Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Обществӑлла организацисемпе юхӑмсен, ветерансен совечӗн вырӑнсенчи пуҫламӑш организацийӗсен председателӗсем уявсене тивӗҫлӗ шайра ирттерсе ярас ӗҫе хастар хутшӑнма пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Чи малтанах Александр Николаевич Обществӑлла палатӑн хастарӗсене ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ ятпа саламланӑ, Комсомольски округӗнче пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Яваплӑ ӗҫе ачисене, тӑванӗсене явӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

1946 ҫулта киле ҫар наградисемпе таврӑнать, мирлӗ ӗҫе кӳлӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Вӑрҫӑ пуҫланни ӑна пӗтӗм ӗҫе пӑрахса яла таврӑнма хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Юрать, ӗҫе юратни, ҫынпа калаҫса чунне уҫни ӑна хуйхӑ-суйхине пусарма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Ҫак ӗҫе те Тамара чун ыйтнипе пурнӑҫлама пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Пур ӗҫе те юратса, тӗплӗн пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Мускавра пурӑнакан чӑваш юхӑмӗн хастарӗсем черетлӗ ӗҫе сӑвӑ калама юратакансемпе ҫыхӑнтарнӑ — «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Яваплӑ ӗҫе пурнӑҫлама ӑста механизатора — Николай Герасимова шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза акаҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d1%8 ... 0%b0cce-2/

Хурсем ку ӗҫе хисеплерӗҫ, анчах пӗр хурӗ мӗн те пулин пуласран сыхланса ачасене хӑвалама шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Сӑлтавне Радик никамран та пытармасть, вӑл — ӗҫе юратни тата тӑрӑшса ӗҫлени.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ҫине ҫинех ӗҫе пуҫларӗ, анчах, кашни черккенех Кузнецовӑпа шаккарӗ пулин те, ӗҫнӗ чух кашнинчех Валерия Ивановна ҫине пӑхса ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Кам каларӗ эпӗ командир хушнӑ ӗҫе тунӑ чух ҫывӑрнӑ тесе?

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Салтак-и вара вӑл командир хушнӑ ӗҫе тунӑ чух ҫывӑрса каякан!

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ӗҫе юратакан халӑх ҫураки ирттернӗ хыҫҫӑн Ҫурхи уяв уявлать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тата икӗ сехетрен сӑртлӑх леш енче вӑл симӗс ракета курма тивӗҫ, вара хӑйне хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Те эпӗ ӑна ытла та йӑлӑхтарса ҫитертӗм, те вӑл мана шеллерӗ, те тата эпӗ хамӑн хавхалануллӑ сӑмахсемпе ӑна хӑйпе те ҫӗклентерсе ятӑм, — пӗлместӗп, анчах икӗ эрне иртсен, вӑл мана ҫав ӗҫе майлаштарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

«Ҫак ӗҫе тӑваймасан, эпӗ тӗнчере чи начар ҫын пулатӑп», — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех