Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каялла сăмах пирĕн базăра пур.
Каялла (тĕпĕ: каялла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ тарӑхнипе Тимафи сӑмах хушиччен: — Кӑткӑсем пирӗн пек катӑк ӑспа шухӑшламаҫҫӗ. Хайсен кил-ҫуртне никама аркаттармаҫҫӗ. Ӑна ҫӗмӗрсен те часах юсаҫҫӗ. Халӗ эпир унта утса ҫитнӗ ҫӗре хӑйсен йӑвине каялла куҫарса пӗтереҫҫӗ те пулӗ. Ухмах мар вӗт вӗсем чӗрӗ тунката ҫине куҫарнӑ йӑвара хӗл каҫма, — терӗм чӑтаймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫывӑхри яла ӗҫпе кайсан та каялла килнӗ чух вӑрмана кӗрсенех киле ҫитнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Иккӗшӗн ҫинчен каланипе, хӑйне те черет ҫитессе сиссе-ши, хайхи пирӗн ушкӑнра ларакан Микула Илюшӗ каялла шӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кайсан, кил-ҫурт валли мӗн те пулин тупсан, хӑвӑртрах каялла васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каялла кайма пуҫласан, вӑл каллех ман ума пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӑҫал лартатпӑрах тесе, виҫӗ кун каялла пирӗн патран мӗнле лайӑх йывӑҫсем илсе кайрӑр?!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кирук, лашана кӑштах кантарсан, каялла кайма пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Бригадир урӑх сӑмах чӗнмесӗр рет тӑрӑх утса каять, пӗшкӗнсе ларса ҫулҫӑсене тытса пӑхать, унтан тепӗр рет хушшине куҫса каялла таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Тен, каялла ҫак ҫулпа таврӑнма тивӗ?

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫавӑрас та машинӑна каялла… калас Аньӑна: «Эпир санпа пӗр мӑшӑр пулма ҫуралнӑ, пӗр мӑшӑр!» — теес.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Пӗр виҫӗ кун каялла кӑна Шупашкартан таврӑнтӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Юлашкинчен Коля тӑруках каялла ҫаврӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Павел Семенович, стартера пӗр хушӑ ӳлеттерсен, каллех каялла тухса моторпа чылай вӑхӑт аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Акӑ вӑл лавне тӳнтерсе пуслӑхне хучӗ те, каялла таврӑнса, Прохор Степанович патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Уйӑх каялла манӑн редакци ӗҫӗпе Шупашкартан Хурамала кайса килме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Талӑкран каялла таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тахӑшӗ кӗленчене ҫӗклет, каялла хуҫине тавӑрса парать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Сӑмсине шыва чикнипе мамӑкӗ йӗпенет те каллех ӑна каялла туртса тӳрлетсе лартать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Сӑмах чӗнмесӗр каялла васкать вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Икӗ эрне каялла ҫеҫ пытартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех