Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те тул ҫуталса килет, те тин ҫурҫӗр ҫитнӗ, те вӑл хӑйсен хирӗнче уйра, те юр уйра — Яриле нимӗн те пӗлмест.

То ли уже светает, то ли только полночь наступила, на своем он поле или чужом — Яриле ничего не знает.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрӗнкӗ пулсан та ҫын ӑсне ҫитерет: вӑл хуллен кӑна сӑнаса тӑрать, ушкӑнтан Лӗхтинккапа Шахруна палласа илет те лешсем тухса кайсан тин стараста патне чупать.

Приглядевшись, признал среди грабителей Лехтинку и Шахруна и, как только они ушли с ворованными товарами со двора, побежал к старосте.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен ури сассисем илтӗнми пулсан чылайран тин униче патне ҫамрӑксем пуҫтарӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Когда шагов их не стало слышно, молодежь мало-помалу снова стала собираться к околице.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утара ситсе пуртӑпа ҫапа-ҫапа салатлӑ вӗллесене курсан тин Ухтиван сасартӑк тӗлӗнсе чарӑнса тӑчӗ, тарӑхса кайрӗ.

Но когда Ухтиван увидел разбитые топором в мелкие щепки улья, он чуть было не задохнулся от жгучей обиды.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫҫӗмӗш хӗлӗх сасси илтӗнсен тин сӗрме купӑс хӑюллӑн янӑрама тытӑнать, ҫемӗ ҫитмӗл те ҫичӗ кукӑр туса малалла ыткӑнать, ҫунатланса каять, шыв сиккине пырса кӗнӗ пек кӗрлет.

Потом заговорила третья, и зазвучала мелодия увереннее, смелее забурлила, словно полая вода весной…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

…Кантуртисем хӑйсенчен иртсе виҫҫӗмӗш киле кӗрсен тин Ухтиван ушкӑна пырса хутшӑнчӗ.

…Конторщики ворошили уже третий дом от старика Яриле, когда появился Ухтиван.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яриле старик патне вӗсем каҫ пулас умӗн тин пырса кӗчӗҫ.

К старику Яриле начальство пожаловало под вечер.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кантуртисем пӗр-ик кунтан тин килеҫҫӗ тесе суйрӗ Ивук.

Ивук и тут соврал, что волостные приедут через два дня.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗншӗн вӑл сӑмахсене эсӗ алӑк патне кайса тӑрсан тин каларӑн? —

— Ты почему же все это от двери говоришь-то?

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл ҫул кукринче курӑнми пулсан тин ытти ҫынсем те хускалчӗҫ.

Когда телега Ухтивана скрылась за поворотом, люди будто очнулись, бросились к своим подводам.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Кӑна пӗлнӗ пулсан паян тин килмеллеччӗ-мӗн…»

— Знать бы такое, нынче б только и приехать…

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ырансенче тин ак улӑхри пӗтӗм йыш кӗске вӑхӑта пӗр ӗҫпе хавхаланса пӗр сывлӑшпа сывлама тытӑнсан юрӑсем пуҫланса каяҫҫӗ…

Вот завтра их объединит общая работа, заставит всех дышать единым вздохом, вот тогда уже будет кстати и песня…

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ав Каҫҫан та халь тин тухать-ха».

— Вот и Касьян только тронулся.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ӗмӗр иртсен тин, пин тӗслӗ шухӑш шухӑшласа пӗтерсен, тӳпе кӑвакарма пуҫлать.

Сколько дум передумает охотник, сколько раз переживет заново свою жизнь, пока забрезжит рассветом посиневшее небо!

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тен, ыранах ҫитӗҫ, тен, тепӗр кун тин.

Может, завтра, а может, и через день.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫҫӗмӗш кунне каҫалапа тин Салакайӑк путвалӑн тулти алӑкне пырса уҫрӗ.

Только на третий день к вечеру Салагаик открыл наружную дверь подвала.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шур пуҫлӑ йытӑ малтан ик уран тӑрса сӗтел ҫине нӑш-нӑш шӑршласа пӑхать, вара тин арҫынсем хыҫҫӑн сӗнкӗлтетет.

Собака, воспользовавшись моментом, мигом встала на задние лапы, обнюхала стол и, не обнаружив на нем съестного, потрусила за мужчинами.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ансӑр питлӗ ҫын килне ҫур ҫӗр ҫитеспе тин тухса утать.

Золотарь ушел от попа в глухую полночь.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫхине тин сывлӑш ҫавӑртӑм тет».

Только ночью и переводит дух — днем душно.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара, кантур хушсан тин, ирӗксӗрех — халӑхӗ килӗшекенччӗ.

И только после того, как правление распоряжалось — народ невольно согласился.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех