Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тамаша, мунчана ют арҫын патне кӗресси кӑна юлнӑ ман», — шухӑшларӗ хӗрарӑм, пӑрӑнчӗ те уттара пачӗ айккинелле.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗччен арҫын пурнӑҫӗ… хӑвӑр пӗлетӗр… — терӗ ҫавӑнтах Сӑпание:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хыҫал енчи чӑтлӑхран тухса, Мӗтрипе Сӑпани патне вӑрӑм сухаллӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ арҫын пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темскер кӗмсӗрт-кӗмсӗрт! турӗ урайӗнче, унтан, ахлатса, чӑнахах упа евӗр пӑлатна арҫын майӗпен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах йӑл кулса илчӗ: ара, пустуй айӑплать-иҫ хӑйне, ӗмӗтленнӗ упӑшка е еркӗн арҫын кӑна тейӗпӗр ҫумра пулас-тӑк, пач урӑхла пурӑнмалла вӑл, тупата, апатне те чи тутлине пӗҫермелле, тумтирне те чи чаплине тӑхӑнмалла…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Эй, хӗрарӑм, — хӑйне хӑй ятларӗ вӑл, — упӑшка ҫинчен ӗмӗтленен ху ҫаплах, анчах хӑш арҫын пурӑнтӑр санпа, тулӑксӑрскерпе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тинтерех йӑлана кӗрсе пыракан вырӑс фуфайки, хура тӗслӗскер, хӑмӑр аркӑллӑ сатин кӗпе айне арҫын шӑлаварӗ, урана кирза атӑ тӑхӑннӑ, пуҫа, хӑлха лайӑх илттӗр тесе каялла ҫавӑрса, пысӑках мар ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ Сӑпани, тепӗр тесен, кашкӑр ҫемйи вырӑнта пулмасан та ҫырлахатчӗ-и, тен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Петр Никифорчӑ, а ҫапах та ку ӗҫ каллех нэпмансен аллине кӗрсе ӳкмест-и? — ӑна пӳлсех ыйтрӗ пӗр арҫын.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ӑҫтан пурне те ӑнлантарса пӗтерӗн ҫак кӑвак куҫлӑ, арҫын ӗҫӗпе аппаланакан тӗлӗнтермӗш хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрех палласа та илеймӗн хӑйне: тутӑрне каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫинҫе те пиҫӗ пилӗкне, лавкка пусминчен ҫӗлетнӗ хӑмӑр кӗпепе чӗнтӗрлӗ кӑвак саппун ҫийӗн, арҫын чӗн пиҫиххине ҫыхса янӑ, урине сӑран атӑ тӑхӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сан пек арҫын ӗмӗрне курман эпӗ, чунӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пиччӗшӗнчен унччен те кӑшт ҫӳллӗрехчӗ-ха вӑл, анчах хӑрпӑкрахчӗ, халӗ вара сарӑлса тӗрекленнӗ, чӑн-чӑн арҫын пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тантӑшӗсем пекех, вӑл та пуртӑ-мӑлатук йӑтса тухӗччӗ, хуҫалӑхри хуралтӑсене ӑна та кӑна юсӗччӗ, арҫын алли ыйтакан ӗҫ килте темӗн чухлех-ҫке.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уравӑшран килнӗ арҫын юпӑнчине хывса пӑтаран ҫакрӗ те… милиционер пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри вара пысӑках мар самӑр арҫын, кӗнӗ-кӗмен, хӗсӗк куҫне пушшех хӗссе, пӳртре ларакансене чӑл-чал пӑхса тухрӗ, сарлака пичӗ ҫинчи пуклак сӑмсине, лешӗ ҫумӑрпа йӗпеннӗрен-ши, алӑ тӳрчӗпе шӑлкаларӗ, пӗр-иккӗ нӑшлатса илчӗ, вара тин ҫинҫерех сасӑпа сывлӑх сунчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрремӗшӗнчен, виҫӗ арҫын ӑна пурпӗрех ҫӗнтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи картишӗнче арҫын такама ӳкӗтлесе тем калани илтӗнчӗ, унччен те пулмарӗ — хӗрарӑм шари! ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех вӗсем патне хаяр сӑнлӑ, питне ҫӑра сухал пусса илнӗ лутра хура арҫын пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак пӗчӗкҫӗ уҫланкӑра ӗҫсе-ҫисе ларакан виҫӗ арҫын, нервӑн кашни хӗлӗхне хыттӑн карӑн тарса, пӗр-пӗрне тӗпчеҫҫӗ тесе никам та калас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, хаклӑ юлташ, кӑтарт япалусене, — шухӑшсене тартса ыйтрӗ кӗнӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех