Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак самантра Люся ҫывӑрма выртать пуль ӗнтӗ, анчах ҫывӑрса кайсанах, тревога пулсан, тӑрса подвала анмалла пулать.

Наверно, сейчас Люся ложится спать, и только успеет заснуть, как по тревоге им придется спускаться в подвал.

12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫак самантра, ахӑртнех, вӑл «рабочисен профессиллӗ союзӗ» тенине вуланӑ чухне пулӗ, эп ун ҫине сиксе ӳкрӗм те янах шӑмминчен тыттартӑм.

И в ту секунду, когда он читал, наверно, слова: «профессиональный союз рабочих», я изловчился и сделал ему нокаут под нижнюю челюсть.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

— Акӑ халӗ ачасем ҫине пӑхатӑп та ҫапла шутлатӑп: эпӗ отрядра пулман пулсан, ҫак самантра ӑнсӑртран кунта пулнипе хамӑр курсантсем хальхи пек пӗр сӑмах чӗнмесӗр, ҫак шурӑ балахонсене тӑхӑнса уйӑх ҫутипе кӳлӗ ҫинчи пӑр тӑрӑх анаталла анса кайнине курсан, эпӗ хӑрасах кайнӑ пулӑттӑм, тӗшмӗше ӗненекен ҫын пулсан, вара эпӗ тӳрех усалсем, ҫынсен мӗлкисем пыраҫҫӗ тесе шухӑшланӑ пулӑттӑм.

— Вот смотрю я на ребят и думаю: если бы я сам не был в отряде, а так, случайно, очутился в эту секунду на этом склоне и увидел наших курсантов, идущих, как сейчас, молча, в этих белых балахонах, в свете луны по льду озера, я бы испугался и, будь человеком суеверным, подумал бы, что идут привидения, тени людей.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ҫак самантра урамра револьвертен пенӗ сасӑ янӑраса кайрӗ.

В эту секунду на улице раздался глухой револьверный выстрел.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ҫапла ҫурма тӗлӗкре аса илнисемпе ӗмӗтленсе пынӑ самантра эпӗ кӗтмен ҫӗртенех инҫетре калаҫнӑ сасӑсене илтсе вӑранса кайрӑм.

И от этих полудремотных воспоминаний и мечтаний я очнулся совсем неожиданно, услышав звуки отдаленного разговора.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ашшӗн кӑмӑлӗ аванччӗ ҫав самантра.

Отец был в духе.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Кама кирлӗ пултӑр-ха пӑсса пӗтернӗ ача; унӑн айван та каппайчӑк кулли кама ан тарӑхтартӑр иккен, ачан хутне кӗме май ҫук самантра, ӑна хӗрхенес те ачашлас килекен туйӑм амӑшӗн вӑранмасӑр камӑн вӑрантӑр иккен?

Кому нужен испошленный мальчишка и в ком его глупая, самодовольная улыбка вызовет не раздражение, а желание именно в такой невыгодный для него момент пожалеть и приласкать его?

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫак самантра урӑх ҫын пурнӑҫӗпе пурӑнакан этемӗн сӑнӗ пичӗ епле пулнине кам та пулин ӳкерсе кӑтартма шухӑшлас пулсан, ҫавӑн валли Аглаида Васильевнӑн сӑнӗ-пичӗ ытла та чаплӑ, пархатарлӑ модель пулнӑ пулӗччӗ.

В эту минуту, если б кто захотел написать характерное выражение человека, живущего чужой жизнью, — лицо Аглаиды Васильевны было бы высокоблагородной моделью.

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма инҫетре йӑлтӑртатакан хула ҫинелле пӑхса илчӗ те, унӑн чӗри салхуллӑн чӑмӑртанчӗ: ҫак самантра унӑн ашшӗпе амӑшӗ, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем мӗн тӑваҫҫӗ-ши?

Тёма скользнул глазами по сверкавшему вдали городу, по спокойному, ясному берегу, и сердце его тоскливо сжалось: что-то теперь делают мать, отец, сестры?!

