Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ йывӑҫ хӑмаран ҫапса тунӑ пур лавккасем, ларёксем умӗн те ҫаврӑнса тухрӗ, чунӗ кӗленине тивӗҫтерекен ҫуллахи ҫи-пуҫ, атӑ-пушмак пӑхкаларӗ, аш павильонӗнче те пулчӗ, пӗр тӗлте, укҫа тӳлесе, стакан морс ӗҫрӗ, вара каллех урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ир-каҫ Ула Тимӗр виҫӗ ҫухрӑмри поселокри хӑмасенчен ҫапса тунӑ пӗр кивӗ, хӑлтӑ-халтӑ баракра (улттӑн пӗр пӳлӗмре) выртса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина пӗтӗм шкул шайӗнче ирттернӗ наука конференцийӗнче Сатурн таврари ункӑсем ҫинчен тунӑ, ку тӗлӗшпе тӗн вӗрентӗвӗн «суя» догмачӗсене «тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан» доклада Ула Тимӗр ӗмӗрлӗхех ас туса юлчӗ (каярахпа, ӗнтӗ Ула Тимӗрпе ҫемье ҫавӑрсан, Полина ҫакӑн ҫинчен те пӗлтерчӗ: вӑл ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарнипе Ҫӗр спутникӗн Уйӑх фазисем епле ылмашӑнса тӑнине те уйрӑм тетраде ҫырса пынӑ иккен).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑҫта пулнӑ вӑл, кам мӗн тунӑ унпа — кун ҫинчен ашшӗ те, ыттисем те нимӗн те каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Парттисем ҫинче — линиленӗ икшер шурӑ хут листи, юман ҫӑпанӗнчен тунӑ чернил тултарнӑ пӗчӗк савӑтсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла пулсан, мӗнле тӗллевпе Турӑ этеме хӑй евӗрлӗ тунӑ…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑх ҫӑмарта тунӑ вӑхӑтах выртрӗ вӑл сӗлпӗрленсе, кӑтӑш тӗнк пулса, ҫав талккӑма ӑс-тӑнне те, сисӗм-туйӑмне те, шултӑрканӑ, йынӑшакан шӑмшакне те, сӑрӑлтатсах суракан урисене те, тӗлкӗшекен аллисене те черетсӗр канӑва ярса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк хыҫалта, Ула Тимӗр хӑй тин ҫеҫ юлашки вӑйне пухса тӑрмаланса хӑпарнӑ вар тӗпӗнче, шарт! тунӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр катмар, вирт-вирт кукамайлӑ, купчашка, йӑпӑшланса ӳсекен хыр (ун ҫине тӗл-тӗл сухӑр тапса тухнӑ) тӗлне ҫитсен, арҫын, куҫӗпе ҫак йывӑҫа тирӗнсе, сасартӑк чарӑнса тӑчӗ: вулли ҫине, йӑрӑм-йӑрӑм картласа, кӗтеслӗ йӗрсем тунӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш блогерӗсем чӑнах та пултаруллӑ, кашнийӗ ҫынсене хӑйевӗрлӗхӗпе илӗртет: пӗри илемлӗ видеопа, тепри хӑй тунӑ ӳкерчӗкпе, виҫҫӗмӗшӗ ӑслӑ шухӑшпа, тӑваттӑмӗшӗ сӑвӑсем ҫырса.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Автономи 2022 ҫулта еплерех ӗҫлени пирки тата 2023 ҫулхи плансем ҫинчен автономин улшӑнми президенчӗ Геннадий Храмов доклад тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn

Женя, ун юлташ хӗрӗ пулнӑскер, Тамарӑна хӗрачине ят ҫыртарнӑ чухне хреснамӑшӗ тунӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн правительство награда парса чыс тунӑ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Очерк ҫырса пӑхрӑм, малтанлӑха никама та шарламарӑм, халӗ калам ӗнтӗ, ырланӑ ман ӗҫе, пичете ямалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хам ӑсталаса тунӑ вӗри детале алӑ тупанӗ ҫинче сиктерӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Иртнӗ уйӑхра та брак тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе тухманччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сана, кӳршӗ хӗрне, хӑҫан хур тунӑ эпӗ?

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Апат хыҫҫӑн самантлӑха мастерсен пӳлӗмне пуҫтарӑнӑпӑр, — Иван тунӑ детале виҫсе пӑхрӗ Ревлен Петрович, — рабочисемпе калаҫмалли пур.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Корнеев тунӑ пекки, — васкамасӑр каласа хучӗ ача.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Енчен те малтан ялти ҫула, уй хапхине ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса тунӑ пулсан — халь ку ӗҫе ял администрацийӗ пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех