Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑ вӗҫне шур хӗлӗхпе явса питӗрнӗ.

В конец кнута были вплетены белые конские волосы.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пушӑ аврине пӑхӑрпа кӑшӑлланӑ та, пӑхӑрӗ тутӑхса симӗслене пуҫланӑ.

Кнутовище его было отделано медью, которая позеленела, будто покрылась плесенью.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пушӑ катка та пур иккен кунта.

Он заметил в сенях порожнюю кадку.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сулахай кӗтесре маччана ҫитиех пушӑ каткасемпе чӗрессем купаланса выртаҫҫӗ.

В левом углу до потолка громоздились пустые кадушки.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Тӗттӗмрен пушӑ урапа ҫулпа тӑнкӑртатса килни илтӗнчӗ.

Где-то по темной дороге прогромыхала подвода.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Сирӗн сӗтелӗр ҫинче кӗл суланчи ҫук пулсан, пушӑ сӗтел ҫинчен илсе килеҫҫӗ е илсе пама ыйтаҫҫӗ.

Если пепельницы нет, ее просят принести или берут со свободного столика.

Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӗрарӑм ҫумӗнче пушӑ пукан пулсан, вӑл арҫынна ларма сӗнме пултарать.

Конечно, если рядом есть свободный стул, то женщина может предложить мужчине сесть.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ташӑ залне кӗрсен, алӑк патӗнче тӑни аван мар, ӑҫта пушӑ вырӑн пур, унта иртмелле.

Придя в танцевальный зал, нехорошо останавливаться возле дверей, нужно обязательно входить в зал, занимая там любое свободное место.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Эсир, мӗнле сӑлтавпа та пулин кая юлтӑр пулсан, зала шӑппӑн кӗрӗр те алӑк патне тӑрӑр е ҫывӑхри пушӑ пукан ҫине ларӑр.

Если вы по какой-либо причине опаздываете, то входите в зал тихо, встаньте возле двери или сядьте бесшумно на ближайшее свободное кресло.

Кинора, лекцире, театрта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Юнашар сӗтел ҫумӗнчи пушӑ пукана илме те ҫакӑн пекех ыйтмалла.

Можно попросить и стул от соседнего столика.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӳлӗме кӗнӗ ҫын ӗҫлекен ҫын пушӑ маррине курать пулсан, вӑл пушанасса кӗтет.

Если посетитель видит, что работник пишет, считает или проверяет деньги, он ждет, пока тот кончит.

Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Икӗ алӑ та пушӑ мар пулсан, пуҫа сӗлтсе анчах илмелле.

Если заняты обе руки, то, естественно, нужно только поклониться.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Эсир пӗр алпа йывӑр япала йӑтса пыратӑр пулсан, тепӗр пушӑ алла саламлӑр.

Если вы несете тяжелый пакет — здоровайтесь свободной рукой.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Мӗнле те пулин сӑлтавпа алӑ параймастӑр (алӑ пушӑ мар) пулсан, ун ҫинчен пӗлӗше каласа каҫару ыйтмалла.

Если по какой-либо причине вы не сможете подать руки, то нужно об этом сказать и вежливо извиниться.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Алӑсем пушӑ чухне мӗне те пулин чавасран, сӗтел-пукана пӳрнесемпе шаккассинчен, пысӑк пӳрнесемпе шаклаттарассинчен, хӑлхана е мӑя хыҫассинчен, пите е сӑмса тӑррине сӑтӑрассинчен, чӗрнесене пит тинкерсе сӑнасран хӑвна пистермелле.

Отучаясь от привычек теребить что-нибудь, стучать пальцами по столу или стулу, щелкать большими пальцами, чесать затылок или за ухом, массировать руками щеки пли пальцем переносицу, демонстративно рассматривать свои ногти и т. д.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пушӑ алӑсене лӑпкӑ тытмалла.

Незанятые руки нужно держать на место.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫыннӑн ҫак туйӑмӗ пур ҫӗрте те: мӗнле пурӑннинче, шанса панӑ ӗҫе мӗнле тунинче, хӑйне ытти ҫынсемпе мӗнле тытнинче, ун йӑли-сӑлайӗнче, калаҫура, сассинче, мӗнле тумланнинче, искусствӑна мӗнле пӗлнинче, мӗнле кӗнекесене, фильмсене, спектакльсене, мӗнле музыкӑна юратнинче, хӑй пурӑнакан хваттерне мӗнле тирпейленинче, мӗнле апат-ҫимӗҫ туяннинче, хӑйӗн пушӑ вӑхӑтне мӗнле ирттернинче тата кампа туслӑ пулнинче те палӑрать.

Вкус человека проявляется во всем: в отношении к жизни, к работе, в поведении с окружающими, в привычках, в речи, тоне, одежде, в отношении к искусству, в том, какие он предпочитает книги, фильмы, спектакли, какую музыку, как он обставляет свою квартиру, какие приобретает предметы потребления, как проводит свое свободное время и даже в том, с кем он дружит.

Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тепӗр ҫыннин те сылтӑм алли пушӑ пулсан, вӗсем пӗр-пӗрин аллине тытса чӑмӑртанӑ — саламланӑ.

Если другая сторона была также мирно настроена, следовало непроизвольное рукопожатие — приветствие.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тавралӑх пӗтӗмпе пушӑ, ишӗлсе пӗтнӗ.

Камня на камне не осталось.

Геройла вилӗм // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Унта пушӑ ҫӳлӗксем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

Вдоль стен высились пустые полки.

Пирвайхи бомбӑсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех