Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этем сăмах пирĕн базăра пур.
этем (тĕпĕ: этем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн шухӑшпа ҫывӑрмасть-ши ку этем тейӗҫ.

еще подумают, почему ему не спится?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑна мар-ҫке этем ӑна ним мар пӗтерсе хума.

А он, человек-то, не муха, чтобы его — раз! — и прихлопнуть.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яшт туртса илчӗ аллине этем.

Испуганно отдернул руку.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вашт пӑрӑнчӗҫ те… этем пулса тӑчӗҫ.

И за ними появился старик которому они принадлежали.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е этем, е выльӑх кайса вилет унта.

В нее непременно попадает либо человек, либо какая животина.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ура ҫине тӑма хӑтланнӑ этем нимрен тытса ӗлкӗреймерӗ — таҫта хӑямата анса кайрӗ.

Он попытался подняться па ноги и не нашел за что ухватиться — его понесло куда-то вниз.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Нумай чухне эп хам та хам мар, темскер, этем сӳсленчӗкӗ.

— Иной раз мне чудится, что я — это и не я вовсе, а так, бродяга бездомный.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ман шухӑшпа, этем тени хӑйне хисеплеме пӗлтӗр.

— Мне кажется, надо уметь уважать себя.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, чӑвашран нимӗн те пулмасть, — пат татса хучӗ эрех ӗҫсе хӗремесленсе кайнӑ этем, хӑйпе килӗшменнисемпе ҫапӑҫма хатӗрленнӗ пек, пысӑк чышкине вӑрӑм сӗтел ҫине хурса.

— Нет, ничего не выйдет из наших чуваш, — сказал вдруг, как отрубил, раскрасневшийся от выпитого мужчина и опустил на длинный стол увесистый кулак: мол, попробуй кто со мной не согласиться!

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Нумай калаҫатӑн, этем.

— Много говоришь!

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Этем «турккӑсем» ҫине тӗлӗнерех пӑхса илчӗ те: «Тата мӗн парас?» — терӗ.

Трактирщик, удивленно посмотрев на «турок», услужливо спросил: — Что еще прикажете-с?

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗнлине-с? — терӗ этем.

— Какое желаете-с?

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳлӗме паҫӑрхи ыйхӑллӑ этем килсе кӗчӗ.

В комнату поспешно вошел детина, тот самый, что стоял за стойкой.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Стойка хушшинчи ыйхӑллӑ этем, пӗр вӑтӑрсене ҫитнӗскер, те хуҫи, те унта ӗҫлекенскер, ҫамрӑксене ҫывӑхри пушӑ сӗтелсем еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ.

Да за буфетом зевал детина лет тридцати — то ли хозяин, то ли работник. Он лениво кивнул вошедшим.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Этем мар, урампа кантур шӑшийӗ чупса иртсен ӑна та ҫӗр те пӗр куҫ асӑрхать.

Не то что человек — мышь конторская по улице пробежит, и ее не один глаз приметит.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эсӗ мӗн ятлӑ, этем

— Как зовут тебя, человек?

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ панӑ кнахвит хучӗ ҫинчи этем пек…»

Точь-в-точь как на бумажке от конфеты, что ты угостил.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эсӗ этем-и е этем мар-и?»

— Ты человек или кто?

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Урапа ҫинчен анса тармӗ-ши ку этем

— Не сбежал бы этот шайтан по дороге-то.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрун айккинелле пӑрӑнса утма тытӑнсан тин ирӗк ҫӗре лутра этем мӗкелтетсе тухать, ӳсӗркелесе пурттипе йывӑҫа шаккать.

Шахрун теперь шел неторопливо и увидел низенького человечка, с кряхтеньем постукивавшего топором по дереву.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех