Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хула тӑрӑх каллех турӑшсем йӑтса утрӗҫ, хӗрлӗрех сарӑ сюртук тӑхӑннӑ Воропонов патша портретне йӑтса пырса, ыйтрӗ:По городу снова пошли с иконами, Воропонов в рыжем сюртуке нёс портрет царя и требовал:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем, ҫиччӗн, пурте пӗрле утрӗҫ; малта Алексей, арӑмне хулӗнчен ҫавӑтса, уксахласа пычӗ, ун хыҫҫӑн Яков — амӑшӗпе тата Татьянӑпа пӗрле, унтан Миронпа тухтӑр; пуринчен кайра ҫемҫе атӑ тӑхӑннӑ аслӑ Артамонов утса пычӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Аслӑ хӗрӗ Елена, сарлака питлӗ, сарлака кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, пуянлӑха тата ӗҫкӗпе супакан упӑшкине пула иртӗнсе кайнӑскер, пачах та ют ҫын пулнӑ; сайра хутра вӑл ашшӗпе амӑшне курма пынӑ, хӑй ҫав тери хаклӑ тум тӑхӑннӑ, пӳрнисем ҫинче унӑн темӗн чухлӗ ҫӗрӗ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ку вӑл — илем валли кирлӗ темлерех япала, кукша пуҫ ҫине парик тӑхӑннӑ пек, е — асӑрханма кирлӗ япала, жулике суя сухал кирлӗ пулнӑ пек.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пуринчен ытла шӑллӗн ывӑлӗ хӑйне тарӑхмалла, йӗрӗнмелле тыткаланӑ; вӑл ӗнтӗ вӗренсе тухнӑ, темле вырӑсла мар ҫӗленӗ сӑран курткӑсем тӑхӑннӑ, ун ҫинче пӗтӗмпех ылтӑн куҫлӑхӗнчен пуҫласа сарӑ пушмакӗсем патне ҫитиех, йӑлтӑртатса тӑнӑ, вӑл куҫӗсене хӗссе, питне пӗркелентерсе калаҫнӑ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Больница хыҫӗнче вара, йӗри-тавра решетке карта тытнӑ ҫара ҫӗр тӑваткӑлӗнче, сарӑ халатсемпе шурӑ калпаксем тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫынсем ҫӳренӗ, — вӗсем ухмаха ернисем тӗслӗ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пысӑк мар, ҫӑмӑл тупӑка та ҫамрӑк тӗртекенсемех йӑтса пынӑ, ватӑрах рабочисем аяккарахра тӑнӑ, тупӑк хыҫҫӑн салхуллӑн, анчах куҫҫульсӗр, килӗшмелле мар ула-чӑла кофта тӑхӑннӑ Зинаида утнӑ, унпа юнашар сарлака хулпуҫҫиллӗ, таса тумланнӑ Седов слесарь пынӑ, аяккинче, хӑйӑра йывӑррӑн таптаса, Тихон Вялов утнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗчӗк кӑна ҫын, студент сюртукӗ айӗнчен хура кӗпе тӑхӑннӑ, тумтирне тирпейсӗр йӳле янӑ, арпашса пӗтнӗ ҫӳҫлӗ, темиҫе талӑк ҫывӑрман пекех шыҫса ларнӑ куҫлӑ, шатрасем тухса тулнӑ тӗксӗм, шӗвӗр питлӗскер, вӑл, никама итлемесӗрех, аллисемпе хыттӑн сулкаласа кӑшкӑрашнӑ, Мирон ҫинелле сиксе пынӑ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр ним каламасӑрах коридора тухрӗ, хура куҫлӑх тата хура шлепке тӑхӑннӑ ҫын ҫине пырса тӑрӑнчӗ; ҫав ҫын хупман алӑк хушӑкӗ витӗр: — Ҫапла, ҫапла, урӑх нимӗн те мар! — терӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Кӗве» — тесе шухӑшларӗ вӑл, пит те уҫӑмлӑн аса килекен хитре, чечеклӗ тумсем тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑмсен ушкӑнӗ ҫине пӑхса.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӳлӗме кӗҫех икӗ ҫын кӗчӗҫ: кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, куҫлӑх тӑхӑннӑ карчӑк тата фрак тӑхӑннӑ ҫын; карчӑк, пукан ҫине ларса, пӗр вӑхӑтрах хӑйӗн сарӑ шӑлӗсене тата роялӗн икӗ тӗслӗ клавишӗсене кӑтартрӗ, фраклӑ ҫынни сӗрмекупӑсне хулпуҫҫи патне ҫӗклерӗ, темле сарӑ тӗслӗ куҫне хӗсрӗ те, сӗрмекупӑса сӗркӗчпе касса татрӗ, вара рояль хӗлӗхӗсен хулӑн сасӑллӑ юрри ҫумне сӗрмекупӑсӑн ҫинҫе, шӑхӑракан сасси хутшӑнчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хура Степан ӑна урисенчен аялалла туртса антарчӗ, таҫталла ҫавӑтса кайрӗ: лавккасенчен, караван-сарайран перссен, тутарсен, бухарецсен ушкӑнӗ чупса тухрӗ; сарӑ халат тата симӗс чалма тӑхӑннӑ старик Петра туяпа юнарӗ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Урай ҫаврашки, ҫаврӑнса, пӗр кӗтесре пӑхӑр трубаллӑ чарусӑр музыкантсене, тепӗр кӗтесре — хора, пуҫӗсем ҫине чечек кӑшӑлӗсем тӑхӑннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тумланнӑ хӗрарӑмсене кӑтартнӑ; виҫҫӗмӗш кӗтесре, буфетри чашӑк-тирӗксемпе бутылкӑсем ҫинче, ҫакӑнса тӑракан лампӑсен ҫути палӑрнӑ, тӑваттӑмӗш кӗтесӗ алӑксемпе картланса тӑнӑ, алӑксенчен ҫынсем тӗркӗлтетсе кӗнӗ те, ҫаврӑнакан урай ҫине пусса сулкаланнӑ, аллисемпе хӑлаҫланса ӳкнӗ, таҫталла кайнӑ май хӑлхасене хупласа лартмалла ахӑлтатнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑрӑммӑн тӑсӑлакан кичем юрӑсем юрланӑ чух трактирсен чул стенисем, вӗсене пырса, пӑвса лартнӑ пек туйӑннӑ, хор хавассӑн, ҫӗкленӳпе юрланӑ чух, ула-чӑла тумсем тӑхӑннӑ маттур йӗкӗтсем юрланӑ чух — стенасене ҫил силлентерсе сарса пынӑ пек пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пуринчен ытла ӑна «юрлакан чун» тенӗ сӑмахсем килӗшнӗ, вӑл сӑмахсене темле пит те тӗрӗс, хурлӑхлӑ япала пулнӑ, вӗсем ҫакӑн пек картинӑпа пӗтӗҫсе тӑнӑ: шӑрӑх кун Дрёмов хулин ҫӳп-ҫаплӑ урамӗнче ҫӳллӗ, кӑвак сухаллӑ, вилӗм пек ырхан старик тӑрать, вӑл шарманка аврине ывӑнчӑклӑн ҫавӑрать, шарманка умӗнче лӳчӗркенсе пӗтнӗ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ пӗр вуник ҫулхи хӗрача, пуҫне ҫӗклесе, куҫӗсене хупса, пӗтӗм вӑйне пухса, чӗтрекен сасӑпа юрлать:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав пур шӑв-шава цилиндр тата сюртук тӑхӑннӑ кӑтра пуҫлӑ пысӑк ҫын вӗретсе пӑтратса тӑчӗ; унӑн хырнӑ кӑвак пит-куҫӗ ҫинче тӑмана куҫӗсем пек мӑкӑрӑлчӑк куҫсем пулнӑ; вӑл ҫын хулӑн тутисене чаплаттарса, Артамонова ыталаса, тӗрткелесе кӑшкӑрнӑ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл хӑйӗн шӑллӗ тенкел ҫинче, ҫамрӑк ҫӑкасем хушшинче ларнине курчӗ; ун умӗнче, темле палланӑ ӳкерчӗк ҫинчи пек, турра кӗлтӑвакансем вунӑ-вуникӗ ҫын вырнаҫнӑ: хулӑн пиртен ҫӗленӗ пальто тӑхӑннӑ, кипке татӑкӗсемпе чӗркенӗ урине резина ботик ӑшне чикнӗ хура сухаллӑ купец; скопец-улшуҫ евӗрлӗ самӑр старик; салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, сарлака янахлӑ, пулӑнни пек куҫлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ йӗкӗт; Дремовӑри пекарь Мурзин — ӗҫке ернӗ тата ҫапӑҫма юратакан ҫын — вӑрӑ судья умӗнче тӑнӑ пек, юпа евӗрлӗ хытса тӑрса, хӑйӑлтатакан сасӑпа калаҫнӑ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кашта пек тӳрӗ те вӑрӑм, ачанни пек пӗчӗк те нӗрсӗр пуҫлӑ, хӗвелпе ҫунса сӑнсӑрланнӑ тата лӳчӗркенсе пӗтнӗ скуфейка тӑхӑннӑ привратник хапхана уҫрӗ те, тытӑна-тытӑна, антӑхса кайса мӑкӑртатрӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пур манахсем те Никодим атте ҫине хисеплесе пӑхни палӑрнӑ; настоятелӗ — темӗн пысӑкӑш, ырхан, ҫӑмламас, хӑрах хӑлхи илтмен ҫын — ряса тӑхӑннӑ шуйттан сӑнлӑ пулнӑ; Петр ҫине хӑйӗн хура куҫӗсемпе хӑрушла пӑхса, вӑл ытлашши хыттӑн каланӑ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл хулпуҫҫи ҫине чӗрӗ пиртен ҫӗленӗ пальто уртса ячӗ, аллине Алексей панӑ парнене — чӑмӑр пуҫлӑ туяна (туйи вӗҫӗнче кӗмӗлтен тунӑ кайӑк лаппи малахитран тунӑ ҫаврашка тытса тӑрать) илчӗ те, хапха хыҫне тухса, ывӑҫ тупанӗ айӗн юханшыв еннелле, сӑрт ҫине пӑхрӗ, — унта, йывӑҫ айӗнче, шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ Илья выртнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.