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Унӑн пӗчӗк кимӗ ҫине ларса тухса, тин тискеррӗн алхасса кайнӑ тинӗспе тавлашса пӑхас килет; урнӑ титан пек тинӗс, хӑйӗн урнӑ хумӗсене ҫыран хӗрринелле инҫете илсе тухса ыткӑнтарнӑ самантра Данилов чӗринче, тинӗспе ӑмӑртса, вӑйсене виҫсе пӑхас килнӗ туйӑм, халиччен курманнине курса пӑхас килнӗ туйӑм ҫӗкленет.

В нем подымалась неизведанная страсть в утлой лодке померяться силами с рассвирепевшим морем, когда оно, взбешенное, как титан, швыряло далеко на берег свои бешеные волны.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Анчах Тёма, ҫав самантра хӑй Иванов пекех пулнине туйса илетчӗ те, ытла та хӗпӗртетчӗ.

Но Тёма, чувствуя себя похожим в этот момент на Иванова, испытывал бесконечное наслаждение.

Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫак самантра Тёма пит-куҫӗнче мӗнпурне курма пулать: унта намӑсланни те, ним тума аптӑраса ӳкни те, темле минрени те, вӗчӗрхенӳ те, кӳреннӗ туйӑм та — пурте пур.

На этом лице было в это мгновение всё: стыд, растерянность, какая-то тупая напряженность, раздражение, оскорбленное чувство.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Зина пулсан, ҫак самантра Абрумкӑна аванах каласа татнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, Тёма ун пек пултараймасть ҫав.

От своей неспособности обрезать так, как, наверно, обрезала бы Зина.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл ҫывхарнӑ самантра, Тёма, вылянҫи пулса, кирпӗчӗ сарайнелле пӑрӑнса кӗме ҫеҫ тӑратчӗ, Абрумка сарая пырса та кӗчӗ, Тёмӑран хайхи парӑмне ыйтрӗ.

Тёма при его приближении вильнул было, как будто играя, в кирпичный сарай, но Абрумка вошел и в сарай и потребовал от Тёмы денег.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ӑна кунта питӗ килӗшет, савӑнтарать, ҫавӑнпа та вӑл ҫав самантра тара панӑ картишӗнче хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗсемпе ӗмӗрлӗхех юлма пултарайманшӑн, ӗмӗрех вӗсемпе выляса кулма май ҫуккишӗн ҫеҫ кулянать.

Все ему так нравится, все внутри так живет у него, что он жалеет в эту минуту только о том, что не может вечно оставаться на наемном дворе, вечно играть со своими новыми друзьями.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Диван ҫинчен ҫав самантра лӑскаса тӑкнӑ, мӗскӗн, вараланса пӗтнӗ тискер кайӑк ҫури анать.

С дивана слезает в это время растрепанный, жалкий, огаженный звереныш.

Наказани пани // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Манӑн хӑрас килмест, тейӗччӗ Тёма, анчах кунашкал чаплӑ самантра вӑл хӑй хӑрани ҫинчен таса чӗреренех юлташне пӗлтерет.

И Тема бы сказал, что он хочет ничего не бояться, но в такую торжественную минуту он чистосердечно признается, что тоже боится.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Хӑйшӗн ҫакнашкал йывӑр самантра, Иоҫка унӑн хутне кӗмест, апла пулма пултараймасть.

Тёма не может остаться без поддержки друга в такую тяжелую для себя минуту.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Суккӑр пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе хӗвеллӗ кун патне чунтанах туртӑннӑ тата тӗттӗм пуҫ мими ӑшне темӗнле паллӑ мар ҫулсемпе шӑтарса кӗнӗ ҫутӑ туйӑмӗ, халӗ, чикесӗр хавхаланса савӑннӑ самантра, негатив ҫинче палӑра пуҫланӑ тӗтреллӗ сӑнсем евӗр, пуҫ миминче тепӗр хут ҫиеле тухма пултарнӑ-ши?..

Могло ли быть, чтобы смутные и неясные световые ощущения, пробивавшиеся к темному мозгу неизвестными путями в те минуты, когда слепой весь трепетал и напрягался навстречу солнечному дню, — теперь, в минуту внезапного экстаза, всплыли в мозгу, как проявляющийся туманный негатив?..

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Каярахпа вара, ҫав самантра вӑл чӑнах та курнине чунтанах ӗненни тата ҫавна пула чикесӗр хӗпӗртени ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Впоследствии от них осталось только чувство какого-то удовлетворения и странная уверенность, что тогда он видел.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех