Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрелле ӳкекен Буратинона Артемон малти урисемпе ярса тытрӗ те пӳрте ҫӗклесе кайрӗ…

Артемон подхватил передними лапами падающего Буратино и отнёс его в дом…

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑл пит-ҫӑмартисене аллисемпе ярса тытрӗ те: — Ах, ах, ах! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Она приложила ладони к щекам и вскрикнула: — Ах, ах, ах!

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Пӗри Буратинона пуҫӗнчен ярса тытрӗ, тепри — урисенчен.

Один схватил Буратино за голову, другой — за ноги.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Буратино ҫавӑнтах унӑн урисем хушшинчен тухса тарма шутланӑччӗ, анчах хуҫи тимӗр туя ярса та тытрӗ.

Буратино сейчас же хотел прошмыгнуть мимо его ног, но хозяин схватил вертел.

«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Кӑштах лӑпланса, Джузеппе савине алла тытрӗ те, унӑн тимӗрӗ лӑп виҫеллӗ, — ытлашши те мар, сахал та мар, лӑп виҫеллӗ кӑна вырнаҫса лартӑр тесе, ӑна хыҫал енчен мӑлатукпа верстак ҫине хурса савапа чар! туртса илчӗ кӑна…

Немного успокоясь, Джузеппе взял рубанок, стукнул молотком по задней его части, чтобы в меру — не слишком много и не слишком мало — вылезло лезвие, положил полено на верстак — и только повёл стружку…

Джузеппе столяр аллине этем сассипе ҫухӑракан вут сыппи лекнӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Урай варринче ҫаврӑнса-пӗтӗрӗнсе, акатуйӗнчи кӗрешӳҫӗсем евӗр пӗр-пӗрне ҫавӑрса ҫапма сыхласа, ҫиеле тухма ӗмӗтленсе, ӗҫме-ҫиме юлашкисемлӗ сӗтел патнелле чакса-чакса пычӗҫ те вӗсем — Виталий хӗрринерех ларакан сӑра тултарнӑ стаккана яп! ярса тытрӗ те чаш! сапрӗ Бонапарта питрен.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Час яртарт-тарап сана тенкелпе! — паҫӑртанпах амӑшӗпе ывӑлӗ хушшинчи уҫҫа-хуппа куҫ уҫмасӑр тӑнласа выртаканскер, лешӗ, шӗвӗрри, ҫапанах тесе хастарланса кравать умне капламлансан, ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗлт ҫеҫ сиксе тӑрса, Виталие кӑкӑрӗнчен ҫулса та тытрӗ Бонапарт.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тытрӗ те Виталие аллинчен пӳртрен кӑларса яма, вӑйпах алӑк патнелле сӗтӗрме-сулӑнтарма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Атя-ха, калаҫар ларса, — йӗкӗте хулӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ те вӑл вӑйла тенӗ пекех хапха умне, сылтӑм кӗтессе чавса ҫирӗплетнӗ вӑрӑмах мар тенкел патне тан-кӑлтаттарса пычӗ ӑна, тенкел ҫинчи юрне ҫӗлӗкпе сӑвӑрам пекки туса, вырнаҫма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӗнмен-тӗк, ҫӳретӗн-тӗк намӑссӑрланса — ҫӳрех, ҫӗлех питне кӗҫҫе! — чарасла, Виталие кӗрӗкӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ Дина.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫырма тӗпӗнчен тӳреме хӑпарса, Анат Сӑрмӑшалла ҫул тытрӗ

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тилхепене хальхинче Матви тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӳкесрен Елькка пырса тытрӗ ӑна хулӗнчен.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Малалла лаша чупнинчен те хытӑрах ыткӑнса, пӗкӗ тӗлӗнчи сӳсмен пӑявӗнчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чалак, арҫын пӑркӑчне туйнипе, тилхепе витӗмне те пӑхӑнма пӑхрӗ пек малтанлӑха, — енчен енне пӑркаланса туртса пӑявӗсене лачӑртаттарчӗ, сӳсмене, йӗнерчӗке лӑскарӗ; ҫирӑп ҫыхманран — хырӑмай чӗнӗ патлатса вӗҫерӗнчӗ, — унтан, капла хӑтланнипе усси-самайӗ ҫуккине кура, тата пӗрре вирхӗнме пикеннӗ ҫуни анаталлах тӗртнӗ-сулӑнтарнӑран, тытрӗ те, тилхепе тимлӗхне хартлатса-пӑрахӑҫласа, сиктере пачӗ сиккипе.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кӳр, пулӑшам! — хӗр пупленӗ, ӗҫленӗ хушӑра нимӗн те чӗнмен, шарламан Матви ҫӗклеме стайлӑн пырса тытрӗ, витрине хӗр хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Елькка тепӗр кӗреҫе ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пар-ха кунта, — грузовик ҫывӑхне пырса тӑнӑ ҫынсемпе ытлашши кӑсӑкланмасӑр, ҫӗре тӑрӑнтарнӑ кӗреҫене ярса тытрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тилхепине Матви тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах эпӗ ҫав ҫынпа тӗл пулас мар тесе иртерех тӑма пуҫларӑм, ҫапах та пӗр виҫ-тӑват кунтан ӑна куртӑмах — вӑл крыльца умӗнче ларса, хӑй умӗнче, чӗрҫи ҫинче выртакан ҫутӑ та кӑвак кушака ачашласа ларатчӗ; эпӗ ун патне пӗр виҫ утӑма ҫывхарса ҫитсен, вӑл сиксе тӑрса кушака урисенчен ярса тытрӗ те, хӑмсарса ярса ӑна пуҫӗпеле тумба ҫумне нӑч! тутарчӗ, ман ҫинелле ӑшӑ япала сирпӗнчӗ, кушака ман ура патнелле печӗ те, вара пӗчӗк алӑкӗ тӗлне тӑрса: — Мӗн? — терӗ.

Но я стал вставать раньше, чтобы не встречаться с этим человеком, и все-таки через несколько дней увидел его — он сидел на крыльце и гладил дымчатую кошку, лежавшую на коленях у него, а когда я подошел к нему шага на три, он, вскочив, схватил кошку за ноги и с размаху ударил ее головой о тумбу, так что на меня брызнуло теплым, — ударил, бросил кошку под ноги мне и встал в калитку, спрашивая: — Что?

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех