтӑрт туса пусӑрӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем пек турткалансан та, карчӑк хӗрсене пӗрер икерчӗ тутантарса пӑхтарчӗ, вара тин, Яттман вӗсене ӗҫпе чӗннӗ пулӗ тесе, кӑмака умне пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Камышинран ҫавӑн пирки тӗплӗн ыйтса тӑма именчӗ, ялтан тин ҫеҫ килнӗ, коммунист, эртел хупӑннине те пӗлмест, тейӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй тин ҫеҫ госпитальтен таврӑнать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа та тин ӗҫлеме пуҫлакансем унран час-часах канаш-сӗнӳсем ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Кремльте, мӑрсасем тин ҫеҫ пулнӑ палатӑра, калаҫу Ту енчи ҫӗр-шыв ҫинченех пычӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яхонтовран тин ҫеҫ илнӗ ҫырӑва думнӑй дворянин темиҫе хут та вуласа тухрӗ; унта иккӗленмелли, ку апла мар пуль, элчӗ пӑртак ӳстеререх ҫырнӑ пуль тесе шутлаттараканни нимех те тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тин ҫулҫӑ сарса сар хӗр пек тирпейленнӗ ҫамрӑк хурӑн ҫине ӑсан пырса ларать, хӑйӗн мӑшӑрне кӗтсе илеймесӗр ешӗл кӑчкӑна пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫӑтса ирхи апат тӑвать.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тин ҫеҫ вырӑссем иртрӗҫ Хусан патнелле, унтан вӗсене хӑваласа тутарсем хӑпарчӗҫ Атӑл тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй тин пӗве кӗрсе ҫитет-ха, ӑна арӑм тесе калама та ҫылӑх; пӗвӗ яштака, Атӑл хӑви пек; пуҫне хушпу евӗрлӗ вӑрӑм тӑрӑллӑ калпак тӑхӑннӑ, ҫийӗнче сарлака ҫанӑллӑ вӑрӑм кӗпе.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутлӑ пулчӗ хурантан тин кӑларнӑ вӗри какай, анчах сахалрах пек туйӑнчӗ, юлнӑ пек ҫӑкӑр татӑкне каялла хутаҫа чикмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун айккисем тин касӑлакан суранран пӗрхӗнсе тухнӑ юн пек хӗрелсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех