Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн сӑмахсене ахрӑм ярса тытрӗ те салхуллӑн шӑпланчӗ.

Эхо подхватило мои слова и грустно умолкло.

II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Ҫапла кашни утӑмра тенӗ пекех, Тарт (Дрибб, тепӗр черкке ярса парсамӑр!), шухӑшӑм ҫирӗпленсех пычӗ: хулара пӗтӗмпех ӑнланмалла мартарах, тӗлӗнмеллерех пулса пырать.

И вот на каждом почти шагу, Тарт (налейте мне еще стаканчик, Дрибб!), убеждался я, что в городе все устроено странно и малопонятно.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Эпӗ ӑна хамӑн пулӑшӑва сӗнесшӗнччӗ, тенкел ҫинчен тӑнӑччӗ те ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра вӑл паллакан ҫын, савнийӗ пулас, Эмиль ятлӑскер, курӑнса кайрӗ; хайхискер хӗрарӑма лӑплантарать, унӑн ашшӗ таврӑнни, амӑшӗ сывални пирки евитлет; вара вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче чуп турӗҫ; шӑп ҫак самантра хайхи йӗксӗк — эпӗ ӑна сӑнасах лараттӑмччӗ — пистолетне йӑпӑр-япӑр кӑларчӗ те Эмиле персе пӑрахрӗ, унтан, тӑнне ҫухатнипе ӳкекен хӗре ярса тытса, ӑна сӗтӗрсе каясшӑнччӗ, анчах эпӗ хӑвӑрт кӑна тӗллерӗм те йӗксӗке уринчен кӗрӗслеттертӗм.

Я хотел уже было предложить ей свои услуги и встал, но в это время показался ее знакомый, должно быть, жених, Эмиль, который утешил ее, сказав, что ее отец вернулся, а мамаша выздоровела; и они поцеловались при всей публике; тогда мерзавец, с которого я не спускал глаз, ловким выстрелом из пистолета свалил Эмиля и, подхватив упавшую в обморок девушку, хотел утащить ее, но я, быстро прицелившись, всадил ему в ногу пулю.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

«Ывӑлӑм, санӑн уру ылханчӑк хулана, пӗтӗмӗшпех — пур хулана та! — ярса пусмасть тесе тупа ту.

«Мой сын, поклянись, что никогда твоя нога не будет в проклятом городе, вообще ни в каком городе.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Усламҫӑ сунтӑхран эрех кӗленчи кӑларчӗ те Эноха ярса пачӗ.

Скупщик достал из сундука бутылку и налил Эноху.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

— Лӑпланӑр, — Тилли шурса кайрӗ, шухӑшламасӑрах персе ярса хӑйне палӑртрӗ.

— Успокойтесь, — Тилли побледнел и необдуманно выдал себя.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Вӑл хӑлхи ҫунаттине ярса тытрӗ те алли хӗп-хӗрлине курчӗ.

Он схватился рукой за мочку, и пальцы его стали красными.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Лаши юнпа чӑпарланнӑ курӑк ҫине ярса пусрӗ: ҫакӑ Ганэле куҫӗсене хупма хистерӗ.

Пестрая от крови трава, встреченная копытами лошади, заставила его зажмуриться.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Чахоткӑпа чирлӗ ҫын алли евӗр шурса кайнӑ Ганэль сисмесӗрех пӑшалне ярса тытрӗ, анчах вырӑнтан хускалмарӗ.

Бледный, как рука чахоточного, Ганэль машинально схватил ружье, не решаясь тронуться с места.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Тилӗрсе кайнӑран хӗремесленсе Ганэль аллине тӑсрӗ, хӑй сисмесӗрех Роэнка кӗпе ҫаннинчен ярса тытрӗ.

Красный от бешенства Ганэль протянул руку, машинально уцепившись за рукав блузы Роэнка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Гоан учӗ вӑрман хӗррипе пынӑ чухне ланкашкана майсӑррӑн лексе урине хуҫать те — киревсӗр ӗҫ хыҫҫӑн шӑпах тепӗр сехетрен вӑрра ярса тытаҫҫӗ.

Лошадь Гоана, мчась у лесной опушки, оступилась на промоине и сломала ногу; похититель был схвачен ровно через час после совершения преступления.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Тилӗрчӗк Хонс кухня ҫӗҫҫине ярса тытса ман ҫинелле ыткӑнчӗ, эпӗ алӑка васкавлӑн хупса хутӑм та ҫӑра уҫҫине пӑртӑм.

Взбешенный Хонс, схватив кухонный нож, бросился на меня, я быстро захлопнул дверь и повернул ключ.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Ҫав самантрах вӑл мана аллӑмран ярса тытрӗ.

В тот же момент он взял меня под руку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

— Дуэль америкӑлла пулать — шӑпа ярса тата кӳнтеленсемсӗр.

— Дуэль будет американская — по жребию, и без свидетелей.

Дуэль // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 318–320 с.

Вӑл малалла пӗр утӑм ярса пусрӗ, йӗрӗнекен-итлевлӗ ҫӳхе алла хӑйӗншӗн те кӗтмен ҫӗртен ярса тытрӗ те ҫавӑнтах вӗҫертрӗ.

Он сделал шаг вперед, неожиданно для себя взял тонкую, презрительно-послушную руку и тотчас ее выпустил.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Хуллен тайкалана-тайкалана сӑра хупахӗнчен ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухаҫҫӗ; урама ярса пуссанах малтан тӗрев шыраҫҫӗ, унтан ассӑн сывласа эхлеткелеҫҫӗ, шлепкине сӑмси ҫине аялах антарса лартаҫҫӗ те — ҫирӗппӗн пуснине е сивлек, е рехетлӗ сӑнпа кӑтартса килӗсене танккаҫҫӗ.

Из дверей пивной то и дело вываливались медлительные в движениях люди; выйдя, они сперва искали точку опоры, потом вздыхали, нахлобучивали шляпу как можно ниже к переносице и шли, то с мрачным, то с блаженным выражением лиц, преувеличенно твердыми шагами.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Леонӑн савӑнӑҫлӑ ҫырӑвне Бурль вуласа тухсанах ҫурса тӑкрӗ, укҫа ярса тӑма чарӑнчӗ, хӗрне ӑна, ашшӗне, яланлӑхах манма ыйтса ҫырса евитлерӗ.

Бурль прочел восторженное письмо Леоны, разорвал его, прекратил высылать деньги и написал дочери, чтобы она забыла о нем навсегда.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Хӑй кӑтартнине ҫирӗплетсе Угестон Дарле жилет тӳминчен ярса тытасшӑнччӗ, ӑна чун илли Бурль портретне вутлӑ йӗрсемпе ӳкерсе кӑтартасшӑнччӗ, анчах пулас секретарь шлепкине ҫӗклесе тав турӗ те — сарлакан та хӑвӑрттӑн утса кайрӗ, Угестон вара сӑмси айӗнчен ҫерҫи вӗҫсе тарнипе аптӑранӑ кушак евӗр тӳпепе ҫӗре саланкӑрлӑн пӑхкаласа пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӗклерӗ, сӑртсен хыҫӗнчен пӳртсен шӗвӗр тӑррисем курӑнакан Престидэй еннелле ҫул тытрӗ.

Подтвердив свое указание, Угестон хотел взять Дарля за пуговицу жилета, чтобы набросать ему огненными чертами портрет злодея Бурля, но будущий секретарь, приподняв шляпу, ударился шагать так широко и быстро, что Угестон, рассеянно осмотрев небо и землю, подобно кошке, у которой из-под носа улетел воробей, гордо закинул голову и направился к Престидэю, острые крыши которого виднелись из-за холмов.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Унтан вӑл ҫари ҫухӑрса ярса макӑрма пикенчӗ.

Затем она закричала и заплакала.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Кӗҫех туратсем вӗтелни тата кӗскелни ӑна тепӗр турат шырама хистерӗ — ун ҫине ярса пуссанах вӑл йывӑҫ вуллин ашшӗне курма май паракан енче пулать.

Вскоре расположение ветвей заставило девочку искать такую ветку, ухватясь за которую она могла бы ступить на ту сторону ствола, с какой виден Гаррисон.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех