Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вара, Магаев Альберт, ҫын ҫырнине пӗр сӑмах улӑштармасӑр вӑшкӑртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тилӗрнӗ куҫне юн тӑвӑнтарса, сассине чӑртмаххӑн сиктерсе илчӗ Магаев, хыҫҫӑнах, хӑй тӗрӗс мар, асӑрханусӑр персе янине аса илнӗ пек, йӑпӑшланса, тилӗ кулли хыҫне вӑшт пытанчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Эпӗ ӑна укҫа парса илнӗ!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«А-а-а-айй!» — йӑнӑшса ячӗ йӗкӗт юлашкинчен (йытӑ шӑлӗсем ури тирне те витӗрлесе илнӗ пулинех?).

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каҫса ҫитнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк хулан пӗр евӗрлӗ сӗрлевне пуртта лаптак хӑйрапа вӑрӑммӑн хӑйраса илнӗ пек сасӑ касӑнса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шурӑ карав та илнӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хутне тата сӑнӳкерчӗкне конверта тирпейлесе чикрӗ, конвертне ҫыпӑҫтарчӗ, вара ҫав кунах почтӑна кайрӗ те, тӳлесе илнӗ марка та ҫыпӑҫтарса, ӑна почта ещӗкне ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пединститута вӗренме кӗнӗ, учитель профессине алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Мероприятире сӑмах илнӗ азербайджан, эрмен, таджик халӑхӗсен нацисен пӗрлешӗвӗсен представителӗсем те унӑн пулӑшӑвне курса-туйса тата килӗшӳре ӗҫленине палӑртнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Пилӗк е ытларах ачаллӑ виҫӗ ҫемье 10,99 млн тенкӗлӗх сертификат илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Аграри предприятийӗсем пӗлтӗр 1547,8 млн тенкӗлӗх таса тупӑш илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

2018 ҫулта вӑл районти ирӗклӗ халӑх дружинин ретне кӗнӗ, тепӗр ҫултанах «Чи лайӑх дружинник» ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Кӗҫех вӑл умра, ҫур тӗнченех ҫавӑрса илнӗ, куҫ виҫейми тинӗс евӗр вут янкӑртса, хура тӗтӗмпе явӑнакан урӑм-сурӑм ҫулӑмӗсене пӗлӗтелле ывӑтса ҫуннине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Пуриспа арӑмӗн кӗтнӗ кайӑк йӑвара пулмарӗ: хурапа ҫӗнсе илнӗ «ирӗкре» ҫамрӑк мӑшӑр кун-ҫулне пӗртте ҫутӑ телей хӗвелӗ ҫутатмарӗ, чуп-чуп уйӑхӗ тӳп-тӳп уйӑхӗпе ылмашӑнчӗ (Пурис «туяннӑ шӑрҫа ҫурӑк пулнӑ» иккен!), Зина хырӑм хыҫҫӑн хырӑм ӳкерчӗ, каллех наркотик тыткӑнне лекрӗ (паян та вӑл ҫав чиртен пульницӑра стационарлӑ майпах сипленет).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ хӑй мӗнле танатана лекнине пӗтӗмпех ӑнкарса илнӗ яш ар инкекрен хӑтӑлма ним тума пӗлмесӗр, куҫне Турӑран уйӑрмасӑр чунтан-вартан, хурахлатсах юншахлама, тилмӗрме пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ҫула эсӗ хӑв суйласа илнӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫурт патне ҫывхарнӑ ҫемӗн Пуриса уҫҫӑнах курӑна пуҫларӗ: ун тавра ҫур тӗнченех тӑтӑш тытса илнӗ чул хӳме хӳтернӗ, хӳме хапхи ҫине пысӑк хура сас паллисемпе «ТАМӐК» тесе ҫырса ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Турӑ атте, каҫар, эпӗ хам таса кӗрешӳре, ытла та тертлӗн ҫӗнсе илнӗ юратӑва суйласа илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк унӑн пуҫне яка чул пек пусса, тимӗр хӗскӗчӗ пек хӗскӗчлекен, анкӑ-минкӗлентерекен сӗрӗмӗ сӗвӗрӗлсе илнӗ пек те пулчӗ, вара хаяр, сӳрӗнкӗ куҫне йывӑррӑн, туртӑнтарса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах урӑм-сурӑм ҫӗткеленсе, ҫатталанса ларкаласан, пуҫне веле-селе ҫӗклерӗ те урмӑшланнӑ, хаяр вучӗ палт! хыпса илнӗ куҫӗсене пӗлӗтелле сӳрӗккӗн тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех