Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырра кӗлетсене кӗркуннех тасатса-типӗтсе кӗртсен тӗрлӗ чир-чӗр ерес хӑрушлӑх чакать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Пӗр сӑнӳкерчӗкех пӗриншӗн пӗр тӗрлӗ, теприншӗн урӑхла курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Мӗн тӗрлӗ ят шыраса тупмарӗҫ пулӗ вӗсем!

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Архиври тӗрлӗ ҫулсенчи фотосенче пуринче те пурнӑҫ вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Тӗрлӗ фигурӑсене пӗрлештерсен хӑнасем пысӑк форматра текст вуланипе пӗрлех «Раҫҫей» куравпа, Чӑваш енпе, Вӑрнарӑн хитре вырӑнӗсене сӑнлакан ӳкерчӗксемпе паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Унта Чӑваш енре пурӑнакансем, ҫуралса ӳссе тӗп хулара тӗпленнисем кӑна мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗн хӑнисем хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Мускав хӑнисене «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатпа пӗрле «Хыпар», Шупашкар тата Ҫӗмӗрле округӗсен «Тӑван ен» тата «Малалла» редакцийӗсем те тӗрлӗ мелпе хавхалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Курав хӑнасене тӗрлӗ интерактивсемпе илӗртет.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Куракансене ҫамрӑк артистсем тӗрлӗ ташӑсен хӑйнеевӗрлӗхне кӑтартса савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Тӗрлӗ номинацисем пулни ачасен творчествӑлла пултарулӑхне аталантарма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Эпӗ ҫурт умӗнче тӑратӑп – урампа хурӑн ҫулҫипе усӑ курса тӗрлӗ майлӑ сас кӑларса тата шӑхӑркаласа пӗр ача утать.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Тӗрлӗ ҫулсенче коллектива ертсе пырас ӗҫе Михаил Воронцов, Александр Миллин хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Отрядсен пултарулӑхне тӗрлӗ номинацисенче хакларӗҫ, кашни отряда дипломсемпе чысларӗҫ, никама та уйӑрса хӑвармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине халалласа, вӑрҫӑ тата тыл паттӑрӗсене асӑнса округри шкулсенче, кадет класӗсенче ӑс пухакансем — лайӑх паллӑсемпе вӗренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — хӑйсене тӗрлӗ енлӗн кӑтартрӗҫ, юрӑсем шӑрантарса, ялавсем ҫӗклесе ушкӑнӑн-ушкӑнӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

Ӑс-хакӑл ҫивӗчлӗхне ӳстерме тата пултарулӑхне аталантарма тӗрлӗ предмет олимпиадине, конкурса хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ҫитменнине тӑшман тӗрлӗ хӗҫ-пӑшалтан персе тӑнӑ вӑхӑтрах лини татӑлнӑ 7 вырӑна сыпнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Асӑннӑ конкурса тӗрлӗ ӳсӗмри шкул ачисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем ҫинчен 1,5 пин ӗҫ тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ҫавна май комисси йышӗнчи тӗрлӗ тытӑмри специалистсен ҫамрӑксен сывлӑхне кура вӗсем мӗнле ҫар чаҫӗсене кайма юрӑхлине татса пама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Ман шутпа, — хушса хучӗ каярахпа, — сире те пӑсмасть унашкал тӗрлӗ тӗслӗ, лайӑх шӑршӑллӑ хут.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Павӑл темле капашсӑр пысӑк, тӗрлӗ тӗслӗ кӑтартакан телевизор туянса лартрӗ те: «Акӑ — сана театр! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех