Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килте сăмах пирĕн базăра пур.
Килте (тĕпĕ: килте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн килте эпӗ тахҫантанпах шыракан марка пур иккен!

У вас оказалась как раз та марка, которую я так давно ищу!

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тарӑхнӑскер вӑл ӳлесе яма хатӗр, анчах ним тума та ҫук, урса кайнӑ ӗнене килте тытаймастӑн вӗт-ха.

Он готов был взвыть от досады, но другого выхода не было, бешеную корову держать нельзя.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Йывӑҫ кӗреҫе вара, кӑмакана ҫӑкӑр лартмаллискер, килте те, Катхультра, пур.

Да деревянная лопата для хлеба, точь-в-точь такая же, как у них дома, в Катхульте.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эсӗ килте юлсан тата та лайӑхрах пулмалла та, — терӗ вӑл, пушшине вылятса илчӗ те, лав картишӗнчен тухса кайрӗ.

— Лучше всего тебе просто остаться дома, — сказал он, щёлкнув кнутом, и они укатили со двора.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пирӗн килте ҫеҫ мар, пӗтӗм Смоланд округӗпе шырасан та пӗр татӑк тупаймастӑн, — терӗ Эмиль.

Не только у нас, но и во всём Смоланде сейчас не найти ни куска, — подхватил Эмиль.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та вӑл унта ещӗк мар, пӗрене те мар, килте тунӑ кӑлпасси шыраса тупрӗ.

И знаешь, она там и в самом деле кое-что нашла, но не ящик и не бревно, а домашнюю колбасу.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Урӑх апат-ҫимӗҫ вара ҫак килте, чӑнах та, юлман.

А другой еды в доме уже нет.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапла каларӗ пулин те Эмиль хӑй те пӑшӑрханса илчӗ, уяв вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫак килте пӗр тӗпренчӗк те юлмасси халех паллӑ.

Но Эмиль всё же немного встревожился: было уже ясно, что после окончания праздника в доме не останется ни крошки.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Малтан ачасене пӑхма килте Линӑна хӑварасшӑнччӗ, анчах та лешӗ паян иртенпех нӑйкӑшать, унӑн Скорптхультран инҫе мар пурӑнакан амӑшӗ патне кайса килмелле имӗш.

Сперва было решено оставить дома Лину, чтобы она присмотрела за детьми, но та с раннего утра канючила, всё твердила, что ей надо проведать мать, которая живёт неподалёку от Скорпхульта.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Килте калаҫмалла пулсан вара ҫакнашкал ҫитменлӗхсем пӗрре те пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен калаҫма кирлӗ япаласем килтех, ал айӗнчех пулаҫҫӗ.

А при разговорах в домашней обстановке все подобные затруднения легко устранить.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Сирӗн килте ҫимелли мӗн те пулин пур-и? — ыйтрӗ вӑл халӗ те бургомистр сачӗ патӗнче тӑракан Готтфридран.

— У вас в доме есть какая-нибудь еда? — спросил он Готтфрида, который всё ещё стоял у забора бургомистерского сада.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль амӑшӗ килте хатӗрленӗ тутлӑ кӑлпасси илсе килессе Петрель-фру лайӑх чухлать.

Мама Эмиля всегда приносила с собой в подарок фру Петрель прекрасную домашнюю колбасу.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Тепрехинче хулана кайма пуҫтарӑнсан эп ӑна пӗрле илместӗп, килте хӑваратӑп, лартӑр хӑйне мӗнле тытмалли пирки шухӑшлатӑр.

— Вот поеду в другой раз в город, оставлю его дома, пусть подумает, как себя вести.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл Эмиле аллинчен ҫавӑтрӗ те ӑна хӗрарӑмсем килте тунӑ канфет сутнӑ ҫӗрелле ертсе кайрӗ.

Он взял Эмиля за руку, повёл его к рядам, где какие-то тётки продавали самодельные конфеты.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Паян ҫӗр ҫине пысӑк комета ӳкет теҫҫӗ, манӑн таҫта мурта мар, Леннибергра, хамӑн килте, вилес килет.

Говорят, сегодня на землю упадёт большая комета, а я хочу умереть у себя дома, в Лённеберге, а не бог знает где!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ вӗсен азбукине вӗрентӗм те йывӑрах мар предложенисене вулама пултараттӑм; ӑна мана Глюмдальклич хамӑр килте чухне тата ҫул ҫинче пушӑ вӑхӑтра вӗрентрӗ.

Мало того, я выучил азбуку и мог читать нетрудные фразы. Этим я был обязан моей Глюмдальклич, которая занималась со мной дома, а также во время путешествия.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман хуҫа ҫак ӗҫрен пит лайӑх тупӑш илетчӗ, мӗншӗн тесен мана килте кӑтартнӑ чух куракан пӗр ҫемье анчах пулсан та маншӑн яланах пӗр пӳлӗм халӑхран илекен хакпах укҫа илетчӗ.

Мой хозяин наживал на этом хорошие деньги, так как, показывая меня дома, он всегда требовал плату за полную залу, хотя бы в ней находилось только одно семейство.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана канса вӑй кӗрсе ҫитиччен виҫ кун иртрӗ, ҫитменнине мана килте те канӑҫ памарӗҫ.

Мне понадобилось целых три дня, чтобы отдохнуть и прийти в себя, тем более что и дома я не знал покоя.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ик сехете яхӑн ҫывӑрнӑ, тӗлӗк курнӑ: эпӗ килте пек, хам ҫемьепе пӗрле пек.

Я проспал около двух часов; мне снилось, что я дома, в кругу семьи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эмильпе унӑн йӑмӑкне Идӑна килте Крюсе-Майипе хӑварчӗҫ.

А Эмиля и сестрёнку Иду оставили дома под присмотром Крёсе-Майи.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех