Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2017-мӗш ҫултанпа патшалӑх айӑпланӑ ҫынсене ӗҫе явӑҫтарас тата обществӑна юрӑхлӑ ҫынсем тӑвас тесе юсав центрӗсем йӗркелеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Тинех вӑхӑт ҫитрӗ, проект докуменчӗсене экспертиза витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн подрядлӑ организаци тӳрех ӗҫе тытӑнма шутлать.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

«Земство фельдшерӗ» тата «Земство тухтӑрӗ» программӑсемпе иртнӗ ҫул ҫеҫ 191-ӗн аякри ялсемпе хуласене ӗҫе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха сиплев пулмалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60567

Наци проектне пурнӑҫламалла, кадрсемпе тивӗҫтермелле, цифра ҫине куҫармалла тата ытти те – нухрата ҫак енсемпе ытларах ӗҫе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха сиплев пулмалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60567

Уголовлӑ ӗҫе тишкерме республикӑн Аслӑ судне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Следстви комитечӗн Ҫӗрпӳри пайӗ Тутарстанри Зеленодольск хулин арҫынни тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Пулӑшасси - вӗсен тивӗҫӗ, анчах ҫак ӗҫе хӑшӗсем ытла та ячӗшӗн кӑна тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ Николай Смелов, демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнчи Ишекри шкулта математика вӗрентсе пурӑннӑскер, йӗркеленӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ертӳҫӗсем ку ӗҫе вырӑнти хыснаран укҫа ӗҫлесе илессишӗн мар, ял-йыш валли ҫул уҫӑ пултӑр тесе пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Паян Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви регионсемпе пӗрле ку енӗпе ӗҫе тухӑҫлӑ йӗркелесе пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Ҫак ӗҫе вара ял-салара, хулара пурӑнакансем тӳрремӗнех хӑйсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшакансене тата ҫак ӗҫе хӑйсен тӳпине хывакансене РФ сенаторӗ Николай Владимиров, Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов тата муниципалитет пӗрлешӗвӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Ӗҫе, ҫын куҫне курӑнман ӗҫе, яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн, ҫӗршыври пурнӑҫ кунсеренех лайӑх енне улшӑнтӑр тесе тӑрӑшнӑшӑн тав сире, ӗҫтешсем, - терӗ Олег Алексеевич пухӑннисене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Хамӑн ӗҫе, чӑннипех, юратса пурнӑҫлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Тӑшмана парӑнтарас ӗҫе Чӑваш Ен те пысӑк тӳпе хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ӗҫе нумай пулмасть, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ӗҫе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗ пулӑшнипе сцена ҫине кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Ку ӗҫе ирхине 3 сехетрен тӑваттӑччен йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран сыхланар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61068

Республикӑра талӑкне 8 000 гектар ҫӗре ӗҫе кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Пӗлтӗр ҫак вӑхӑт тӗлне 3 000 гектар ҫӗре ҫеҫ ӗҫе кӗртнӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех